Библиотекăн фончĕ пуянланчĕ
Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалласа майăн 24-мĕшĕнче районти тĕп библиотека “Ял библиотекисене - çĕнĕ кĕнеке” акци ирттерчĕ. Унта шăпах кĕнекен чи çывăх тусĕсем пухăнчĕç.
Уява ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа пуçларĕç. Унтан тĕп библиотекăн директорĕ М.Н.Мареева сăмах илчĕ. Марина Николаевна пухăннисене библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, библиотека ĕçченĕсене ăнăçупа телей, çемьере тăнăçлăх сунчĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Т.Н.Шереметьевана сăмах пачĕ. Татьяна Николаевна хăйсен ĕçне чунтан парăннă библиотекарьсене уяв ячĕпе саламларĕ, библиотекăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан 2 ĕçчене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак чыса тĕп библиотекăн художникĕ Ю.Хохлов тата информаци центрĕн библиографĕ И.Капитонова тивĕçрĕç. “Ял библиотекисене - çĕнĕ кĕнеке” акцие хутшăннине çирĕплетсе Т.Н.Шереметьева библиотекăна Ж.Бенцони çыравçăн 6 томран тăракан “Катрин” кĕнекине парнелерĕ.
Тĕп библиотекăн ачасемпе ĕçлекен пай заведующийĕ Н.И.Романова çак пархатарлă ĕçре ĕçлекенсен ĕç укçийĕ пĕчĕк пулни, ятарлă пĕлÿ илмен çынсемех ялсенчи библиотекăсенче вăй хуни пăшăрхантарнине палăртрĕ.
Пĕр çынрах хитрелĕх те, тарăн ăс-тăн та, иксĕлми ырă кăмăллăх та, пысăк профессионализм та пурнăçра тĕл пулсан тĕлĕнетĕн. Шăпах вĕсен йышне З.Антонова, И.Васильев, Е.Белова, Ю.Сидорова, Д. Ефимова, Ю.Индейкина, З.Магаськина, В.Владимирова... библиотека ĕçĕн ветеранĕсене кĕртмелле. Уявра çак ĕçченсене ачасем чечек çыххисем парнелерĕç. В.Владимирова вара пушă алăпа килмен. Вăл библиотекăна чылай хулăм хуплашкаллă кĕнекесем парнелерĕ.
“Ял библиотекисене - çĕнĕ кĕнеке” акцие районти ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ С.Анисимов, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Романов, райадминистрацин экологĕ В.Романов, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 8-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем активлă хутшăнса кĕнекесем парнелерĕç. Чăннипе каласан, библиотекăн фондне пуянлатас шутлисем татах та нумай. Вĕсене ятран асăнсан та аван пулĕ: Хĕрлĕ Чутай салинчи Алинăпа Алексей Магаськинсен çемйи, Туктамăш ял библиотекин ĕçченĕ Л.Деведерова, ГИБДД инспекторĕ А.Майоров, Г.Башкирова предприниматель, Н.Чубайкин, В.Ермолаев тата райадминистрацинче тимлекен Г.Печниковапа Л.Отрикова тата ыттисем те. Пурĕ 33 çын акцие хутшăннă.
Кĕнекен пуласлăхĕ пур-ши; Ача-пăча писательници А.Линдгрен çапла хуравланă: “Енчен те çыннăн пуласлăхĕ пур пулсан, вăл кĕнекен те пур”. Хăшĕ-пĕрисем кĕнекесĕр пурăнма та пултараймаççĕ. Вĕсене вăл çăкăрпа тăвар пек кирлĕ. Апла пулсан, кĕнекен пуласлăхĕ пур. Вăл - вулакансенче. Çавна май уявра кĕнеке тусĕсене, вулавçăсене Дипломсемпе наградăларĕç. Çак чыса ытларах Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул ачисем тата гимназин вĕренекенĕсем тивĕçрĕç. Çавăн пекех чи хастар та активлă вулакансене те номинацисем тăрăх Дипломсемпе чысларĕç. Сăмахран, Н.Кондакова “Юрату романĕсен миссисĕ” номинацире палăрнă, С.Мигушкин - “Истори мистерĕ”, Э.Михеева - “Эстетика миссисĕ”, Г. Ястребова “Чăвашла кĕнекесен миссисĕ”... Библиотека ĕçне активлă хутшăнакансене - районти инвалидсен обществин председательне Е.Сергеевана, ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн директорне А.Магаськина, Н.Капитонова... Тав çырăвĕсем пачĕç.
Каламалла, уявăн концерт программи юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Пухăннисене “Çын тата çут çанталăк” музейĕ çумĕнчи “Чун ăшши” эстрадăпа фольклор ушкăнĕ, Р.Сулейманов, “Хастар” ушкăн, Н.Романовапа В.Романова библиотека ĕçченĕсем тата ыттисем те юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç. Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул садăн 1-мĕш класс вĕренекенĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Уйрăмах вĕсен “Вăрă-хурахсен” ташши асра юлчĕ. Çавна май ташă ăстисене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.
Уява вара библиотека çумĕнчи “Çĕрпĕç” фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, аван иртрĕ уяв. Библиотекăн фончĕ те самаях пуянланчĕ. Пурĕ - 125 экземпляр кĕнеке. Калас пулать, кĕнекесен шучĕ акцие ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, уйрăм çынсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хастар хутшăннă пулсан татах та ÿсĕччĕ.