Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Библиотека – информаци центрĕ

Уяв кунĕ çитсе пынă май, майăн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ, районти тĕп библиотека хăйĕн юбилейне паллă тума хатĕрленет. Кăçал вăл 110 çул тултарчĕ.

...1896 çулта çак тăрăхри чиркÿ çынни С.И.Данилов хăй пухнă кĕнекесене тата çырăнса илнĕ хаçат-журналсене ял çыннисене вулама ирĕк пама тытăннă. Килте уçăлнă библиотекăна çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пынă. Çавна май каярах ятарлă çурт, вулавăш, туса лартнă. Унта вара Хусан, Кăрмăш, Чĕмпĕр хулисенчен илсе килнĕ кĕнекесем пулнă. Пурĕ 1200 чăвашла кĕнеке.

1929 çулта Хĕрлĕ Чутай районне йĕркелесен малтанхи вулавăшран районти тĕп библиотека пулса тăнă.

Паянхи библиотека вара ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Пурĕ кунта 13 çын ĕçлет. Палăртма кăмăллă, библиотека ĕçченĕсем хушшинче пуян, пысăк опытлă çынсем чылай. Пĕр вырăнтах 20-30 çул ĕçленĕ ĕçченсенчен аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксен вĕренмелли пайтах. Туслă коллектива 5 çул ĕнтĕ Марина Николаевна Мареева ертсе пырать.

Библиотека кĕнекесенчен пуян. Акă, унăн фондĕнче 36255 кĕнеке шутланать. Иртнĕ çул 4358 вулакан 123505 кĕнеке, хаçат-журнал илнĕ. Калас пулать, тĕп библиотека çулсеренех 50 яхăн хаçат-журнал çырăнса илет.

Библиотека 5 уйрăмран тăрать. Вĕсенчен пĕр уйрăмне 2002 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Вăл - информаци центрĕ. Унта вулакансем хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ информацие хăвăрт тупаççĕ. Тĕнчери сете, Интернета, тухса та интереслентерекен материалсене тупма май пур. Тĕрлĕ дисксемпе, видеокассетăсемпе паллашса вара вулакан хăйĕн тавра курăмĕпе ăс-тăнне пуянлатать.

Тĕп библиотекăна тĕслĕх библиотеки туса хунăранпа 3 çул çитрĕ ĕнтĕ. Çĕнĕлĕхĕн кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Сăмахран, вулакансен йышĕ пуянланчĕ. Унсăр пуçне библиотекăри мероприятисене - виртуаллă сехетсемпе çул çÿревсене, информаци сехечĕсене... - библиотекарьсем компьютерпа усă курса ирттерме тăрăшаççĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа канăва йĕркелекен центрта иртекен пысăк уявсенче видеофильмсем кăтартатпăр.

Районти иртекен пысăк мероприятисене те тĕп библиотека хастар хутшăнать. Акă, Г.Петровпа И.Охливанкин паллă юрăçсене халалласа - «Кашни талантăн хăйĕн çулĕ» тата Аслă Çĕнтерĕве 61 çул çитнĕ тĕле «Вăрçăн тăлăх арăмĕсем» электронлă презентацисем, тĕрлĕ брошюрăсем хатĕрленĕ.

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ çитсе пынă май вара тĕп библиотека паян, майăн 24-мĕшĕнче «Ял библиотекисене - çĕнĕ кĕнеке» ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерет. Çак акцийĕн тĕллевĕ - библиотекăсен фондне пуянлатасси, вĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтересси. Пурнăç улшăнсах тăнипе пирĕн библиотекăра экономикăпа, правопа, менеджментпа, маркетингпа, психологипе, бухгалтери учечĕсемпе çыхăннă литературăсем сахал. Студентсем вара ытларах вĕсене ыйтаççĕ. Ыр кăмăллăх акцине районти организацисем, предпринимательсем, уйрăм çынсем хастар хутшăнасса шанас килет.



"Пирěн пурнăç"
24 мая 2006
00:00
Поделиться