Л.А.Ешмейкина – II степеньлă диплома тивĕçнĕ
«Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртес, пултаруллă та талантлă класс ертÿçисене тупса палăртас, вĕсене хавхалантарас, класс ертÿçин тивĕçне çÿлерех шая çĕклес тĕллевпе республикăра «Чи чаплă класс ертÿçи» («Самый классный классный») конкурс иртрĕ. Вăл 2005 çулхи декабрьтен пуçласа кăçалхи март уйăхĕччен пулчĕ. Палăртмалла, пĕтĕмпе çак конкурса республикăри 360 класс ертÿçи хутшăннă, анчах та финала вĕсенчен 94-шĕ çеç тухма пултарнă. Номинантпа çĕнтерÿçĕ ятсене 14-ăн кăна тивĕçнине пĕлтермелле. Вĕсенчен пĕри - районти Атнар шкулĕнчи вĕрентекен Людмила Александровна Ешмейкина. Палăртма кăмăллă, майăн 16-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çĕнтерÿçĕсемпе номинантсене савăнăçлă лару-тăрура саламланă.
Акă, кĕçнерни кун Людмила Александровнана республика шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ тата район чысне хÿтĕленĕ ятпа район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева тата райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ А.И.Тверсков Атнар шкулĕнче педагогика коллективĕпе вĕренекенсем умĕнче саламланă. Татьяна Николаевна Л.А.Ешмейкинана район пуçлăхĕн А.И. Криковăн Тав çырăвне тата райадминистраци ячĕпе парне парса чысланă, малашне те çăмăлах мар вĕрентÿ ĕçĕнче ăнăçусемпе ÿсĕмсем суннă.
Кĕскен Людмила Александровна Ешмейкинапа паллаштарсан вырăнлă пулмалла. Л.А. Ешмейкина 1966 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче районти Атнар ял тăрăхне кĕрекен Урикасси ялĕнче кун çути курнă. Вăл Атнар шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Унтан Людмила Александровна хăйĕн ĕç стажне тăван шкултах пуçланă. Калас пулать, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕпе класс ертÿçинче ĕçленĕ тапхăр (16 çул) пĕр килет. Л.А.Ешмейкина хальхи вăхăтра 6 «а» класс ертÿçи шутланать.
Людмила Александровна - коллективри хисеплĕ учительсенчен пĕри. Ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ парас ĕçре Л.А.Ешмейкина вăй-халне шеллемест, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Малаллах ăнтăлакан педагог çĕннине шырать, творчествăлла ĕçлеме тăрăшать. Пултаруллă учителĕн вĕренекенĕсем те вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Воспитани ĕçĕнче вара Людмила Александровна ытларах этикет, этика, эстетика ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрать. Выпускниксемпе те вăл тачă çыхăну тытать, вĕренсе тухнă ачасем пирки хăйне евĕрлĕ архив та пуянланса пырать. Обществăлла ĕçрен Л. А.Ешмейкина нихăçан та пăрăнман.
“Ĕçне кура - хисепĕ”, - теççĕ халăхра. Чăн та, ахальтен мар ĕнтĕ Людмила Александровнана райадминистраци, пĕрре мар Атнар шкулĕн дирекцийĕ Хисеп грамотисем тата Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви Тав çырăвĕ парса чысланă.
Эпир те Людмила Александровнана II степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр, малашлăхра та творчествăлла ÿсĕмсем, аван кăтартусем, ăнăçусем сунатпăр.