Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района А.И.Крикова с Международным днем музеев

Хисеплĕ музей ĕçченĕсем!

 

            Ирĕк парсамăр Сире профессиллĕ уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлама.

Паянхи çăмăлах мар пурнăçра эсир аваллăха, истори саманчĕсене упраса пурăнатăр, ÿссе пыракан ăрăва халăхăн культурипе пултарулăхне, ăс-хакăлне тивĕçлипе кăтартса паратăр.

Хальхи вăхăтра пирĕн район музейĕ çĕнетÿ тапхăрĕнче тытăнса тăрать. Çывăх вăхăтра вăл куракансене хăйĕн экспоначĕсемпе, тĕрлĕ тематикăпа йĕркеленĕ пÿлĕмсемпе илĕртĕ.

Эсир, музей ĕçченĕсем, тăван ене юратни те аван сисĕнет. Çавна пулах халăхран историпе çыхăннă япаласене пухасси те аван пырать.

Уяв ячĕпе Сире саламлатăп, кил-йышра телей хуçалантăр, сывлăхлă пулăр.

 

Район пуçлăхĕ А.Криков

 



18 мая 2006
00:00
Поделиться
;