Кредит илекенсем сахал
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем çăмăллăх кредитпа усă курма пултараççĕ. Кăçалхи майăн 5-мĕшĕ тĕлне, акă, пирĕн районти хушма хуçалăх тытакан уйрăм çынсем 11-ĕн 833 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Вĕсенчен 3 хушма хуçалăхĕ - “Россельхозбанк”, 8-шĕ “Килĕшÿ” кооператив урлă çăмăллăх кредитпа усă курнă. Калас пулать, патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсен хисепĕ, республикăри хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан, сахалтарах. Сăмахран, майăн 2-мĕшĕ тĕлне çеç Вăрнар районĕнчи 32 хушма хуçалăх çăмăллăх кредит илнĕ. Мĕнрен килет-ха ку; Тен, районта халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйсăртарах пурнăçланă; “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртесси вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тимлĕхĕнчен килет-çке. Халăх наци проекчĕпе тухăçлă усă курманни вĕсен ĕç-хĕлне лайăх енчен хак памасть.
Ял çынни патшалăх пулăшăвĕпе усă курманнин тепĕр сăлтавĕ - ĕçсĕрлĕх. Уйрăм хушма хуçалăха аталантарма кредит илес кăмăл пысăк пулсан та, çак ĕçре ĕç вырăнĕ çукки кансĕрлет-çке. Халĕ вара, ЧР Ял хуçалăх министерствин районти ял хуçалăх производствине пулăшас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Л.Куропаткина пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм хушма хуçалăх тытакан, ниçта ĕçлемен çын та çăмăллăх кредит илме пултарать. Шаннă çынни (поручитель) ĕçсĕррисен шутĕнче пулни те чăрмантармасть. Анчах та унăн уйрăм хушма хуçалăх пулмалла. Паллах, ку ял халăхне патшалăх пулăшăвĕпе усă курас ĕçре самаях пулăшать. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ ялти ĕçе вăйлатма, килти хушма хуçалăха аталантарма, ял çыннине лайăхрах пурăнма май парать.