Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района с Международным днем семьи

Хисеплĕ ентешсем!

 

Пĕтĕм чун-чĕререн сире Çемье кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Мĕн авалтан каланă: «Патшалăх – пысак çемье, çемье – пĕчĕк патшалăх». Вăл вара юрату çинче тытăнса тăрать. Шăпах çемьере этем пултарулăхпа ăс-хакăл вăйне курать. Çемье – кил ăшши «вучахĕ». Нумай чухне унăн хĕрÿлĕхĕ ют çынна валли те çитет.

Пирĕн районта çамрăк çемьесен социаллă шайне хăпартас тĕллевпе япăх мар ĕç пырать. Пĕлтĕрхи март уйăхĕнче  хăпартнă ача укçисене ашшĕ-амăшĕсем вăхăтра илсе тăраççĕ. Çамрăк çемье программăпа усă курса çĕнĕ кил-çурт çĕклекен, хваттер туяннисем те пур. Нумаях пулмасть Чутайри шкул-ача садĕнче  шкул çулне çитменнисем валли икĕ ушкăн уçрăмăр. Ку та лайăх пулăм.

Тĕп тĕллев: йĕркесĕр пурăнакан çемьесене тĕрĕс çул çине кăларасси, сахал тупăшлисене тата нумай ачаллисене май пур таран пулăшасси.

Уяв ячĕпе районти мĕн-пур çемьесене çирĕп сывлăх, ăнланулăх, килĕшÿ, çителĕклĕх сунатăп.

 

 

Район пуçлăхĕ А.Криков



12 мая 2006
00:00
Поделиться
;