Вăрçăн тертлĕ кунĕсем
Анастасия Гавриловна Капитонова 1920 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Пĕчĕк Этмен ялĕнче çуралнă. Аслашшĕпе асламăшĕ хĕр çуралнăшăн çав тери савăннă - çулталăкăн 1-мĕш кунĕ - телейлĕ кун, Настя та телейлĕ пулĕ тесе шухăшланă вĕсем. Анчах та темшĕн пурнăç шăпи тепĕр майлă çаврăнать.
1930 çулта Капитоновсен çемйи Березовка ялне куçса каять. Настя Сорăмри шкулта пуçламăш классенче пĕлÿ пухать. Унтан Атнарти 7 класлă шкулта вĕренет. 1938 çулта атте сĕнĕвĕпе аппа Канаш хулинчи медицина училищине вĕренме кĕрет. Манăн Настьăран çав тери уйрăлас килместчĕ, унсăрăн чунра тунсăх хуçаланатчĕ. Паянхи кун пек ас тăватăп. Сентябрĕн 1-мĕшĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ. Атте ăна каçхине лашапа Кăмашана çити ăсатса ячĕ. Эпĕ вара чун кÿтсе килнине çывăрса ирттерсе ятăм.
Уяв кунĕсенче кăна тĕл пулаттăмăр унпа. Киле, çав кун митингсем пулнă май, кăнтăрла çеç çитетчĕ. Эпĕ вара ăна кĕтсе, тÿсĕмлĕх çитейменнипе: “Паян маншăн уяв та мар”, - тесе хурланса йĕреттĕм.
Чунĕ манăн çавăн чухнех сиснĕ пулĕ çав...;!
1940 çулта ăна, медицина сестрин дипломне алла илсен, Упукушкăнь больницине ĕçлеме ячĕç. Çулĕ инçе пулнипе (ун чухне çуран çÿренĕ) киле сайра-хутра çеç килсе каятчĕ. Анне вара ку енĕпе пĕрмаях кулянатчĕ - кашни амăшĕн хăй ачине куç умĕнче çÿретес килет.
1942 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕ... Настьăна вăрçа ăсатса ятăмăр. Хусанта вăрçă ĕçне вĕрентнĕ хыççăн вĕсене фронта янă. Кун пирки вăл çырура тата Çĕмĕрлери чукун çул станцийĕнче Сорăм ялĕнчи хĕрсене курса пĕлтернĕччĕ. Унран çырусем час-часах илейместĕмĕр: пĕрре, хамăр ялти Яков Ильич Строгоновпа тĕл пулни çинчен çырчĕ, тепре, Сорăм ялĕнчи Николай Николаевич Киселевпа мĕнле паллашнине пĕлтерчĕ.
1944 çулхи июнь уйăхĕнче ăна 10 кунлăха отпуск панă, килте 7 кун пурăнса кайрĕ. Настя вăрçăн тертлĕ кунĕсем çинчен каласа пачĕ, вут-çулăмра арканнă ялсенче психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ ачасемпе ватăсем пурăнни çинчен тата выртма вырăн çуккипе вĕсен çумĕнчех çывăрни пирки пĕлтерчĕ.
1944 çулхи декабрь уйăхĕнче Настя вилни çинчен хыпар килчĕ. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ăна операци тунă пулнă, ноябрĕн 24-мĕшĕнче вара çут тĕнчерен уйрăлнă.
Настьăн сăн ÿкерчĕкĕсен пуххи пурччĕ. Эпĕ ăна кашни мăнкун кунĕсенче пăхса аса илсе лараттăмччĕ. Пĕррехинче, кĕнекен хучĕ çине çырнă сăмахсем куçа курăнса кайрĕç. Унта Настя юмăç пăхтарнă хыççăнхи сăмахсене çырса хунă. Юмăç çапла каланă пулнă: “Эсĕ, планета каланă тăрăх, 23 çулта аçу-аннÿрен уйрăлатăн”.
Тен, çак хута вăл манăн йăмăк куртăр тесе хунă;.. Эпĕ вара кун пирки аннене те пĕлтермен. (Паянхи кунччен кун пирки хам çине пăшăрханса çÿретĕп).
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ... Эпĕ - Сорăм ял Совечĕн секретарĕ. Вăрçăран таврăнман çынсен, чылайăшĕн, вилнĕ хучĕсем килмен. Çар комиссариачĕ ыйтнипе чылай çынсен хушамачĕпе ятне, хăçан çуралнине, ял ятне, вăрçа кайнине, хăш вырăнтине çырса, юлашки çырусене хушса хурав патăмăр. Настя пирки вара хыпарсăр çухалнă тесе çырса пĕлтерчĕç.