Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района с 61-ой годовщиной Победы в Великой Отечественной войне

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем!

 

     Аслă Отечественнăй вăрçă 61 çул каялла чарăннă, анчах та паян та вăл историшĕн чи паллă кун шутланать. Пирĕн аттесемпе асаттесем, хăйсен паттăрлăхĕпе мăнăçлăхне пула, Тăван Çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварма пултарнă, тăван ене мирлĕ те тăнăçлă пурнăçа тавăрса панă.

    Çулсем малалла пынă май, эпир татах та ытларах ăнланатпăр, Çĕнтерÿ епле майпа пирĕн енче пулнине. Эпир, паянхи ăру, вăрçă ветеранĕсне, тылра тăрăшнисене, вăрçă хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне çĕнетсе экономикăна йĕркелеме пултарнишĕн чун-чĕререн тав тăватпăр.

     Пирĕн тĕллев – ветерансене май пур таран пулăшасси, вĕсен пуçарăвĕсене малалла тăсасси. Çĕре çити пуç таятăп Сирĕн умăрта!

    Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем! Уяв ячĕпе Сире саламлатăп, мирлĕ пурнăç, телей, çирĕп сывлăх сунатăп.

         



06 мая 2006
00:00
Поделиться
;