Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Коллеги ларăвĕнче

Кĕçнерни кун райадминистрацин Пĕчĕк залĕнче район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ иртрĕ. Унта коллеги ларăвĕн членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацинче тăрăшакансем  хутшăнчĕç. Чи малтанах çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ кунне чыслăн йĕркелесе ирттерес тĕ­лĕш­пе хатĕрленĕ программăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева тишкерчĕ. Калас пулать, вăрçă участникĕсене район пуçлăхĕ ячĕпе çак уявпа саламлă открыткăсем парнелĕç. Çавăн пекех майăн 8-мĕшĕнче ял тăрăхĕсенче вăрçă ветеранĕсемпе тата инваличĕсемпе, салтак арăмĕсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Тепĕр кунне вара район центрĕнче торжествăлла майпа уяв иртет. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн, малтанхипе танлаштарсан, çĕнĕреххи - çăмăл атлетика енĕпе ăмăртасси вырăнне велочупу. Çавăн пекех театрализациленĕ сценари кăçал пулмĕ. Ытти вара йăлана кĕнĕ пекех пулать темелле. Çĕнтерÿ кунĕнче ветерансем салтак кухнин пăттине те тутанĕç, каçхине Хĕрлĕ Чутай халăхĕ гала-концерт курса савăнĕ. Çакна та палăртмалла, çак кун васкавлă медицина пулăшăвĕ тата милици сотрудникĕсем сыхă тăрассипе дежурство йĕркелĕç.

Ку енĕпе социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ  В.И.Герасимова та сăмах илчĕ. Вера Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта паянхи куна 88 вăрçă участникĕ, 53 вăрçă инваличĕ тата 60 салтак арăмĕ шутланать. Аслă Çĕнтерĕве туптанă, мирлĕ те тăнăç пурнăçшăн, çутă пуласлăхшăн хаяр вăрçă вăхăтĕнче вăй-халне шеллемен çынсем уяв ячĕпе парнене тивĕçлех ĕнтĕ. 1941-1945 çулсенче вĕсем темĕн те тÿссе ирттернĕ, сахал мар асап-терт курнă, халĕ те вĕсем тискер вăрçă çулĕсене куççуль витĕр аса илеççĕ пулĕ. Пĕчĕк пулин те парне çак кун тимлĕх, хÿтлĕх евĕрлех пултăр. Эпир вĕсене пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав сăмахĕ те каласа çитереес çук. В.И.Герасимован сăмахĕсем çумне хушса районти ветерансен Канашĕн председателĕ В.И.Немешкин уява ветерансен хорĕ активлă хутшăнасса пĕлтерчĕ, çавăн пекех социаллă хÿтлĕх пайне вăрçă ветеранĕсене “Ветеран” хаçата çырăнса пама майсем тупсан аван пулнине палăртрĕ. Шел те, Владимир Иванович пĕлтернĕ тăрăх, çулран-çул Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсене шеллемен, тăшманпа паттăрла кĕрешнĕ вăрçă ветеранĕсен хисепĕ чаксах пырать. Районти 17 ялта вĕсем пĕрре те юлман ĕнтĕ. 18-шĕнче - пĕрер кăна, ыттисенче вара е 2-шер, е 3-шер. “Чыс-сума тивĕçлĕ ентешсене вăхăтра Çуралнă кунĕсемпе, уяв ячĕпе саламлама манас марччĕ”, - терĕ В.И.Немешкин.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа - “Килсене таса шыв кĕртес” программăна пурнăçа кĕртес ĕç епле пыни пирки райадминистрацин обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И.В.Андреев доклад турĕ. Шыв кĕртес ĕçре чăрмавсем те нумай. Чи кирли - халăхран çите­лĕклĕ укçа пухасси. Ял çыннисем шыв кирлин пĕлтерĕшне чăннипех ăса хывсан аван пулмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйтупа ял халăхĕ хушшинче ăнлантару ĕçне яваплăха туйса кирлĕ пек ирттерме тăрăшмалла. Укçа пуçтарса çитереймесен ĕçĕн кăтартăвне курасси иккĕлентерет.

Район пуçлăхĕ А.И.Криков ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене 2007-2008 çулсенче, шыв ыйтăвĕ ăçта çивĕч тăнине кура, хăш ялсене шыв кĕртмеллине халех, маларах, пăхса хума, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайне пĕлтерме сĕнчĕ.

Районта экологи тĕ­лĕшĕнчен хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен В.И. Романов эколог калаçрĕ. Экологи ыйтăвĕ, чăн та, çивĕч тăраканнисенчен пĕри. Акă, районта ятарлă çÿп-çап, ăпăр-тапăр тăкмалли вырăн çуккипе чылай çырма-çатра тулса ларнă. Тирпей-илем енĕпе те, уяв çывхарнă май, сахал мар тăрăшмалла-ха. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçлас тĕллевпе йывăç лартассипе мероприятисем ирттерме йышăннă май, 20 пинрен кая мар тĕм лартса хăварма палăртнă. Хальлĕхе ку енĕпе тралькассисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ (апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне) 2000 ытла йывăç лартса тухнă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ те аякра юлмасть. Районти пур организацин те çак ĕçе активлă  хутшăнмалла. Кам йывăç лартать, çав ăна упрама тăрăшать. Сăмах май, районти вăрман хуçалăхĕ хунавсем чылай хатĕрленĕ, анчах та аякран килсе тиесе каяççĕ. Çавăнпа та вăхăта тăсмалла мар, кирлĕ пулсан хăвăртрах туянмалла. Çавăн пекех, çут çанталăк условийĕсемпе килĕшÿллĕн, йывăç лартма нумайран та пĕр эрне çеç юлчĕ, çĕр те типсех каять, кĕçех йывăçсем те симĕс тум тăхăнĕç.

Коллеги ларăвĕнче сÿтсе явмалли, канашламалли сахал мар пулчĕ. Пухăннисем умра пурнăçламалли ĕçсене те тишкерчĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.



"Пирěн пурнăç"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться