Учитель хăй вырăнĕнче пулсан тĕнче тытăнса тăратех
Раиса Николаевна Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсен иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Сăмах май, 2004-2005 çулсенче гимназире пурĕ 493 ача пĕлÿ илнĕ, 2005-2006 çулсенче ачасен йышĕ 498-па танлашнă. Ку, паллах, Серенкассипе Туктамăш шкулĕсене реструктуризациленипе çыхăннă. Вĕсене 51 учитель пĕлÿ парать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кунта 140 ача вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестат илнĕ, вĕсенчен 8-шĕ вĕренĕве кĕмĕл медальпе пĕтернĕ, ылтăн медальпе - 1.
Паянхи куна гимнази класĕсенче вĕренекенсенчен (пурĕ 270 ача) 10 проценчĕ «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать, «4» паллăпа - 52.2, «3» - 37.7 процент.
Педагогсем вĕренекенсене тĕрĕс те тивĕçлĕ воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта ачасене ырра, сăпайлăха вĕрентеççĕ. Общество малалла аталанса пынă май, вĕренекенсен тарăн пĕлÿ илме условисем пур. Уроксенче тата класс тулашĕнчи сехетсенче компьютер ресурсĕсемпе анлă усă кураççĕ. Педагогсем тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани панисĕр пуçне ачасене пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме вĕрентеççĕ. Калас пулать, кунти ачасем районти, республикăри олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриотизм вăййисенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ те çултан-çул ÿсет. Акă, иртнĕ çулхи выпусниксен 51 проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çакă гимнази чысне татах та çĕклет.
Гимназире пурлăх базине çирĕплетес, кабинетсене çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатас тĕлĕшпе тимлесе ĕçлеççĕ. Шкулта Интернет çыхăнăвне йĕркеленĕ. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен техникăпа анлă усă курни вара ăслă-тăнлă, пуян тавра курăмлă çамрăксем вĕрентсе кăларма май парать.
Ачасем пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе гимназире тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем спорт секцийĕсене çÿреме кăмăллаççĕ. Хумхантаракан ыйтусемпе тăтăшах класс сехечĕсем, пухусем, районти паллă çынсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Кунсăр пуçне ачасем Культура керменĕнчи ача-пăча пултарулăх çуртне çÿреççĕ, тавра курăма анлăлатаççĕ, вăй-хала çирĕплетеççĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, гимназире ачасене валли условисем çителĕклех. Çитĕнÿсен списокне татах та тăсма пулать. Кунта мĕн кăтартмалли, мĕнпе мухтанмалли пурах.
Кашни вăхăт, общество аталанăвĕн кашни тапхăрĕ вĕрентÿ умне хăйне евĕрлĕ задачăсем лартать. Паян Тăван çĕршыва ăслă-тăнлă, активлă граждансем, кăмăл-сипет, вăй-хал тĕлĕшĕнчен те çирĕп çынсем кирлĕ. Ахальтен мар РФ Президенчĕ тата республика Президенчĕ те вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме çĕнĕ майсем сĕнеççĕ, çĕнĕлле хастар ĕçлекенсене пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕрентÿ сферинчи наци проекчĕ çакна çирĕплетет. Унпа килĕшÿллĕн, шав çĕннине шыракан, улшăнусенчен хăраман, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен техникăпа анлă усă куракан шкулсене РФ Президенчĕ 1 миллион тенкĕ парса хавхалантарма шантарчĕ. Çак гранта çĕнсе илме Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ те хутшăнма кăмăл турĕ. Паянхи кун тĕлне республикăри 93 шкул малтанхи тĕрĕслев витĕр тухнă, районти гимнази те çак йышра. Анчах вĕсенчен 33-шĕ çеç пысăк гранта тивĕçĕ. Сумлă гранта илме тата пысăк тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн коллективне çак конкурсра ăнăçу сунатпăр, грант вĕсене лекессе шанатпăр.
Смотр-отчетăн иккĕмĕш пайне педагогсемпе унта тимлекенсен, вĕренекенсен пултарулăх ушкăнĕ тăсрĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ, ташă, сăвă чылай пулчĕ концертра. Чи малтанах куракансем «Святая Русь» ансамблĕн (ертÿçи Ирина матушка) юррисене итлесе киленчĕç. 6-7 классенче вĕренекенсем коллективпа сцена çине тухса юрă шăрантарчĕç, илемлĕ ташăсем парнелерĕç. Куракансем уйрăмах К.Романова (6 “А” класс), Д.Спиридонова (6 “А класс), Р.Хан (5 “Б” класс), О.Тимофеева (6 “А” класс), Регинăпа Рената Чишкинасем (10 “А” класс), Л.Шереметьева (11”Б” класс), Э.Пашкуртова (11 “А” класс), Т.Кчеткова (11 “А” класс), К.Кантейкина (9 “А” класс) тата ыттисем шăрантарнă юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. «Акăш» ансамблĕн ташшисем халăха тыткăнларĕç. Учительсен коллективĕ чылай юрăпа савăнтарчĕ. Смотр-отчета педагогсем хор юррисемпе вĕçлерĕç.
Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн концерчĕпе халăх кăмăллă юлчĕ. Вĕсем педагогика ĕçĕнче те хастар, юрă-ташăра та ăста пулнине аванах çирĕплетсе пачĕç.