Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Министерство кунĕ иртнĕ

Иртнĕ юн кун республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та Министерство кунĕ иртрĕ. Района пысăк делегаци килсе çитрĕ. Райадминистрацинче 10 ушкăн çине пайланнă хыççăн пурте ял тăрăхĕсене вырăнта ĕçлесе пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма тухса кайрĕç.

Район пуçлăхĕ А.И.Криков ертсе пыракан ушкăн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ку ушкăнра çавăн пекех Чăваш Республикин культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев, Чăваш Республикинчи “Росимущество” управленийĕн ертÿçи А.М. Стальская пулнине палăртмалла.

Палăртнă вырăна çитсен чи малтанах В.С.Бондарев пухăннă ял çыннисемпе калаçрĕ. Виктор Сергеевич вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен реформи çинчен сăмах хускатрĕ. Чăнах та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçĕ кăçалтан самаях кăткăсланчĕ. В.С.Бондарев халăха ял тăрăхĕн пуçлăхне малашне те шанма тăрăшма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех Виктор Сергеевич наци проекчĕсен пысăк пĕл­терĕшĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров “Парксемпе садсен çулталăкĕ”, “Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ” Указсем йышăнни ахальтен мар пулнине палăртрĕ. Акă, пĕлтĕр “Парксемпе садсен çулталăкĕ” пулнă май, республикипе пин-пин тĕрлĕ йывăç лартса çут çанталăкшăн, хамăршăн питĕ усăллă ĕç тунине пĕлтерчĕ.

А.М.Стальская вара патшалăх харпăрлăхĕ çинчен калаçрĕ. Кăçал ял тăрăхĕсем çĕнĕлле ĕçлени пирки сăмах хускатрĕ. Çавăн пекех Алла Михайловна çĕр ял çыннин пуянлăхĕ пулнине çирĕплетрĕ. Юлашкинчен вăл республикăмăршăн, тăван кĕтесĕмĕршĕн ырă ĕçсене пĕрле пурнăçлама тăрăшма чĕнсе каларĕ.

А.И.Криков районти уйсенче 6,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ пушă выртнине пăшăрханса каларĕ. 3-4 çул хушшинче çак çитменлĕхсене пĕтерме шантарчĕ. Çавăн пекех Александр Иванович умри ĕçсем пирки калаçрĕ. Акă, кăçал Туктамăш-Ачкасси çулне асфальт сарса пĕтермелле. Туктамăшрах кĕпер тумалла. Унсăр пуçне кăçал Хĕрлĕ Чутай салин Комсомольски урамĕнче тата Енкĕлт ялĕнче çул тума палăртнă. Ку çулта Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ çумĕнче 15 класс вырнаçмалăх хушма çурт çĕклеме йышăннă. 2006 çулта çавăн пекех кашни ял тăрăхĕнче пĕрер тĕслĕх библиотека уçасшăн (хальлĕхе вĕсем 3). А.И.Криков палăртнă тăрăх, тумалли ĕçсем чылай. Унтан асăннă ушкăн Туктамăшри тĕслĕх библиотекăра пулчĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕр­ремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхне çитсе курнă. Ушкăнра - культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ О.Ф. Петров, “Тантăш” хаçатăн тĕп редакторĕ Г.Е. Платонова. Калас пулать, тĕл пулу Сĕнтĕкçырми ялĕнчи тĕслĕх библиотекăра иртрĕ, унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г. Праулов, культура ĕçченĕсемпе вырăнти шкулсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Чылай ыйту сÿтсе яврĕç тĕл пулăва пухăннисем. Акă, Хусанушкăнчи тата Хурашашри шкулсене реструктуризацилес ыйту çивĕч тăрать. Хурашашри тĕп шкула 47 ача çеç вĕренме çÿрет иккен. Г.Е. Платонова вара районти вĕрентÿ пайĕ шкулсене хаçат сахал çырăнса пани пирки уйрăмах пăшăрханса калаçрĕ.

Кăнтăр иртсен, пур ушкăн та ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕслĕх библиотекăна пухăннă, пĕтĕмлетÿсем тунă, ял çыннисен хăш-пĕр ыйтăвĕсене çÿллĕрех шайра пăхса тухса татса пама шантарнă.



"Пирěн пурнăç"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться