Килти хушма хуçалăха аталантарма - кредит
Кăçалтан вăя кĕнĕ “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ килти уйрăм хушма хуçалăх тытакан çемьесене пысăк пулăшупа тивĕçтерет, яллă вырăна тупăшлă тума, паян ĕнерхинчен лайăхрах пурăнма май парать. Унпа килĕшÿллĕн-çке ял çынни çăмăллăхлă кредит илме пултарать. Районта “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ виçĕ тĕп çул-йĕрпе пурнăçа кĕрсе пырать: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессине малалла ÿстересси* килти уйрăм хушма хуçалăха аталантарма пулăшасси - хавхалантарасси* çамрăк специалист-çемьесене ялта çирĕплетсе хăварасси.
Паянхи калаçура кăçал, наци проектне ĕçе кĕртсе, хушма хуçалăха аталантармалли майсем пирки ЧР Ял хуçалăх министерствин Хĕрлĕ Чутайри ял хуçалăх производствине пулăшас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Л.Г.Куропаткина каласа парать.
- Лариса Гурьевна, хушма хуçалăха аталантарма района миçе тенкĕлĕх кредит уйăрса панă. Миçе çемье ăна илнĕ;
- Районти уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене аталантарма 11 миллиона яхăн кредит пăхса хунă. Ял тăрăхĕсемпе илсен, Хĕрлĕ Чутай тăрăхне - 2750 уйăрса панă, Ачкасси - 1070, Мăн Этмен - 780, Тралькасси - 1120, Атнар - 1430, Хусанушкăнь - 1080, Питĕркасси - 720, Штанаш - 450, Пантьăк - 1160, Кив Атикасси - 760. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тĕллев тытса (апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне) районти уйрăм килти хушма хуçалăх тытакан 67 çемье кредит илме тĕрлĕ хутсем хатĕрлессипе тимлет. Палăртма кăмăллă, халиччен 6 çемье 343 пин тенкĕлĕх кредит илчĕç. Калас пулать, вĕсем кредита “Россельхозбанкран” мар, районти “Хĕрлĕ Чутай-Килĕшÿ” кредит кооперативĕ урлă илнĕ.
- Хăш ял тăрăхĕсенче ĕç вĕресе тăрать;
- Атнар, Пантьăк ял тăрăхĕсенче наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Тралькасси ял тăрăхне те ырăпа асăнмалла. Çак тăрăхри 24 çын кирлĕ хутсене хатĕрлессипе тимлет. Ку, паллах, вырăнти влаç халăх хушшинче ăнлантару ĕçне чылай вăйлатнипе çыхăннă.
- Кредит условийĕсемпе паллаштараймăр-ши;
- Хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредита 2 çултан пуçласа 5 çулччен параççĕ. Анчах та пур гражданина та мар. Енчен те çемье членĕсенчен пĕри ĕçлемест пулсан, кредитпа тивĕçтермеççĕ. Ăна 18 çул тултарнă уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракана, çĕр хуçине, параççĕ. Паллах, вĕсем ял тăрăхĕсенчи хуçалăх кĕнекинче регистрациленмелле.
- Хушма хуçалăха тытакан çемье миçе пин таран кредит илме пултарать;
- Кредит мĕн чухлĕ илесси йăлтах çемье членĕсен ĕç укçин тупăшĕнчен килет. Пысăк тупăш илекен çемье 300 пин тенкĕлĕх кредит илме пултарать. Кун пек чухне вара шаннă çынсем (поручительсем) кирлĕ. Енчен те 30 пин çеç илме шут тытсан, шаннă çынсем кирлĕ мар.
- Кредита мĕнле тĕллевпе параççĕ;
- Техника, ăратлă выльăх... туянма. Ку каллех кредита миçе çуллăх илнинчен килет. Сăмахран, 2 çулччен паракан кредита минераллă удобренисем, кайăк-кĕшĕкпе çамрăк выльăх-чĕрлĕх, ветеринари препарачĕсем, ял хуçалăх техникине юсама кирлĕ саппас пайсем, вăрлăх, топливо туянма уйăрса параççĕ. 2 çултан пуçласа 5 çулччен паракан кредитпа вара выльăх-чĕрлĕх, пĕчĕк калăпăшлă (малогабаритные) техника туянма, выльăх-чĕрлĕх усрамалли витепе хуралтăна тума е ăна çĕнетме пулать. Çакăнта пĕчĕк калăпăшлă техника шутне мĕн кĕнине ăнлантарса пани вырăнлă пулĕ. Вĕсем: пĕчĕк тракторсем, мотоблокпа энергоблок, мотокультиватор, мотокосилка...
Патшалăх ял çыннине ура çине тăратас тĕллевпе ăна темĕнле çăмăллăх та парать. Акă, сăмахран, ăратлă ĕне-выльăх усракан хуçалăхсенчен кредитпа выльăх туянсан, патшалăх çак çынна 1 килограмм чĕрĕ виçишĕн 40 тенкĕ хушса тÿлет. Ăратлă выльăх усракан хуçалăхсен списокĕ администрацин АПК предприятийĕсемпе ĕçлекен пайра пур.
- Ял çынни, паллах, патшалăх пулăшăвĕпе усă курас ĕмĕтлĕ. Анчах та парăма тÿлесе татасси шиклентерет.
- Кунта нимĕн те шикленмелли çук. Килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредита илни питĕ усăллă. Ячĕ те унăн ахальтен мар “çăмăллăхлă” ятлă. Мĕншĕн; Чи пĕрремĕшĕ, çак кредита “Россельхозбанк” 14 процентпа çеç тивĕçтерет, 12 процентне вара патшалăх тÿлет. Кредит илекен çын вара 2 процент çеç тÿлет. Тĕслĕхрен: хушма хуçалăх тытакан çемье 100 пин тенкĕлĕх кредит илет. Апла пулсан, унăн уйăхра (14 процентпа шутласан) - 1166 тенке яхăн процент тÿлемелле, унсăр пуçне тĕп парăма - 1666 тенкĕ. Иккĕмĕш уйăхне вара тĕп парăмĕ 1666 тенкех юлать. Тÿлемелли проценчĕ вара 147 тенкĕ çеç пулать: 12 процентне тĕллевлĕ усă курнăшăн патшалăх тÿлет. Çавăн пек вара кашни уйăхра. Ăнлантăр пулĕ, ял халăхĕшĕн ку питех те меллĕ те, перекетлĕ те.
- Мĕнле хутсем хатĕрлемелле, вĕсене ăçта тăратмалла;
- Кредит илес текенсен чăн малтанах ял тăрăхне çул тытмалла. Унти специалистсем кирлĕ сĕнÿсем парĕç, кирлĕ хутсем хатĕрлеме пулăшĕç. Хатĕр хутсене вара Шупашкарти “Россельхозбанка” тăратмалла. Çакăнта пĕр йывăрлăх вăл - хутсемпе Шупашкара çÿреме тивет. Енчен те кредита “Россельхозбанкран” илес темесен, документсене ытти банксене те, сăмахран, РФ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕсене, “Банк Москвы” УАО-н Шупашкарти филиалне тата “Килĕшÿ” кредит кооперативне тăратма пулать.
- Лариса Гурьевна, тавтапуç калаçушăн. Ял çынни патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курасса шанас килет.