Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ялта ĕçлеме – пултаруллисене

Çулталăк ытларах вăхăтра ял валли кадрсем суйласа илес, вĕсене производство сферине ертсе пыма сĕнес тата çирĕплетес енĕпе вун виçĕ лару ирттернĕ. Конкурса хутшăннă 98 çынран 42-шĕн кандидатурине пăхса тухнă. Тата 48 çыннăн кандидатурине конкурсăн икĕ тапхăрĕнче пăхса тухма тивет. Документсене малтанлăха хатĕрленĕ вăхăтра вунă кандидат конкурса хутшăнма килĕшмен. Иккĕшĕ ертÿçĕ пулас шухăша конкурсăн пĕр­ремĕш тапхăрĕ хыççăнах пăрахăçланă. Хăйсен вăйне шанман пулас.

Кандидатсем бизнес-проекта хÿтĕленине хак парса комисси 18 çынна пилĕк çул хушши ял хуçалăх организацийĕн ертÿçи пулма сĕннĕ. Çав шутра саккăрăшĕ иртнĕ çул хăйсен ĕç вырăнне йышăннă, производствăна ертсе пыма тытăннă. 2006 çулта тепĕр 32 ертÿçĕн бизнес-проектне тишкерсе пăхса тухмалла, урăхла каласан, ял сферинче ĕçлес пултарулăхне хак памалла. Аса илтеретпĕр, конкурсра çĕнтернĕ ертÿçĕ Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен пĕр миллион çурă тенкĕ таран илет. Чăваш Республикин Строительство министерстви те çак проекта хутшăнать. Пурăнмалли çурт тума е туянма, юсаса çĕнетме, ипотека кредичĕ илме пулăшать. Паянхи куна вунă ертÿçĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Финанс министерстви ертÿçĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе икĕ енлĕ килĕшÿ тăвать.

Комиссин иртнĕ ларăвĕнче, ăна Михаил Игнатьев ертсе пычĕ, тата тепĕр виçĕ çынна ялти сферăна ертсе пыма сĕннĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи  А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ колхоза И.В.Журавлевана ертсе пыма шаннă.

Комсомольски районĕнчи “Дубрава” ЯХПК хуçалăхĕн ертÿçине М.Г.Шарафутдинова сĕннĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “Победа” ЯХПКна малашне А.Н.Давыдов ертсе пырĕ. Вăл хăй хатĕрленĕ бизнес-проектри тĕллевсене витĕмлĕ (уйрăмах экономика кăтартăвĕсене)  ăнлантарса панă.

Комиссин иртнĕ ларăвĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “В.А.Никитин хресчен (фермер) хуçалăхĕ” ООО ертÿçи В.А. Никитин панă заявление пăхса тухнă, конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне кĕртме йышăннă.

Апла пулсан, Анатолий Николаевич Давыдова малашлăхра ырлăх-сывлăх, ăнăçу, ÿсĕм, телей сунатпăр



"Пирěн пурнăç"
12 апреля 2006
00:00
Поделиться