Сăвăма чакарас марччĕ
Паян колхозсемпе кооперативсен ертÿçисем, зооветспециалистсем выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци туса илессишĕн тăрăшмалла. Райадминистрацин тĕп зоотехникĕ Е.Сапожникова пĕлтернĕ тăрăх, сĕт сăвассипе “Свобода” колхоз ырă тĕслĕх кăтартать. Апрелĕн 7-мĕшĕнчи кăтартусем тăрăх, ĕне пуçне районĕпе вăтам сăвăм 11,2 килогрампа танлашать пулсан, Анат Çĕрпÿкассинчи дояркăсем талăкра кашни ĕнерен 16,5 килограмм продукци илеççĕ, фермăсен ăмăртăвĕнче районта малта пыраççĕ. Акă, Г.Сухареван кăтартăвнех илер. Вăл ĕне пуçне талăкра 19,2 килограмм сĕт суса илет. С. Ильинан кăтартăвĕ те 17,4 килогрампа танлашать. Куратпăр ĕнтĕ, малалла талпăнса ĕçлекенĕн ÿсĕм пурах. Ку, паллах, коллектива пултаруллă, çаврăнăçуллă çынсем ертсе пынипе çыхăннă. Ĕне сăвакансем ĕç технологине çирĕп пăхăнаççĕ, выльăхсен рационне тутлăхлă апатсемпе пуянлатсах тăраççĕ. Çакă ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерме, ÿсĕм тума май парать. В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи дояркăсем те талăкра вăтамран 14,1 килограмм сĕт сăваççĕ, туриçĕрпÿкассисем - 13,9, “Победа” - 13,1, “Коминтерн” - 12,6, “Асамат” - 11,2. Уйрăммăн илсен, Атнар ĕне фермин коллективĕ кашни ĕнерен 14,9 килограмм сĕт сунă, штанашсем - 14,7, Сĕнтĕкçырминчи дояркăсем те куллен 14,4 килограмм сĕт туса илнĕ. Шел пулин те, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем çинчен те асăнса хăвармалла. Хальхи вăхăтра сĕт суса илессипе “Черепановский”, “Сура”, “Рассвет” хуçалăхсем япăх ĕçлесе пыраççĕ. Туктамăшсем пĕлтĕр çак тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран 10,4 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, кăçал çак кăтарту 6,7 килограмм таран чакнă. “Рассвет” кооперативри ĕнесем вара талăкра 3,8 килограмм çеç сĕт антараççĕ, иртнĕ çул татах сахалрах пулнă. “Путь Ильича” колхоз сĕт туса илессипе кăтартăва япăхлатнă. Хальхи вăхăтра кунта кашни ĕнерен 7,9 килограмм çеç продукци илеççĕ, пĕлтĕрхи вăтам сăвăм 10,2 килогрампа танлашнă пулнă. Çакăнтах “Коминтерн” ЯХПКна асăнса хăвармалла. Кунти сăвăм район кăтартăвĕнчен пысăкрах пулин те, иртнĕ çулхипе танлаштарсан сĕт суса илесси палăрмаллах чакнă. Сăлтавĕ мĕнре-ши;
Чылай фермăсен ÿсĕмĕсем районти вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех. Кая юлса пынине пĕтермелле. Хуçалăх ертÿçисен, зооветспециалистсемпе ферма заведующийĕсен, дояркăсен çак çитменлĕхсене пĕтерессипе çине тăрса ĕçлемелле. Çуркуннехи тапхăрта ытларах сĕт суса илме пĕтĕм вăй-хала, пултарулăха памалла. Выльăх-апачĕпе пĕлсе усă курмалла, рациона микро- тата макроэлементсемпе пуянлатмалла, сăвăма ÿстермелле.