«Пирĕн пурнăç хаçатăн» кун-çулĕ вăрăм пултăр
Çак тапхăрта вăл вăрăм та тертлĕ çул утса тухнă, анчах та яланах малалла, хăйĕн тÿрĕ çулĕпе утнă. Умри йывăрлăхсене куллен çĕнтерсе пынă, вулакансене хавхалантарнă, çĕнĕ ÿсĕмсем тума пулăшнă.
Хаçат район пурнăçĕнче чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн кашни номерĕнчех - ĕç çыннин пурнăçĕ, кун-çулĕ, районта пулса иртекен мероприятисем, тĕрлĕ информаци...
Хаçат историйĕ питĕ пуян. Халиччен унăн ячĕ 7 хут улшăннă, çав хушăра 10-шар редактор пулнă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ апрелĕн 6-мĕшĕнче Етĕрне хулинче тухма пуçланă. Вăл икĕ çул хушши «Коллективист» ятпа вырăсла тухнă. Тиражĕ - 550 экземпляр. Пĕрремĕш хаçат çине алă пусаканĕ, ответлă редактор çумĕ - Элле Николай Алексеевич вырăс пулнă. Иккĕмĕш номерне Д.Андреев ответлă редактор алă пуснă, ытти номерсене - Я.Ефимов.
1932 çулхи август уйăхĕнче хаçат «Красночетаевец» тата «Путь Победы» ятсемпе вырăсла тухнă. Çав çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа чăвашла «Çĕнтерÿ çулĕ» ятпа тухма тытăннă. Тиражĕ 800 экземпляра çитнĕ. Редактор пулса ун чухне Спиридон Павлович Толмасов-Шăпчăк ĕçленĕ. Вăл хăй те хаçата тăтăшах материалсем çырнă, уйрăмах сăвă çырма юратнă. Шел пулин те, ăна халăх тăшманĕ тесе репрессиленĕ. Ун вырăнне кунта литсотрудник пулса ĕçленĕ Андрей Лукич Еремеева лартаççĕ, вăл 1941 çулхи август уйăхĕччен вăй хунă. А.Еремеев вăрçа тухса кайнă хыççăн, ун вырăнне Т.Г.Быкова хăвараççĕ. 1942-1943 çулсенче ку ĕçре К.Г.Фондеркин тăрăшать. 1943-1944 çулсенче - С.М. Илюшкин, 1944-1945 çулсенче - И.В.Илюшкин.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче редактор пулса Василий Степанович Чобайкин, Михаил Типчаковский, Александр Иванович Шинжаев ĕçленĕ. Хаяр вăрçăра Çĕнтерĕве çывхартас тата вăрçă хыççăнхи пурнăçа çĕнетес ĕçре вĕсен тÿпи пысăк пулнă.
1950-1952 çулсенче хаçата ертсе пыраканĕ - Иван Алексеевич Чирков, комсомолпа парти ветеранĕ, КПСС райкомĕн II секретарĕ, 1952 çултан пуçласа 1962 çулччен Михаил Якимович Назаров пулнă. Михаил Якимович паянхи пурнăç ыйтăвĕсене çивĕччĕн хускатнă, сăввисем пирĕн халăхăн иртнĕ вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа панă.
1962 çулта пирĕн района пĕтерсе хунă, Çĕмĕрле районĕпе пĕрлештернĕ. Çав вăхăтра Çĕмĕрлере «Малалла» хаçат редакторĕ пулса Е.Явасов, унтан II Липовка çынни Я.Яковлев ĕçленĕ.
1965 çулта каллех Хĕрлĕ Чутай районне туса хунă, 1966 çулхи апрельтен пуçласа «Колхоз хаçачĕ» тухма тытăнать. Çав çулсенче 18 çул хушши çак йывăр та пархатарлă ĕçре Иван Ефимович Ландышев редактор пулса ĕçленĕ, редакципе типографин пурлăх базине çирĕплетме сахал мар тăрăшнă.
1976 çулхи июнь уйăхĕнчен тытăнса 1981 çулччен хаçат «Коммунизм çулĕпе» ятпа тухса тăрать. 1984-1988 çулсенче редакци ертÿçи пулса Владимир Николаевич Чернов ĕçленĕ. 1991 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех хаçат ячĕ - «Пирĕн пурнăç». Унăн тиражĕ çав вăхăтра 6300 экземпляра çитнĕччĕ.
Юлашки çулсенче «Пирĕн пурнăç» хаçата Николай Павлович Барышников, Владимир Николаевич Чернов, Михаил Александрович Чемашкин редакцилерĕç.
Хаçат тунă çĕрте редакци ĕçченĕсен тÿпи пысăк вырăн йышăнать. Пирĕн коллектив çамрăк, вун икĕ çынран тăрать, вĕсенчен 6-шĕ - творчествăлла ĕçченсем. Палăртма кăмăллă, творчествăлла ĕçченсенчен ытларах пайĕ вăтăр çула та çитмен.
76 çул... Мĕн чухлĕ улшăну, мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх... Темиçе çул каялла хаçата компьютерпа наборласси тата калăпласси çинчен калаçаттăмăр кăна. Халĕ, акă, çĕнĕ технологипе туллин усă куратпăр. Журналистсен ал çырăвĕсем, авторсен тÿрлетнĕ материалĕсем - пурте компьютер витĕр тухаççĕ, текст пулса тăраççĕ. Компьютер ĕçе чылай çăмăллатнине палăртсах хăвармалла. Вăл хаçата тĕнче шайĕнче тума пулăшать.
Сăмах вăйĕ хăватлă. Журналистсен ответлăхĕ калама çук пысăк. Эпир, редакци коллективĕ, çавна туйса ĕçлеме тăрăшатпăр, умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама вăй-хала шеллеместпĕр. Çавăнпа та çак хаçатра вăй хуракан çамрăк ĕçченсене малашне те хăйсем пекех илемлĕ те тирпейлĕ кăларăмсемпе, кăсăк материалсемпе савăнтарма, журналистикăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе шанчăклă утса пыма юман пек çирĕп сывлăх, сÿнми вăй-хал, тăнăçлăх, чăтăмлăх, пултарулăх, иксĕлми телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп. Хаçатăн кун-çулĕ сурпан пек вăрăм та такăр пултăр, тиражĕ çулсерен ÿссех пытăр!
Юлашкинчен хаçат ĕçĕнче чылай çул ĕçленĕ журналистсене, обществăлла корреспондентсене, мĕн пур вулакансене, райхаçата халăх хушшинче саракансене хаçатăмăрăн Çуралнă кунĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.