Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Н.Охтишкин – пирĕн ентеш, аслă категориллĕ врач, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Иртнĕ çулăн çуллахи ăшă кунĕнче Трапай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Одесса хулинче пурăнакан Николай Егорович  Охтишкинпа паллашма тÿр килчĕ. Паянхи кун та унăн сăнĕ куç умĕнче, калаçăвĕ хăлхара янăрать. Ун çинчен вулакана паллаштармасан чун-чĕрере канăçсăрлăх хуçаланать.

Н.Охтишкин - тĕлĕн­мелле ăслă çын. Уйрăмах унăн чунри малашлăх туртăмĕ пысăк пулни шухăша ярать. Калас пулать, хальхи çамрăксен, ытларах пайĕн, вĕренÿÿ, ĕç туртăмĕ çук. Вĕсем ытларах ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕнче пулма тăрăшаççĕ, вĕсен пуянлăхĕ çине таянаççĕ. Ун пеккисене çăмăл пурнăç, эрех-сăра илĕртет.

Н.Охтишкин çут тĕнчене 1935 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче килнĕ. Ашшĕ, Егор Васильевич, Аслă Отечественнăй вăрçă умĕн вырăнти “Агроном” колхоз бригадирĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи январь уйăхĕнче фронтра хыпарсăр çухал­нă. Амăшĕ, Татьяна Андреевна, пурнăçĕ тăршшĕпех колхозра тĕрлĕ ĕçре тар кăларнă. Кольăна тата унăн икĕ шăллĕне - Викторпа Александра - пĕчченех ура çине тăратнă.

Çемье килĕштерсе туслă пурăннă. Паллах, хут вĕренмен Татьяна Андреевнан хул пуççийĕ çине йывăрлăх нумай тиеннĕ. Тÿснĕ, нăйкăшман, пурнăç тытас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă, ĕçрен юлман, ачисене те ĕçе явăçтарнă. Николай пĕчĕклех ĕçпе туслашнă. Каникулта сурăх кĕтĕвне пăхнă, канмалли кунсенче амăшĕ вырăнне ĕçе тухнă, вăкăрпа суха тума та пĕрре мар тивнĕ.

1943 çулта Николай ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреме пуçланă. Вунă çултан Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула ăнăçлă пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. Хыççăн çулталăк хушши колхозра вăй хунă. Çамрăк та вăй питтискер, кирек мĕнле ĕçре те малта пынă. Ара, ун чухне хуçалăхĕ те ватă-вĕтĕпе ачасем çинче çеç тытăнса тăнă-çке.

Шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ çамрăкăн малалла вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă. Унăн ĕмĕтĕнче Санкт-Петербургри çарпа медицина академийĕ пысăк вырăн йышăннă. Анчах ĕмĕтне пурнăçлама укçи çукки ăна ура хунă. Çапах та каччă малаллах туртăннă. 1954 çулта районти çарĕç комиссариачĕ çар ĕçне вĕренме каякансене çул укçипе пулăшнă. Николай Охтишкин çакăнпа усă курса шыв флочĕн Одессăри çарпа тинĕс медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕренÿ çулĕсенче лайăх курсант ятне тата чылай грамотăсемпе парнесене тивĕçнĕ. 1957 çулта училищĕне пĕтĕмпех питĕ лайăх паллăсемпе, пĕр­ремĕш разрядпа пĕтернĕ. Хыççăн Хура тинĕс флотĕнче медицина службин лейтенанчĕ пулнă.

1958 çулта çĕршывра çарпа флотра службăра тăракансене 1 миллион та 200 пин çын таран чакарнă. Çав ушкăна Николай Егорович Охтишкин та лекнĕ. Вăл вара çав çулах Одессăри Н.И.Пирогов ячĕллĕ медицина институчĕн сывату факультетне вĕренме кĕнĕ. Институтра вĕреннĕ вăхăтра 1, 2, 3-мĕш курссене пĕтернĕ хыççăн каникулсенче тăван ялĕнчи фельдшер пунктĕнче фельдшер пулса тăрăшнă. 4 курс пĕтерсен вара районти тĕп врач хушăвĕпе ача-пăча тухтăрĕ пулса ĕçленĕ. Асăннă института ăнăçлă пĕтерсен Чернигов облаçĕнчи  Нежинскри медицина училищинче преподавательте тата хула больницин врачĕнче ĕçленĕ.

- 1967 çулта кун-çулăма ăслăлăхпа педагогика ĕçĕпе çыхăнтартăм, - тет Николай Егорович. - Паян та Одессăри Н.И.Пирогов ячĕллĕ мединститутра тăрăшатăп. Çак çулсенче Одессăри И.Н.Мечников ячĕллĕ университетра, Киеври медицина институтĕнче, Мускаври И.М.Сеченов ячĕллĕ пĕрремĕш мединститутра - пурĕ ултă хутчен квалификацие ÿстертĕм.

Мĕн чухлĕ тимлĕх, тăрăшулăх... Кăнтăрла - ĕçре, каçсерен е канмалли кунсенче ăслăлăх ĕçĕсем хатĕрлемелле, тĕрлĕ литературăпа справочниксемпе лармалла. 1974 çулта пирĕн ентеш медицина ăслăлăхĕн кандидачĕн ятне хÿтĕленĕ, ученăй пулса тăнă. Вăл 40 ĕç пичетленĕ, 15 хутчен рационализаторла сĕнÿ панă.

Н.Охтишкин обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Хăй вăхăтĕнче институтри партком секретарĕ, халăх тĕрĕслев ушкăнĕн председателĕ пулнă. Хăйне шанса панă пур ĕçе те юратса, тивĕçлĕн пурнăçланă. 1975-1980 çулсенче Николай Егорович медицина институчĕн стоматологи факультечĕн деканĕн çумĕ, 1980-2002 çулсенче медицина факультечĕн воспитани енĕпе ĕçлекен деканĕн çумĕ пулса тăрăшнă. Халĕ те кафедрăри сыватупа ăслăлăх ĕçĕсемшĕн яваплă.

Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Пирĕн ентеш, Трапай çынни, аслă категориллĕ врач, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Одессăри патшалăх медицина университечĕн ÿт-тирпе венери чирĕсен  кафедрин преподавателĕ, тинĕс-çар флочĕн запасри подполковникĕ Николай Егорович Охтишкин чăннипех халăх мухтавне тивĕç. Ăна “Ĕç ветеранĕ” медальпе, чылай Хисеп грамотипе, хаклă парнесемпе чысланă.

Н.Охтишкин мăшăрĕпе 2 хĕр çуратса ÿстернĕ. Сăмах май, палăртма кăмăллă, унăн мăшăрĕ те врач, хĕрĕсем те медицинăна кăмăлланă.

Çапла, пирĕн районта пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсене асăрхама, хаклама пĕлменни çеç пире чылай сиен кÿрет. Мухтава тивĕç çынсене пирĕн çÿле çĕклеме пĕлмелле, вĕсен ĕçĕсемпе савăнмалла, вĕсенчен ыррине вĕренсе юлмалла.



"Пирěн пурнăç"
01 апреля 2006
00:00
Поделиться