Кайăк грипĕнчен сыхланар
Кайăк грипĕ тĕлĕрмест. Çавна май, район территорийĕнче кайăк грипĕпе чирлессине сирсе ярас тата кайăк-кĕшĕк чирленĕ тĕслĕхсене тупса палăртас енĕпе ĕçлекен штаб туса хунă. Унăн начальникĕ - И.Л.Хораськин. Вăл ертсе пынипе халăха хăрушă чире асăрхаттарас тата килти кайăк-кĕшĕк чирлине асăрхасан е вилнĕ тĕслĕх пулсан мĕнле мерăсем йышăнмалли пирки Хурапыр ялĕнче вĕрентÿ иртрĕ. Унта çак ĕçпе тÿрремĕнех çыхăннă чи яваплисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех пысăк мероприятие Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинче ку енĕпе ĕçлекен медицина службин майорĕ Л.В.Вертягина килсе çитрĕ.
Чи малтанах вĕрентĕве пухăннисем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи ларусем ирттермелли залĕнче кун йĕркине пăхса тухрĕç, унтан районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ Г.А.Стекольщиков, Çĕмĕрлери санэпиднадзор станцийĕн районти филиалĕн специалисчĕ Е.Н.Бурина, райбольницăн оргметод кабинечĕн заведующийĕ С.В.Леонтьева, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ А.Н.Михопаркин, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн ĕçченĕ В.Н.Романов кашни хăй ĕçĕнче вĕрентĕве хатĕрри çинчен штаб начальникне доклад турĕç.
Вĕрентĕвĕн иккĕмĕш пайĕ Хурапыр ялĕнче иртрĕ. Яла пырса кĕмелли пăрăнчăкра постпа контроль пунктне вырнаçтарнă. Кунта йăлт чăн-чăн пурнăçри пек: “васкавлă пулăшу” машинисем, пушар хуралĕн ĕçченĕсем те вырăнта, хăрушă чирпе кĕрешме килнĕ хÿтлĕх тумтирлĕ специалистсем тата ыттисем те.
Г.А.Стекольщиков вĕрентĕве йĕркелесе ертсе пынă май, пурне те инструктаж пачĕ. Унтан контрольпе пост пунктĕнче карантинлă яла кĕмелли ирĕк паракан хут (пропуск) пачĕç. “Васкавлă пулăшу” уйрăмĕн заведующийĕ В.М.Ейков ертсе пыракан ушкăн Хурапыр ялĕнчи хăрушă чирпе кĕрешме хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Малалла вара вĕрентÿ С.Н.Перепелкинсен хуçалăхĕнче иртрĕ. Кашни звено хăйĕн ĕçне пурнăçларĕ: пĕрисем картишĕнчи кайăк-кĕшĕке (макет, паллах) тытса адилин супер эмелпе укол туса “çывăратрĕç”, михĕсене чикрĕç, чăх-чĕп пăхнă япаласене, каяшĕсене пухса çунтарма хатĕрлерĕç. Теприсем вĕсене техника çине тиесе ял тулашĕнче çунтарма илсе тухрĕç, тепĕр звено вĕсем пулнă вырăна вируссене активлă пĕтерекен препаратсемпе дезинфекцилерĕ, тепĕр бригада хăрушă чире пула пĕтнĕ кайăк-кĕшĕкшĕн кил хуçисене паракан компенсаци валли даннăйсем пухассипе тимлерĕ, кирлĕ справкăсем хатĕрлерĕ. Практика ĕçĕсем хыççăн кашни звено хăй туса ирттернĕ ĕçсем çинчен штаб начальникне доклад турĕ. Сăмах май, паянхи кун Хурапыр ялĕнче 85 хуçалăх шутланать, унта 187 çын пурăнать, вĕсенче 321 кайăк-кĕшĕк пуррине шута илнĕ.
Юлашки кунсенче кайăк грипĕ тĕп темăсенчен пĕри пулнăран, районти ял тăрăхĕсенче хăйсен территорийĕнчи хуçалăхсенчи мĕн пур чăх-чĕпе, хур-кăвакала шута илнĕ. Çакă хăрушă чире хирĕç кĕрешме кирлĕ препаратсем туянма кирлĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çак чиртен сыхланмалли тĕп мел вăл - вакцинаци.
Кайăк грипĕпе кĕрешмелли тĕп ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вĕрентĕве пухăннисем чирлĕ кайăк-кĕшĕк виллисене çунтарса тăпрапа витсе хумалли, хыççăн çав вырăна, транспортсене дезинфекци тумалли правилăсемпе паллашрĕç.
Çакна каласа хăвармалла. Хуçалăхра кайăк-кĕшĕк чирленĕ пĕр тĕслĕх пулсанах е виллине курсанах кирлĕ çĕре пĕлтермелле, хÿтлĕх тумтирĕсĕр ĕçе пуçăнмалла мар: респиратор, хÿтĕленмелли куçлăх, резина перчетке тата атă е калуш тăхăнмалла. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн тумтире дезинфекцилемелле. Вĕрентÿре пĕтĕмпех çак йĕркесене пăхăнса ĕçлерĕç.
Вĕрентĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕ Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи ларусем ирттермелли залĕнче иртрĕ. Кайăк грипĕпе кĕрешес, халăха хăрушă чир тапхăрĕнче пурнăçламалли профилактика ĕçĕсемпе паллаштарас енĕпе ĕçлекен штаб начальникĕ И.Л.Хораськин Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Т. Дмитриева мероприятисене ирттерме условисем туса панăшăн, çавăн пекех вĕрентĕве хутшăнса активлăх кăтартакансене пурне те тав турĕ, граждансене кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланма чĕнсе каларĕ. Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен штабĕн начальникĕ А.С. Смирнов вĕрентÿ ăнăçлă иртни пирки доклад турĕ. Г.А. Стекольщиков кайăк грипĕн хăрушлăхне сирес енĕпе кашнин тăрăшмалли, санитари правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки каларĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку енĕпе вырăнта халăхпа ĕçлемелли, яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки çынсемпе тĕл пулусем йĕркелеме хушрĕ, кайăк грипĕпе чирленĕ тĕслĕхсене асăрхасан “Хĕрÿ линисен телефонĕ” çине 2-18-71, 2-19-64 номерсемпе шăнкăравлама ыйтрĕ.
Л.В.Вертягина Раççей территорийĕнче кайăк-кĕшĕксем массăллă вилни пирки каларĕ, çурхи вĕçев вăхăтĕнче çак чир республикăна та çитес хăрушлăх пурри çинчен асăнчĕ, чиртен сыхланмалли мелсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ, пурне те тимлĕ пулма, пĕр тĕллевпе ĕçлесе пыма чĕнсе каларĕ.