Çыравран хăрама кирлĕ мар
- Лидия Васильевна, Ял хуçалăх çыравĕн тĕллевĕсемпе принципĕсем еплерех-ши;
- Тĕп тĕллевĕсем ĕнтĕ вĕсем çаксем:
- ял хуçалăх продукцийĕн производствин тĕп кăтартăвĕсем çинчен пĕлтерекен сведенисенчен тăракан информаци ресурсĕсене йĕркелесси*
- ял хуçалăх отраслĕнче статистика шутлавĕн системине йĕркелесси*
- ял хуçалăхĕнче кашни муниципаллă пĕрлешÿ пирки статистика информацине илме пулăшакан майсемпе тивĕçтересси тата ыттисем те.
Çырав хучĕсенчи сведенисемпе шутлав пĕлтерĕшлĕ çеç усă курнине палăртмалла. Никам та вĕсемпе усă курса пайăр тата юридици сăпачĕсене (физические и юридические лица) сăтăр тăвас темест. Çакна та палăртмалла, юридици сăпачĕсен çырава хутшăнмаллах, кирлĕ сведенисене те памаллах. Пайăр сăпатсен вара çырава хутшăнасси - обществăлла тивĕç.
- Ял хуçалăх çыравĕ миçе çултан пулса пымалли ĕç шутланать;
- Çакă 10 çулта пĕрре иртмелле. Ăна йĕркелемелли тапхăра Раççей Федерацийĕн Правительстви йышăнать. Акă, кăçалхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне Раççей Федерацийĕн Правительствин иртнĕ çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнчи 651-мĕш номерлĕ хушăвĕпе кăçалхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.
- Ял хуçалăх объекчĕсен йышне камсем кĕреççĕ;
- Кĕскен каласан, çĕрпе усă куракан, арендăна илекен, çĕр хуçи шутланакан ял хуçалăх продукцине туса илес тĕллевлĕ пайăр тата юридици сăпачĕсем ял хуçалăх объекчĕсем шутланаççĕ.
- Çырав хучĕсенче мĕнлерех ыйтусем тĕл пулĕç-ши;
- Сведенисем çакăн евĕрлисем пулĕç:
- ял хуçалăх продукцийĕн производстви пыракан вырăн ăçта пулнине кăтартни*
- пайăр сăпат ăçта пурăнни е юридици сăпачĕ ăçта вырнаçни*
- пĕлÿÿ, арлăх, пайăр сăпатăн çемье членĕсен çул-ÿсĕмĕсем*
- ĕçлев тĕсĕ, çавăн пекех пайăр сăпатăн ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ*
- çĕр ресурсĕсем*
- акнă тата ял хуçалăх культурисем е çимĕç паракан йывăçсемпе çырласем лартнă çĕрсен лаптăкăшĕсем*
- выльăх-чĕрлĕх шучĕ*
- ял хуçалăх продукцине сутса вырнаçтарнин калăпăшĕ*
- ял хуçалăх кооперативĕсенче, ытти ял хуçалăх организацийĕсенче хутшăнни тата ыттисем те.
Кĕскен каласан, çыравçăсем çырав хучĕсенчи йывăр мар ыйтусем çине хуравлама сĕнĕç: ĕçлев ресурсĕсем, усă куракан çĕр лаптăкĕсем, выльăх-чĕрлĕх хисепĕ тата усă куракан техника çинчен.
Çитес çыравăн объекчĕсем - пайăр тата юридици сăпачĕсем çинчен хушма сведенисен переченьне Раççей Федерацийĕн Правительстви е вăл хушнипе ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕ палăртма пултарать.
- Ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсем пирки пухнă сведенисен хÿтĕлев гарантийĕсем мĕнле-ши;
- Ку енĕпе çакна каламалла, çырав хучĕсенчи сведенисене çынна пĕлтерме юрамасть, вĕсемпе, маларах каларăмăр ĕнтĕ, федераллă информаци ресурсĕсене йĕркелес тĕллевпе усă кураççĕ.
- Лидия Васильевна, çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсене тăвасси пирки мĕн калама пултаратăр;
- Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пĕтĕмлетесси Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ йĕркепе тата палăртнă вăхăтра пурнăçланса пырать. Ял хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем вăрттăнлăх пулмĕç, вĕсем официаллă йĕркепе пичетленĕç. Раççей Федерацийĕн Правительствин пĕлтĕрхи октябрĕн 31-мĕшĕнчи 651-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи çыравăн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсене тумалли вăхăт - 2007 çулхи IV квартал, татăклă пĕтĕмлетÿсем 2008 çулхи IV кварталта пулĕç.
- Районта та ку енĕпе хатĕрлев тапхăрĕ пырать ĕнтĕ...
- Çапла. Халăх çак мероприятирен ан шиклентĕр те ан хăратăр тесе информациллĕ ăнлантару ĕçне йĕркелеме тивет. Çак хушăра райхаçатра статьясем пичетлерĕмĕр, радиопа та темиçе хутчен информаци патăмăр, райадминистраци сайчĕ çинче те пĕлтерÿсем сахал мар пулчĕç... Ял çыннисене умри çырав пирки тĕплĕнрех пĕлтерес тĕллевпе райадминистраци çуртĕнче, ял тăрăхĕсенче, Культура çурчĕсенче, почта уйрăмĕсенче, ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотекăра тата ялсенчи библиотекăсенче стендсем йĕркелерĕмĕр.
Çавăн пекех хатĕрлев ĕçне ачасене явăçтартăмăр, ял хуçалăх темипе çыхăннă ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттертĕмĕр, çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр. Калас пулать, конкурс икĕ турпа иртрĕ. Кĕçĕн ушкăнрисенчен (10 çултан пуçласа 14 çулччен) чи малти вырăна Хусанушкăнчи вăтам шкулта вĕренекен Анастасия Маркова (8 çулта) йышăнма пултарнă, иккĕмĕш - Хурашашри шкулта ăс пухакан Алексей Кириллов (10ç.), виççĕмĕш - Штанашри вăтам шкулта вĕренекен Алексей Нестеров. Аслă ушкăнри ачасенчен (14-18 çулхисем) пултарулăхпа палăрса Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕренекен Лариса Петрова (15ç.) пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшне ачасемпе çамрăксен пултарулăх Çуртне çÿрекен Сергей Макаров (14ç.) тивĕçнĕ. Мăн Этменти вăтам шкулăн вĕренекенĕ Илья Михеев (14ç.) виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Сăмах май, çĕнтерÿçĕсем укçан премие тата Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Ачасем те Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленес ĕçе активлă хутшăнни питĕ савăнтарать.
Юлашкинчен çакна калас килет. Çыравран шикленме кирлĕ мар. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пурин те активлă хутшăнасчĕ, çĕршывшăн усăллă ĕç тăвасчĕ.
- Тавтапуç калаçушăн, Лидия Васильевна.