Поздравление главы Красночетайского района с Днем работников жилищно-коммунального хозяйства и бытового обслуживания населения
Хисеплĕ коммунналлă хуçалăх ĕçченĕсем!
Сире профессиллĕ уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Эсир кулленхи ĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пынишĕн кашни килте ăшă та хăтлă. Кăçалхи хĕл сивĕ пулни те сирĕн ума чăрмавсем кăларса тăратмарĕ. Тĕллевлĕн ĕçлесе пыни куçкĕрет.
Пурнăç малалла пынă майĕпе сире çĕнĕлĕхсемпе те ăнăçлă ĕçлесе пыма, малашнехи ĕçре ăнăçусем тума, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тату пурнăç сунатăп.
Ырă сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Криков