Кирлĕ професси суйласа илесчĕ
- Галина, конкурсра пикесен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартмалла: хăйĕнпе паллаштармалла, чăвашла юрлама пĕлмелле, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлемелле, наци тумĕпе те сцена çинче çаврăнмалла. Хăрамарăн-и;
- Çук. Пĕрре те. Тĕрĕссипе, анне конкурс пуçланиччен: “Ан кулян, залра никам та çук тесе шутла, хăвна патша майри пек туй”, - тесе каланине асра тытса хама питĕ ирĕклĕ те хăюллă тытрăм. Шиклĕх туйăмне палăртмарăм.
- Чăваш пики” конкурсра миçе хĕрпе тупăшма тиврĕ;
- Конкурса пурĕ 11 хĕр-упраç хутшăнчĕ. Кĕскен каласан, республикăри 6 район хĕрĕсем. Республика шайĕнче иртекен конкурса Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи пикесем хутшăнманни тĕлĕнтерчĕ.
- Тăван халăх историйĕпе культурине лайăх пĕлни, чăвашла таса калаçни конкурсра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Кам пулăшрĕ-ха сана;
- Чи малтанах юратнă анне - Тамара Васильевна. Вăл ятарласа çак конкурс валли 5 пин тенкĕ ытларах тăракан чăваш пикин тумне туянса пачĕ. Тралькассинчи тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пуян та пысăк опытлă учитель те, Надежда Васильевна Ермакова, ырă сăмахсене тивĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Магаськин пулăшрĕ.
- Хăвăн илемлĕ те çепĕç сассупа юрăсем шăрантартăн ĕнтĕ.
- Пĕрремĕш конкурса эпĕ чăваш халăхĕн “Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ” юррипе пуçларăм. Иккĕмĕш конкурсра юрланă “Пилеш кайăксем” юрра пĕтĕм зал тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Ку мана питĕ хавхалантарчĕ.
- Конкурсра саншăн мĕн йывăрри пулчĕ;
- Картлă кĕвентепе утасси. Тĕрĕссипе каласан, кун пек ĕç пулассине эпир конкурс пулнă кун çеç пĕлтĕмĕр. Ку, паллах, кĕтменлĕх пулчĕ. Картлă кĕвентене тытса та курман-çке эпĕ! Апла пулин те чăн-чăн чăваш хĕрĕ пек шыв ăсса та, картлă кĕвентепе утса та кăтартрăм.
- Чи-чи пăлхануллă самант...
- Чăваш пикине палăртни, конкурса хутшăннă хĕр пикесене дипломсемпе наградăлани.
- Конкурсра чăн чăвашла ĕç-ыйтусем пулнă: хăвна тытма пĕлни, чăваш тумтирĕ. Унсăр пуçне шÿтлĕ ыйтусем те пулнах ахăр.
- 4-мĕш конкурсра чăннипех те шÿтлĕ ыйтусем пачĕç. Мана çакăн евĕр ыйту лекрĕ: “Санăн çамрăк пуп, хура негр, папуас пур. Вĕсем сана юратаççĕ. Хăшне суйлан, мĕншĕн”. Эпĕ мăнаçлăн: “Ман чĕрене Чутай каччи кĕрсе ларнă. Вăл - чи маттурри, чи пултарулли”, - терĕм.
- Конкурсра çĕнтерейменшĕн кулянмастăн-и;
- Çук. “Чăваш пики - 2006” конкурса хутшăнма тÿр килниех çав тери паха. Эпĕ хамăн ăс-хакăла, вăй-хала тĕрĕслерĕм.
- Çамрăкăн ĕмĕт-тĕллевĕсем мĕнлерех-ши;
- Юрăç пуласси, сцена çине тухса хамăн юррăмсене шăрантарасси. Манăн ĕмĕт пурнăçланасса шанатăп.
- Тавтапуç калаçушăн. Чăваш пики ятне яланах çÿлте тыт. Ăнăçусем сана.