Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Чи лайăх класс ертÿçи-2006» конкурс çĕнтерÿçи

Конкурсăн пуçламăш тапхăрĕ шкулсенче иртрĕ. Класс ертÿçисен ĕçĕсене пăхса тухакан шкулти комисси педагогсен ĕçĕсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Чи пултаруллă класс ертÿçисем вара хăйсен ĕçĕсене район шайĕнче иртекен конкурса тăратрĕç. “Чи лайăх класс ертÿçи” конкурса хутшăннă учительсене асăнса хăвармалла. Вĕсем: Атнарти вăтам шкулти 6 класс ертÿçи Л.А. Ешмейкина, Мăн Этменти 9 класс ертÿçи Ю.В. Вадейкина, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн 7 “А” тата 9 “А” класс ертÿçисем И.Е. Захаровапа В.А. Кудряшова, Штанашри шкулта пуçламăш классене вĕрентекенсем В.Н. Париковапа М.Г. Чучакова, Хусанушкăнчи вăтам шкулти пуçламăш класс учителĕ В.А. Нагорова, Питĕркассинчи пуçламăш классене вĕрентекен Л.Ф. Ермолаева, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулти 9 класс ертÿçи И.Л. Евсеева, I Хурашашри тĕп шкулти пуçламăш класс ертÿçи Н.Н. Чамашкина тата Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул-сачĕн учителĕ  В.П.Герасимова, Тури Çĕрпÿкассинчи 9 класс ертÿçи С.Н. Герасимова.

Районти шкулсенче тăрăшакан класс ертÿçисем ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçри виçĕ çулхи ÿсĕмĕсене пĕтĕмлетсе пачĕç, хăйсен пултарулăхĕпе тавçăрулăхне тарăннăн уçса пама тăрăшрĕç. Вĕсем ирттернĕ мероприятисене ачасем кăмăлпа хутшăнни палăрчĕ, ăс-тăна аталантармалли хăнăхтарусем чылай пурнăçларĕç, мĕн вĕреннине ĕçпе çыхăнтарса пычĕç, ушкăнпа ĕçлеме пĕлнине кăтартса пачĕç.

XXI ĕмĕр - информаци технологийĕн ĕмĕрĕ. Пурнăçра тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртеççĕ. Çак улшăнусем шкул пурнăçĕнче те сисĕнеççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсенче çĕнĕ технологипе анлă усă куратпăр. Çакна пурнăçпа тан утас тĕллевпе пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Творчествăлла ĕçлес тесен те ялан çĕннине шырамалла, тĕрлĕ меслетсемпе тата мелсемпе туллин усă курмалла. Вара шкулта ĕçлеме те интереслĕ пулĕ, ачасен те вĕренес туртăмĕ вăйланĕ.

Конкурсра çĕнтернĕ класс ертÿçисене тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Акă, “Ылтăн алăллă класс ертÿçи” ята И.Е. Захаровапа В.Н. Парикова тивĕçрĕç. “Пĕтĕм чун-чĕре - ачасене” ята Ю.В. Вадейкинапа И.Л. Евсеевана парса чысларĕç. “Класс ертÿçи - хавхалантаруçă” ята Н.Н.Чамашкинапа М.Г. Чучакована пачĕç, “Класс ертÿçи - шыравçă” ята В.П. Герасимовапа Л.Ф. Ермолаева тивĕçлĕ пулчĕç, “Класс ертÿçи - ĕçлĕ çын” номинацие В.А. Куряшовапа В.А. Нагорова çĕнсе илчĕç. “Класс ертÿçи - шухăшлавçă” ята вара Л.А. Ешмейкинапа С.Н. Герасимова тивĕçрĕç.

Класс ертÿçисене малашне те творчествăлла ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.



"Пирěн пурнăç"
15 марта 2006
00:00
Поделиться