Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чăваш халăх ăсчахĕ, таврапĕлÿçĕ, «Красночетайский край» кĕнеке авторĕ

Пирĕн хушăра хастар çынсем чылай. Вĕсем нумай вĕренсе ăслă пулса тăнă. Çавсем халăхăмăра ăс парса, вĕрентсе тăраççĕ те ĕнтĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри - Иван Яковлевич Данилов. Вăл - чăваш халăх ăсчахĕ, таврапĕлÿçĕ, “Красночетайский край” кĕнеке авторĕ.

Иван Яковлевич 1937 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче кун çути курнă.  Çемьере 3 пĕртăван ÿснĕ. Асли - Иван. Вăтамми - Вера. Вăл та вĕреннĕ çын, хăй вăхăтĕнче Вера Яковлевна Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ. Пăрачкав районне качча тухнă Ачкасси хĕрĕ. Ĕмĕрĕпех шкулта ачасене пĕлÿ панă. Икĕ ачипе çамрăклах мăшăрсăр тăлăха тăрса юлнă. Кĕçĕнни - Мария. Вăл пĕчĕклех тĕрлĕ чир-чĕре пула çĕре кĕнĕ.

1944 çулта И. Данилов Ачкассинчи пуçламăш шкулта ăс пухма тытăннă. Унтан Туктамăшри шкулта 7 класс пĕтернĕ.

- Манăн пĕрремĕш учитель - Анна Александровна Шереметьева (Туктамăш ялĕнчен). Юратнă учитель вара - Вениамин Федорович Иванов (Уйпуç ялĕнчен). Шел, вĕсем паянхи кун пирĕнпе çук, - тесе пĕлтерчĕ Иван Яковлевич.

1954 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. И. Данилов шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, тăрăшуллă пулнă. Темиçе çул та ăна комсомол организацийĕн секретарьне тата староста пулма суйланă. Вăхăт иртсен ун чухнехи пĕлÿ ăна пурнăçĕнче нумай пулăшу парать. Шкул хыççăн экзаменсене ăнăçлă тытса Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăрать. Унăн нимĕç чĕлхине вĕренсе чăваш çыравçисен хайлавĕсене нимĕçле куçарас ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Анчах та И.Даниловăн, çемье пурлăх-юрлăхĕ хĕсĕккине пула, çав çул малалла вĕренме тÿр килмен. Çапах та 1955 çулта вĕренес шухăшлă, мал ĕмĕтлĕ каччă тепĕр хут экзаменсем парса пĕлÿ пухма тытăнать.

Амăшĕ, Анна Леонтьевна, ачисене вĕреннĕ çын тăвассишĕн колхоз ĕçĕсене хутшăннисĕр пуçне ялти çынсене тĕрлĕ тумтир çĕлесе парса укçа тунă.

- Вĕреннĕ çынна ура тĕпĕнчен пуçласа пуç тÿпи таран сăнăр тесе вĕрентетчĕ пире анне, - аса илсе каласа кăтартрĕ таврапĕлÿçĕ.

Студентăн вĕренсе сентябрь, октябрь уйăхĕсем иртеççĕ. Анчах ку хутĕнче те И. Данилов, амăшĕ аллине хуçнине пула, малалла вĕренеймен. Çапах, институтри преподавательсем хистенине пула, пултаруллă студент куçăмсăр майпа ют чĕлхене вĕренме май çуккипе истори факультетĕнче ăс пухма тытăнать.

1955 çулта, яла таврăнсан, тăрăшуллă та ăслă çамрăка тÿрех “Путь Ильича” колхозăн комсомол организацийĕн секретарĕ пулма шанаççĕ. И. Данилов ун чухне ытларах Серенкасси, Калкасси, Ачкасси ялĕсенче пурăнакан çамрăксемпе ĕçленĕ. Сăмах май, вăл ертсе пыракан организаци, çав вăхăтра, районта сумлисенчен пĕри пулнă.

1959 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Иван Яковлевича комсомол комитечĕн II-мĕш секретарĕ пулма суйлаççĕ.

- Мана комсомол организацийĕ нумай ăс пачĕ, çынсемпе хутшăнма тата ĕçлеме вĕрентрĕ. Ĕçленĕ вăхăтра манăн тĕрлĕ пленумсемпе конференцисем, ялсенче пухусем ирттерме тÿр килетчĕ. Хăш-пĕр пухусенчен, каçпа иртнĕ май, киле çитеймен пирки клубсенче çывăрма тиветчĕ. Штанаш ялĕнчен те нумай утса, - пĕлтерчĕ Иван Яковлевич Данилов.

Пĕр вăхăт хушши вăл парти райкомĕн инструкторĕнче те вăй хунă.

1961 çул...Иван Яковлевич Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе пĕтерни çинчен алла документ илет.

- Хальхи пекех ас тăватăп. Сентябрĕн 1-мĕшĕ. Эпĕ Уйпуç шкулне васкатăп. Хăвăртрах çитес тесе тÿррĕн çырмасем урлă Шĕмшеше, унтан Этмене, кайран Уйпуçне - 8 сехетчен çитрĕм.

Шкул коллективĕ лайăхчĕ. Ăна ертсе пыраканĕ сăпайлă та чăн-чăн учитель (хăш-пĕр чухне çут çанталăк парать вĕт-ха çавăн пек пулма) - Софья Николаевна Ульянова,  Владимир Сергеевич Яхатин унăн çумĕччĕ. Василий Сергеевич Храмов ачасене биологипе ăс паратчĕ. Эпĕ вĕсене тата ыттисене те паянхи кун та ăшшăн аса илетĕп , - терĕ И. Данилов.

Çапла, Иван Яковлевич Данилов педагогика стажне Уйпуç шкулĕнче пуçланă. Ачасене нимĕç чĕлхипе истори предмечĕсене вĕрентнĕ.

1962-1964 çулсенче вăл Шулю шкулне ертсе пырать. Район туса хурсан, парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн ертÿçинче тăрăшать.

1967 çулта И. Данилов Ленинградри партин аслă шкулĕнче вĕренме тытăнать. Унта вăл кандидат минимумне историпе тата нимĕç чĕлхипе экзаменсем парса тытать. Сăмах май, вĕренÿре яланах хастарскер, экзаменсене “5” паллăпа тытнă. Кандидат минимумне тытнă хыççăн Иван Яковлевич аспирантурăра вĕренме тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлеме пултарнă. Калас пулать, ун чухне И. Даниловăн пысăк ĕмĕчĕ аспирантурăна вĕренме  кĕресси пулнă.

- Манăн яланах вĕренес шухăш пысăк пулнă. Тăтăшах аслă çынсемпе çыхăну тытма тăрăшаттăм. Уйрăмах эпĕ кÿршĕре пурăнакан Александр Тимофеевич Архиповпа, юратнă Вениамин Федорович Иванов учительпе, парти райкомĕн I секретарĕпе П.А. Михеевпа калаçса ларма кăмăллаттăм. Ытларах эпĕ аттен пиччĕшĕн Ефим Антоновичăн ĕçĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшаттăм. Ăна 20-30-мĕш çулсенче Ефим Антонович Данилов тесе чĕннĕ. Чăвашра нумай вĕреннĕ, анлă тавра курăмлă, ăста ученăй-педагогсенчен пĕри пулнă вăл. Ефим Антонович чылай çул çамрăксене Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ панă. Анчах та, шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, - хурланса пĕлтерчĕ И.Данилов.

1969 çулта Иван Яковлевич Ленинградри партин аслă шкулне пĕтернĕ. Унтан парти райкомĕн II секретарĕнче вăй хума тытăннă, ку ĕçре вăл 1978 çулхи июль уйăхĕччен тăрăшнă.

1978 çултан пуçласа 1987 çулччен Серенкассинчи шкул директорĕнче тимленĕ. Унтан вара Иван Яковлевич çак шкулти ачасене истори, обществоведени, тăван ен культури предмечĕсемпе ăс парать.

Учитель ĕçĕ - çĕр çинчи пархатарлă профессисенчен пĕри. Иван Яковлевич кашни уроках тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вăл ирттернĕ уроксем хăйне евĕрлĕхĕпе, формипе, меслет-мелĕпе уйрăлса тăнă. Ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеттересси çине тимлĕх уйăрнă. Темăсене ăнлантарнă чухне те тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕсемпе анлă усă курнă. Çакă ачасен тавра курăмĕпе пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшнине аван ăнланнă. Тăтăшах уçă уроксем панă, докладсем туса хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Иван Яковлевич Данилов ĕçри ÿсĕмсемшĕн “Хисеп Палли” ордена, “Ветеран” тата “Ĕçри паттăрлăхшăн”, “Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей медалĕсене, “ЧР халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” (2000ç.), “Чăваш халăх ăсчахĕ” (1994ç.) ята та тивĕçнĕ.

Çавăн пекех Иван Яковлевич - “Красночетайский край” кĕнеке авторĕ.

Иван Яковлевичăн пурнăç çулĕ такăр пулман. 1964 çулта çуралнă ывăлĕ Юра, Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă. Мăшăрĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Паянхи кун пирĕн хисеплĕ çыннăмăр иккĕмĕш мăшăрĕпе, Мария Яковлевнапа, иккĕшех шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. Палăртма кăмăллă, ĕнер Иван Яковлевичăн çуралнă кунĕ пулчĕ. Çак ятпа ăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

Юлашкинчен: эпĕ çакăн пек талантлă çынсемпе, вĕсем пекех чăваш пулнишĕн, вĕсемпе пĕр вăхăтра, пĕр çĕршывра пурăннишĕн, манăн вĕсемпе çыхăну тытма тÿр килнишĕн савăнатăп, хама уншăн телейлĕ туятăп.



"Пирěн пурнăç"
11 марта 2006
00:00
Поделиться