Пĕрремĕш ракетчик – Алексей Захаров
Алексей Анисимович Захаров 1916 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Шулю ялĕнче кун çути курнă. Ялти шкулта 4-мĕш класс пĕтерсен, Етĕрне районĕнчи Хочашри шкула пĕлÿ пухма çÿренĕ. 1932 çулта Етĕрнери педтехникум çумĕнчи ялти пуçламăш классенче вĕрентекен учительсен курсне пĕтернĕ. 1934 çулччен А. Захаров Шулюра счетовод пулса ĕçленĕ, çав хушăрах районти финанс пайĕ çумĕнчи счетоводсен курсĕнче вĕреннĕ. 1934-1935 çулсенче Хĕрлĕ Чутай перекет кассинче контролера пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ.Унтан вара вăл Карăкçырми ялĕн счетовочĕ пулса тимленĕ, районти çыхăну пайĕн бухгалтерĕнче вăй хунă.
1937 çулхи октябрь уйăхĕнче Алексее тăван-пĕтенĕсем, тус-юлташĕсем çара ăсатнă. Службăра чăваш каччи пултаруллă пулнипе палăрнă, полкра радистсен шкулне пĕтернĕ, аслă сержант ята тивĕçнĕ, радиостанци начальникĕ пулнă. Поляксен кампанине, Хĕвеланăç Белорусие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.
Виçĕ çул иртнĕ хыççăн тĕреклĕ те патвар çамрăк тăван киле çутă ĕмĕтсемпе таврăннă. Анчах мирлĕ пурнăçпа нумаях киленме май килмен. Çулталăк хушши Хватукассинчи “Ĕç” артельте бухгалтерта ĕçленĕ хыççăн, вăрçă тухнине пĕлсенех, тăшмансемпе çапăçма тухса кайнă. Тÿрех Хĕвеланăç фронтне лекнĕ. Алексей 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа экспериментлă “Катюша” артиллери батарейинче радиостанци начальникĕ пулнă. Батарейăра çичĕ установка, пĕр гаубица тата 150 автомашина пулнă. Салтаксене установкăсемпе ĕçлеме Д.А.Шитов тата А.С.Попов инженер-конструкторсем хăнăхтарнă. Кĕске вăхăтрах А.Захаров тата унăн юлташĕсем катюшăсемпе усă курма вĕренсе çитнĕ.
Çак пĕрремĕш ракетчиксен легендарлă батарейинче Канаш районĕнчи Дмитрий Матвеев та пулнă. Каярахпа вăл хăйĕн “Помнит сердце суровую осень”кĕнекинче И.А.Флеров капитан ертсе пынă батарея катюшăсен пахалăхне пĕрремĕш хут вăрçăра тĕрĕслесе пăхни, вĕсемпе тăшмансене аркатни çинчен аван çырса кăтартнă. Сăмах май, çак кĕнекере çакăн пек йĕркесем те пур: “Вместе со мной в батарее оказался Иван Николаевич Коннов из села Штанаши Красночетайского района. Его, тоже сержанта, назначили командиром боевого расчета... Из того же района из деревни Шоля был Алексей Анисимович Захаров, ставший начальником радиостанции. Его избрали секретарем комсомольской организации. Начальником радиостанции стал и Степан Павлович Плисов тоже из Красночетайского района, но из деревни Ижекеи. Мы быстро сблизились, сдружились. Впоследствии это помогло нам переносить тяготы войны”.
Çапла ракетчиксем Минск, Орша, Рудня хулисене нимĕç захватчикĕсенчен тасатнă. Тăшмансен Смоленск, унтан Мускав хулине çавăрса илмелли планне пăснă. Генштаб кĕçех Флеров ертсе пыракан батарейăна Оршăри чукун çул узелне залпсем пама хушнă. Палăртнă вăхăтра узела вут-çулăм çавăрса илнĕ: нимĕçсен эшелонĕсем, танкĕсем сирпĕннĕ. Смоленск хулишĕн те хаяр çапăçусем пынă. Хулан кăнтăр пайĕ пĕрре нимĕçсен аллине, тепре хамăрăннисене куçнă. Çапах та совет салтакĕсем гитлеровецсен планне пурнăçа кĕме паман.
Вăрçă хирĕнче пушшех те вилĕм çири кĕперен те çывăх темелле. Пĕррехинче Алексейăн роти вырнаçнă вырăна, 1942 çулхи августăн 3-мĕшĕнче, 100-е яхăн нимĕç самолечĕсем килсе сирпĕтсе кайнă. 7 çын чĕрĕ юлнă, командир, комиссар, старшина, повар.
Алексей Захаров вара темиçе кун тăн çухатса выртнă-мĕн, госпитальте çеç вăраннă. Унăн чĕр куççи шăммине снаряд ванчăкĕ арканă пулнă. Унсăр пуçне сулахай хул пуççи, пуçĕ аманнă. Ăна васкавлăн Мускава самолетпа илсе çитернĕ, сылтăм урине татнă. Суран майĕпен тÿрленнĕ пулин те Алексей Анисимовичăн Чита хулинчи госпитальсенче сывлăха çирĕплетме тивнĕ.
1943 çулхи февраль уйăхĕнче урасăррисене протезсем туянса панă. Малтанах унпа утма çăмăл пулман, каярахпа А.Захаров та хăнăхса пынă.
Тăван киле таврăнсан вăл райĕçтăвком, парти райкомĕ ыйтнипе Пантьăкри Молотов ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланă. Кунтах Алексей Анисимович Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Малашнехи çулсенче вăл сывлăха пăхмасăрах колхозниксемпе пĕрле пулма тăрăшнă. Шулю ялĕнчи “Новый путь” колхозра счетоводра, ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта библиотекарьте, “Родина” колхозра ревкомисси членĕнче, председателĕнче, ял Совет секретарĕнче, председателĕнче, парторганизаци секретарĕнче, “Путь Ильича” колхозра ревкомисси членĕнче вăй хунă. 1947 çултан пуçласа 1971 çулччен Шулю ял Совечĕн депутачĕ пулнă. 19 çул хушши - парти бюровĕн членĕ тата секретарĕ.
1963 çулта, шел пулин те, унăн мăшăрĕ Мария Андреевна вилсе кайнă. А.Захаров 7 ачапа тăрса юлнă. ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Председателĕ С.М.Ислюков тăрăшнипе виççĕшне шкул-интерната вырнаçтарма тÿр килнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен харпăр хăй çемйисем пур. Пурте тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ.
Вăрçă ветеранĕн наградăсем чылай: Мухтав, I степень Отечественнăй вăрçă орденĕсем тата юбилей медалĕсем. Обществăлла ĕçре çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе те вăл пысăк активлăх кăтартнă, çавна май Хисеп грамотисем те нумай илме тивĕçнĕ.
Ватлăх кунĕсенче ыррине кĕтсех лармалли çук ĕнтĕ. 1994 çулта А.Захаровăнне икĕ куçне те операци тунă. Юлашки çулсенче вăл тăтăшах больницăсенче выртнă. 90 çул тултарнă ватă çынна пĕччен пурăнма çăмăл мар. Шывне, вуттине кĕртмелле, çăкăрне кайса илмелле - ĕçĕ нумай. Çавăнпа та А.Захаров халĕ Шупашкарта ачи патĕнче пурăнать.
Малашнехи пурнăçра унăн çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх пултăрччĕ теççĕ унăн Евлен акăшĕ, Николай шăллĕ, Мари йăмăкĕ, тăватă хĕрĕ, виçĕ ывăлĕ, 14 мăнукĕ, мăнукĕсен 9 ачи, кумисем, хăйматлăх хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, кÿршисем...