Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Райпон – хăйĕн кĕнеке

Юлашки çулсенче район халăхĕ чылай кĕнекесемпе пуянланчĕ. Тăван халăхăн пурнăçĕпе, район историйĕпе “Красночетайский край” (I, II томсем), “Красночетайский район: люди и годы”, “Краткая энциклопедия Красночетайского района”, “Красночетайцы на фронтах Великой Отечественной  войны” кĕнекесенче паллашма пулать.

Паянхи кун вара районти чылай предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинчен уйрăм кĕнеке кăларассишĕн ĕмĕтленеççĕ. Акă, районти вăрман хуçалăхĕн хăйĕн хаçачĕ пур. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен “Чутай вăрманĕ” хаçатра чылай çул ĕнтĕ çутатса тăраççĕ.

Çавăн пекех, акă, мĕн савăнтарать;!

Нумаях пулмасть, районти потребкооперацин “Возникновение обществ потребителей, образование Красночетайского районного потребительского общества и дальнейшее развитие потребительской кооперации в Красночетайском районе Чувашской Республики (1927-2004г.г.)” кĕнеки кун çути курчĕ. Кĕнекере райпо ĕçченĕсен пĕрремĕш утăмĕнчен пуçласа паянхи кунчченхи аталанăвĕ пирки çырса кăтартнă. 81 страницăллă, тиражĕ - 300 экземпляр. Авторĕ - А.Д. Удикова. Сăмах май, вăл пирĕн ентеш, Ишеккасси çынни, халĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Палăртмалла, кĕнеке содержанийĕ тĕрлĕ пулăмсемпе кăна мар, паха сăн ÿкерчĕксемпе те пуян. Чăннипе те, кĕнеке пысăк хака тивĕç. Çакăн йышши пысăк ĕç тума пултарнă. Райпо ĕçченĕсем, районти таврапĕлÿçĕсем палăртнă тăрăх (вăл йышра - районти таврапĕлÿçĕ Иван Яковлевич Данилов та), ку кĕнеке мухтава тивĕç.



"Пирěн пурнăç"
01 марта 2006
00:00
Поделиться