Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Лав малалла каясси мĕнле тапраннинчен килет»

Малашлăх - çамрăксенче

-         Александр Иванович, хăвăра  района ертсе пыма шаннине мĕнле йышăнатăр;

-         Суйлавçăсен  60 проценчĕ ытла маншăн сасăлани тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Апла çынсем мана шанаççĕ, районти лару-тăрăва улăштарасса, лайăхлатасса кĕтеççĕ. Вĕсен шанăçне тÿрре кăларма самай тăрăшмалла. 2006 çул  маншăн татăклă  пулĕ. Лав малалла каясси мĕнле тапраннинчен килет. Пĕр вырăнта тапăртатса  тăнипе нимĕн те пулмĕ. Йывăр пулсан та малаллах талпăнмалла, палăртса хунă çулпа утмалла.

-         Эсир кÿлĕннĕ лав çăмăл мар. Тата Хĕрлĕ Чутай районне вăйлă аталаннă теме иртерех-ха. Мĕнле ĕмĕт-шухăшпа ĕçе тытăнтăр;

-         Лару-тăрăва улăштарма кадрсен ыйтăвне татса памалла. Район  администрацийĕнче, ял хутлăхĕсенче ĕçлекенсене палăртнă ĕнтĕ. Халĕ предприяти-организацисене ертсе пыма пултаруллă, шанчăклă  кадрсем тупассипе ĕçлетпĕр. Вĕсенчи ĕç-хĕл ертÿçĕсенчен нумаă килет. Нумаях пулмасть йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ «Нива», «Вперед» хуçалăхсене В.Мурайкинпа В.Никитина шанса патăмăр. Ĕçлес кăмăлĕ те, опычĕ те пур вĕсен. Апла  хуçалăхсене путма памĕç. Çавăн пекех акционерсен «Чувашсетьгаз» уçă обществин районти филиалĕн, «Гидравлика» тулли мар обществăн ертÿçисем те улшăнчĕç. Çамрăк специалистсене çул уçса парасшăн. Район пурнăçне, ĕçне-хĕлне явăçтармалла вĕсене: шухăшлавĕ те çĕнĕлле, пултарулăхĕ те пысăк. Анчах районта кашнине ниепле ĕç тупса параймастăп-ха. Предприятисенче çамрăксене шанманни сисĕнт. Çак чăрмава сирмеллех.

Тепĕр çивĕч ыйту  - производствăна йĕркелесе ярасси, ĕç вырăнĕ тăвасси. Шалу пулсан çынсен пурнăç шайĕ те ÿсет.

-         Район пурнăçĕ, аталанăвĕ бюджета пухăнакан укçа-тенкĕпе  тÿрремĕнех çыхăннă.

-         Паллах. Пĕлтĕр бюджета пырса кĕнĕ укçаран 6 проценчĕ кăна  вырăнтан  пуçтарăннă. Ытти – республика хыснинчен. Кăçал бджета 112 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутран 7 миллион тенки районта налуксенчен пухăнакан укçа. Бюджета пуянлатма промышленность предприятисен ĕçне лайăхлатмалла. Çĕрпе те çителĕксĕр  ĕçлетпĕр-ха.  Районта пушă ларкан çуртсене арендăна парасшăн. Предпринимательсен ĕç-хĕлне та аталантармалла. Пултаруллă пайтаçăсем  сахал мар. Хорайкин акă лавкка, кафе çĕклет. Борисов та ĕç-хĕлне сарать. Ун пеккисем татах пур.

 

 

 

 

Ял хуçалăхне - çирĕп алла

-         Александр Иванович, Хĕрлĕ Чутай – ял хуçалăх районĕ. Пысăк хуçалăхсем еплерех сывлаççĕ;

-         Пĕлтĕр хуçалăхсем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай – 39, сĕт 247 центнер илнĕ. Ку малтанхи çулхин 87-92 проценчĕ. Çулалăкра кашни ĕнерен 3177 килограмм сĕт сунă. Кăтарту лайăхланнă темелле. Коминтерн ячĕллĕ (ертÿçи А.Новикова), «Свобода» (В.Бромбин), «Асамат» (Н.Михопаров), «Аккозинское» (Ю.Герасимов) тата хăш-пĕр хуçалăхсем йывăрăха пăхмасăр ÿсĕм çулĕпе çирĕп утаççă. Вĕсен ертÿçисем пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Техника, ăратлă выльăх туянма та вăй çитереççĕ. Çапах çитменлĕхсене  асăнмасăр та иртеймĕн. Çулталăкра ĕне выльăх йышĕ 767 чакнă. Лашасем та 307 кăна юлнă. Сурăхсене «Асамат» хуçалăх çеç ĕрчетет. Ман шутпа, выльăх хисепне чакарма – хуçалăхсен укçа тумалли тĕп майĕ. Халĕ сĕт суса илни пысăк тупăш кÿрет. Иртнĕ çул районти хуçалăçсем гектар пуçне тĕш тырă – 16,5,  çĕр улми 118 центнер пухса кĕртнĕ.

-         Приоритетлă наци проекчĕсенчен  пĕри – АПК аталантарасси. Ял хуçалăх аталантарасси. Ял хуçалăх отраслĕшĕн район ертÿçи те яваплă. Наци проектне пурнăçа кĕртессипе мĕн тума пăхнă;

-         Наци проекчĕпе хуçалăхсем ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Коминтерен ячĕллĕ хуçалăх 11 миллион тенкĕ кредит  илме документсем хатĕрлерĕ. Укçана витесене реконструкциленĕ, çĕнĕ оборудованисем, ăратлă сыснасемпе ĕнесем туяннă çĕре ярасшăн. Хуçалăх малашне сăвакан ĕне хисепне илме палăртнă. Пĕр пин ĕне усрамалăх комплекс тăвасшăн кунта. Витесенее сĕт пăрăхĕсем  вырнаçтарасшăн. Выльăх апачĕ хатĕрлеме оборудовани илесшĕн. Комплекс  валли пĕр пин пуç ăрăтлă тына туянма пăхнă. Çĕнĕ Атикасси çумĕнчи витесене тĕпрен юсаса 10 пин сысна ĕрчетме тытăнасшăн. «Нива», «Свобода», «Путь Ильича», «Аккозинское» хуçалăхсем те  çывăх вăхăтра наци проекчĕпе ĕçе кÿлĕнесшĕн. Фермер хуçалăх ертÿçи В.Никитин та заявка тăратнă.

Вĕрентÿ системинче наци проекчĕн тĕп ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси кăçалтан кăна мар, ытти çулсенче те пулса пырать. Çĕнĕлĕхсемпе аван усă куракан учительсмпе  вĕренекенсене хавхалантараси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр  10 учитель аван ĕçленĕшĕн  район пуçлăхĕн премине (500-шер тенкĕ) илме пултарнă. Вĕренÿре районти, республикăри олимпиадăсемпе смотрсенче, спорт ăмăртăвĕсенче лайăх ĕлкĕрсе пыракан 11 шукл ачи те кăрлач  уйăхĕнчен пуçласа июньччен кашни уйăхра 100-шер тенкĕ укçа илсе тăнă. Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Васильевич  Маловăн стипендине илме 14-ăн тивĕçрĕç. Нумаях пулмасть «Чи лайăх класс ертÿçи-2006»  районти конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе  паллашса тÿр килнĕ.  Чылайăн  вĕсем, пурĕ 12-ĕн – лайăхиссен шутĕнче.  Шанас  килет, республика шайĕнче те малти вырăна тухасса. Паянхи куна шкулсенче информаципе тивĕçтересси те  тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Вăтам пĕлÿ паракан кашни шкулах Интернетпа çыхăну тытса тăрать. 21-вĕренекен пуçне – 1 компьютер шутланать.

-         Çапах шурлăха кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсем те пур-ха. Çĕрĕсене акса-лартса хăварма та вăй çитереймеççĕ вĕсем. Эп пĕлнĕ тăрăх, районта 6 пин гектар çум курăкпа хупланнă.

-         Пĕлтĕр «Аккозинский», «Марксист» «Дружба» хуçалăхсем панкрута тухрĕç. «Черепановский», «Сура» хуçалăхсенче та лару-тăру йывăр. Вĕсен çĕрĕсене пушă вырттарас мар тесе вăйлăраххисене парасшăн. «Атменский» хуçалăхăне «Нива» илет. «Коминтерн» «Сура» хуçалăх çĕрĕсене  акса хăварать. «Марксист», «Дружба» хуçалăхсен çĕр лаптăкĕсем  «Асамата» куçрĕç. Ытти  пушă выртакан лаптăксене те арендăна парасшăн. Виç-тăватă çултан мĕнпур усă куракан çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе ярасшăн.

 

Шанчăк  - инвесторта

-         Промышленность предприятийĕсем патне куçар-ха. Вĕсем пирки мĕн палăртатăр;

-         Районта промышленность предприятийĕсем нумай мар. Çапах вĕсен ĕçне тиркеймĕн. Иртнĕ çул предприятисем ĕç калăпăшне 140,2 процента çитернĕ. «Красночетайское» строительство организацийĕ, «Гидравлика», «Резон», «Красночетайские электрические сети» предприятисемпе Хĕрлĕ Чутайри вăрман хуçалăхĕ Уйр1мах лайăх ĕçленĕ. Типографипе «Сельхозэнергора» ĕçсем йывăртарах ĕнтĕ.

-         Александр Иванович, кирпĕч завочĕ Хĕрлĕ Чутай енче пысăк шăв-шав çĕклерĕ, анчах ĕç вырăнтан та тапранмарĕ. Малашне кирпĕч кăларас шанчăк пур-и;

-         Завода ĕçлеттерсе ямаллах. Инвесторсем шырамалла. Тен, Раççей тулашĕнче те. Кирпĕч валли паха чĕр тавар вырăнтах пур. Апла унпа туллин усă курмалла. «Гидравлика» предприятие те анлăлатасшăн. Инвесторсем тупса ĕçе çĕнĕлле йĕркелесшĕн. Гидронасус тума, техника юсама тытăнасшăн.

-         Район халăхĕн пурнăçĕ мĕнле аталанать-ши; Иртнĕ çулсенче республикăран социаллă ипотека валли уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курайманни мĕнпе  çыхăннă;

-         2005 çулта пурăнмалли çурт-йĕр 22 пин тăваткал метр  хута кайнă. Кăçал кăтартăва тата 15 процент ÿстересшĕн. 115 çемье уйрăм çурт-йĕр çавăрнă. «Çамрăк çемье», «Ипотека кредичĕ», «Яла аталантарасси» программăсемпе 24 çемье кредит илнĕ. Паллах, ку сахал. Уйăрнă пĕр миллион тенкĕпе усă кураймарăмăр. Çакă район, ял администрацийĕсем халăхпа çителĕксĕр ĕçленипе, кредит пирки йĕркеллĕ ăнлантарманнипе, административлă чăрмавпа çыхăннă. Кăçал социаллă ипотека валли 1600 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа туллин усă курма унчченхи йăнăшсене шута илсе çийĕнче газпа, çутăпа, шывпа тивĕçтерессине хăвăртлатмалла. Çап-çара уйра никам ту çурт çавăрасшăн мар. Ял çынни вара уйрăм çурт çĕклесшĕн. Кăçал «Çамрăк çемье» программăпа кредит илме 34 çемьене списока кĕртнĕ. Ялсене газ кĕртес ĕç вĕçленнĕ. Халĕ çĕнĕ урамсене, уйрăм çуртсене газ кĕрткссипе ĕçлеççĕ.

-         Çапах асфальт сарасси, социаллă объектсем тăвасси чăхăмлани те сисĕнет.

-         Шел, 25 яла халĕ те асфальт çитеймен-ха. Йĕркеллĕ  ĕçлесе пырас тесен çулталăкра 4 çухрăм çул тумалла. Эпир вара 2 çухрăмран иртейместпĕр. Чăрмавĕ – укçа çителĕксĕрри. Çул сарма районăн республика программине кĕмелле. Хамăрăн вăй çитмĕ. Анчах ăна валли проект çук. Çавăнпа  кăçал çур-йĕр, социаллă объектсен проекчĕсене хатĕрлеме бюджетран 2 миллион тенкĕ уйăртăмăр. Çавна май капиталлă строительство пайĕн ĕçне вăйлатма тивет. Мĕншĕн тесен проектсăр республикăран та, федераци бюджетĕнчен те пулăшу кĕтсе илеймĕн. Ĕçĕ вара нумай. 2007 çултан районта  физкультурăпа спорт комплексне тума тытăнасшăн. Унта бассейн, спортзал, тир пулмалла. Çакна çĕклеме  37 миллион  тенкĕ кирлĕ. Хĕрлĕ Чутайри шкул-гимнази хушма çуртне çĕклеме, çурт-йĕрне тĕпрен юсаса çĕнетме те сахал мар тăккаланмалла.

«Таса шыв» программăпа 9 ялта 18 çухрăм шыв пăрăхĕ хывмалла. Республикăран 21 миллион тенкĕ уйăрнă ĕнтĕ. Атнарта тата район тĕп пульници çумĕнче тухтăр офисĕсене уçма пăхнă.

Ялсене тирпей-илем кĕртессипе те ĕçлемелĕх пур. Ял хутлăхĕсен ĕçне. Яваплăхне ÿстермелле. Кашни ял хутлăхĕн культура центрĕ Хăйĕн «пичĕ» пултăр. Ыттисемшĕн  тĕслĕх кăтарттăр. Вĕсем хушшинче конкурс та йĕрекелесшĕн. Ăçта тасалăх – унта йĕркелĕх.

Ĕçĕ нумай, анчах пĕрле, пĕр-пĕрне шанса, пулăшса пырсан парăтнине пурнăçа кĕртетпĕрех.

 

 

 



"Хресчен сасси"
28 февраля 2006
00:00
Поделиться