Поздравление главы Красночетайского района с Днем защитников Отечества
Уяв ячĕпе сире, Тăван çĕршывăн хаклă хÿтĕлевçисем!
Йышăнсамăр Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе эпĕ чĕререн саламланине.
Çĕршывшăн тăрăшасси, унăн çĕрне, тăнăçлăхне, çынсен канлĕ пурнăçне хÿтĕлесси – чăн-чăн патриотсен тивĕçĕ. Раççей çĕрĕ çинче кун пеккисем сахал мар. Çар тивĕçне пурнăçлакансем пирĕн районтан пурри савăнтарать.
Хĕç-пăшаллă вăйсен историне халăх хăй çырать. Кашни çемье çарпа çыхăннă теме пулать: пĕрисем çар ретĕнче тăнă, теприсен çитес вăхăтра çĕршыва сыхлама çула тухас пулать.
Çĕршыв хÿтĕлевçисем, тăнăçлăха тата калама çук пысăк çĕршыври мĕн пур çыннăн канлăхне упратăр!
Сире, хаклă юлташсем, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Тăван Çĕршывăн - Аслă Раççейĕн сыхлăхне çирĕплетес тĕллевлĕ пархатăрлă ĕçре çитĕнÿсем сунатăп! Ырлăх-сывлăх тата телей сире!
А.Криков, район администрацийĕн пуçлăхĕ