Тĕл пулу каçĕ иртнĕ
Тĕл пулу каçне чылайăн пухăннине палăртмалла. Ăна 11-мĕш класра вĕренекен А. Манинпа В. Софронова ертсе пынă. Калас пулать, пĕр кăларăмрисем пĕрле çавра сĕтел хушшине пухăннă. Чи малтанах иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 11-мĕш класра вĕреннисен ертÿçи пулнă Г.В. Зотова сăмах илсе тĕл пулу каçне пухăннă “ĕнерхи вĕренекенсене” саламланă, пĕлтĕрхи выпускниксен вĕренÿ кăтартăвĕсем аван пулнипе вăтам шкул хупăнманнишĕн тав тунă. Унсăр пуçне Г.В. Зотова учитель тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисенчен Президент стипендине тăваттăн - П. Новиков (Вырăсушкăнь), С. Ильина (Тури Çĕрпÿкасси), А. Максимова (Урикасси), Н. Иванов (Штанаш) - тивĕçнишĕн мухтаннине пĕлтернĕ, пурне те малашнехи пурнăçра ăнăçу суннă.
Ертсе пыракансем кашни выпускника калаçтарнине те палăртмалла. Пулас педагогсем, медицина ĕçченĕсем, ытти специальноçсене алла илес тĕллев лартнисем хăйсен студент пурнăçĕпе паллаштарнă, вĕренме кĕмелли йĕркесем пирки сăмах пуçарнă. Унтан тĕрлĕ вăйă-конкурссем иртнĕ.
Юлашкинчен шкул директорĕ Н.Г. Ухлинова шкул историне аса илнĕ. Штанаш шкулĕ ваттисенчен пĕри иккен, ăна 1842 çулта уçнă. 1871 çулта кунта декабрĕн 17-мĕшĕнче И.Н.Ульянов килсе тĕрĕсленĕ, шкула пулăшу та панă. Нина Гордеевна демографиллĕ лару-тăру япăххине пула вăтам шкул хупăнас ыйту каллех тухса тăнине палăртнă. Кăçал вун пĕрмĕш класра 9 ача вĕренет, вĕсем çинче пысăк шанчăк. Вĕренÿ кăтартăвĕсенчен нумай килет ĕнтĕ. Нина Гордеевна вĕренекенсене пурнăç шайĕпе тан утса пыма май пулнă таран алла тĕрлĕ специальноç илме сĕннĕ. Çавăн пекех вăл шкула тăтăшах пулăшса пыракан выпускниксене тав тунă. Тĕслĕхрен, О.А. Зотов чылай пулăшу панă. Ыттисем те сахал мар пулăшнă.
Тĕл пулу каçĕ тĕрлĕ çулсенче шкулпа сыв пуллашнисене пĕр-пĕринпе курса калаçма май панă, учительсемпе выпускниксем те чылай ыйту сÿтсе явнă, лайăх аса илÿсемпе киленнĕ.