Геннадий Иванова асăнса – турнир
Ăна ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, Афган вăрçинче паттăрла çапăçса пуçне хунă Геннадий Иванова халалланă. Спорт ăмăртăвĕсене паттăр салтакăн ашшĕ Илья Илларионович Иванов та хутшăннă. Вăл вырăнти спортсменсемпе тĕл пулса ывăлĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарнă, çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, ăна упрама сĕннĕ, çар службине тăрассинчен хăрамалла марри çинчен каланă. Геннадий ятне сума суса спорт уявĕ йĕркеленĕшĕн пурне те чĕререн тав тунă.
Воин-афганеца халалланă спорт мероприятине Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи, вырăнти çамрăксемпе ĕçлекен специалист Любовь Кузнецова йĕркелесе ертсе пынă. Турнира шкул ачисем, çамрăксем, ку тăрăхра пурăнакан ватăсем те активлă хутшăннине палăртмалла. Хĕрарăмсем те турнирта арçынсенчен кая мар ăмăртнă. Акă, шашкăлла выляссипе пултарулăх кăтартса малти вырăна Г. Кудряшова (Тури Çĕрпÿкасси) çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшĕ - Л. Петрова (Тури Çĕрпÿкасси), виççĕмĕшĕ - Н. Афанасьева (II Хурашаш). Арçынсен ушкăнĕнчен пурне те парăнтарса çĕнтерÿçĕ ята II Хурашаш ялĕнче пурăнакан учитель-пенсионер А. Семенов тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна тивĕçлипех В. Григорьев (II Хурашаш) çĕнсе илнĕ, виççĕмĕшĕ - В. Кузнецов (Тихăнушкăнь).
Шахматла выляма юратакансем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пынă. Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Б. Нагоров шахматла выляма питĕ ăста. Турнирта вăл çакна тепĕр хут çирĕплетсе панă. Борис ку енĕпе - чи вăйли. Иккĕмĕш вырăна Сĕнтĕкçырминчи А. Ядранский çамрăк тивĕçнĕ, виççĕмĕшĕ - В. Григорьев (II Хурашаш).
Турнира хутшăнса пултарулăхпа палăрнисене парнесемпе Хисеп грамоти парса чысланă. Воин-афганец ашшĕне И.И. Иванова та парнепе савăнтарнă.