Чутай, ÿс те маттурлан!
Смотр-отчета Культура центрĕн художество пултарулăх ертÿçипе В. Колокольчиковапа кунта тăрăшакан О. Сергеева пуçларĕç, Чутай ен ÿссе, илемленсе пынине, ĕçченĕсем хастар пулнине палăртрĕç, бал ташшисен кружокне çÿрекен хĕрсем илемлĕ ташă парнелерĕç.
Смотр-отчетăн черетлĕ сезонĕ пуçланнине палăртнă хыççăн, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н. Шереметьева сăмах илчĕ. Вăл паян Раççейĕпех, çавăн пекех республикăра та ăс-хакăл, этеплĕх тĕлĕшĕнчен çĕнелсе улшăнма, çак енсене аталантарма условисем туса парасси çинчен калаçнине пĕлтерчĕ.
- Çакă ахальтен мар. Акă, ЧР Президенчĕ Н. Федоров та кăçалхи çула “Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ” тесе йышăнчĕ. Унăн тĕллевĕсем те пĕлтерĕшлĕ, вĕсем çыннăн ăс-хакăлпа этеплĕх пуянлăхне çирĕплетессипе, граждансен паха пурнăçне тивĕçтерекен сывлăх тата йăла культурине йĕркелессипе, духовенствăн тата ыркăмăллăх фончĕсен çынсене ăс-хакăл çутлăхне, этеплĕх воспитанине парас енĕпе тăвакан ĕçне вăйлатассипе çыхăннă. Çынсен шухăшлавне улăштармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ÿстерсе пымасăр, вĕсен ăс-хакăл ÿсĕмĕсĕр пурлăх енĕпе малалла пысăк çитĕнÿсем тума çук. Этемлĕхе çакна ăнланса илме пулăшмалла. Ăс-хакăл чĕрĕлĕвĕ вара çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать, малашлăх тĕллевĕсене туллин пурнăçлама май парĕ. Кăçалхи смотр-отчет çак Указа пурнăçа кĕртессипе пулса пырĕ, - терĕ Татьяна Николаевна. Унтан вăл предприятисемпе организацисен пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсене йĕркелесе ирттерес тата вĕсен пултарулăхне хаклас тĕлĕшпе уйăрнă комисси членĕсемпе паллаштарчĕ.
Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н. Самсонов пултарулăх ушкăнĕсене халăха илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарма ăнăçу сунчĕ.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа канăва йĕркелекен центрăн директорĕ А.И. Магаськин вырăнта культура вучахĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Вăл коллектив 2005 çулта мĕнле ÿсĕмсем туни, халăхăн культура, ăс-тăн шайне, тавра курăмлăхне ÿстерес тĕлĕшпе туса ирттернĕ мероприятисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, культура ĕçченĕсем малашне те район çыннисене çĕнĕрен те çĕнĕ юрă-кĕвĕпе, ташă-мыскарасемпе савăнтарасса шантарчĕ.
Смотр-отчетăн иккĕмĕш пайне юрă-ташă ăстисем тăсрĕç. Культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ “Шуçăм” ансамблĕн юррисене халăх ăшшăн йышăнчĕ. “Святая Русь” (ертÿçи Ирина матушка) ушкăна çÿрекен хĕр ачасем чылай çепĕç юрă парнелерĕç. Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекен Р. Чишкина “Çĕнелсе ешер эс, Чутай ен!” сăвва вуласа пачĕ. Культура центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ветерансен халăх хорĕн (ертÿçи Г. Матюшкина) мăнаçлă юррисем куракансене тыткăнларĕç. Н. Храмова, А. Башкиров, В. Стафик “Хваттер мыскари” шÿтлĕ сценкăна маттур вылярĕç. Ташă кружокне çÿрекен ачасем чылай илемлĕ ташă парнелерĕç. Г. Катейкина шăрантарнă “Пилеш кайăкĕсем” юрра халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Н. Романова, Н. Чишкина, Г. Сергеева тата ыттисем те юрланă çепĕç юрăсем куракансене тыткăнларĕç. Смотр-отчетра Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем те пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
“Шуçăм” ансамбль шăрантарнă “Тăвансемĕр, тав сире” юрăпа артистсем халăхпа сыв пуллашрĕç.