Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Телейне ĕçре тупнă

Кирпĕч заводĕнче нумай çул ĕçлесе, паха опыт пухнă çынсем сахал мар пулнă. Вĕсенчен пĕри - Анастасия Гурьевна Никитина. Вăл Çĕн Ирчемес ялĕнче 1938 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. 1960 çулта Анастасия Гурьевна Ишеккасси ялĕнчи Григорий Никитина качча тухать. Çав çулах А. Никитина кирпĕч заводĕнче çĕн професси алла илсе ĕçлеме пуçлать. Мĕн пенсие тухичченех (1993 ç.) вăл кунта вăй хурать. 30 пиншер чĕрĕ кирпĕч тытнă хĕрарăм пĕр сменăра, йывăр ĕçрен пĕрре те хăраса тăман. Хушнине тĕплĕн те тирпейлĕн пурнăçлама тăрăшнă, коллективра хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Тÿрех каламалла, кирпĕч заводĕнчи ĕç çăмăл мар. Хĕртнĕ кирпĕче çаврака кăмакаран кăларма тÿсĕм те, вăй-хал та кирлĕ. Пултаруллă çынна производствăри çитĕнÿсемшĕн премисем, Хисеп грамотисем парса сахал мар хавхалантарнă. Вăр-вар ĕçлекен Анастасия Гурьевна чи ответлă çĕрте те (хĕртнĕ кирпĕче кăмакаран кăларнă) ĕçленĕ. Пуçаруллă та ĕçчен хĕрарăмăн сăн ÿкерчĕкĕ предприятири Хисеп хăми çинчен темиçе çул хушши татăлман.

Çак кăткăс та йывăр ĕçе А. Никитина лайăх пĕлсе çитнĕ çеç мар, ытти çынсене те хăй юратнă ĕçе хăнăхма пулăшнă.

Кирпĕч завочĕ пуçланса кайни пирки Анастасия Гурьевна çапларах каласа пачĕ.

- Ишеккасси ялĕн тата кирпĕч завочĕн историйĕсем тÿрремĕнех çыхăннă. Кирпĕч завочĕ 1959 çулта уçăлнă. Ишеккасси ялĕ çумĕнчи тăм питĕ пахалăхлă пулнипе завод уçма палăртнă. Малтан кирлĕ строительство хатĕрĕсем кÿнĕ, унтан пĕр харăс 5 сарай тунă. Чи малтанах кирпĕче тракторпа çапнă. Унтан Вашуркка ятлă çын вĕрентнипе кăмака тунă. Вара çав кăмакара кирпĕч çапма тытăннă. Ун чухне халăх çĕрле те ĕçленĕ. Кирпĕчĕ вара пахалăх енчен лайăхах пулман. Тепĕр 2 çултан вара Канаш тăрăхĕнчи çынсем урăх кăмака тунă. Çак вăхăт тĕлне 10 сарай туса лартнă та ĕнтĕ. Кирпĕч хĕртсе кăлармалли кăмака валли вак чулсене Турхан ялĕнчи чиркÿ вырăнĕнчен илсе килнĕ. Кăмакине 2 çултах туса пĕтернĕ. Чи малтан кирпĕче мотор вăйĕпе çапнă. Ун чухне кирпĕчсене вагонеткăпа кăмакана кĕртнĕ, каярахпа вара электричествăпа ĕçленĕ. Вăхăт иртсен общежити те тунă, тепĕр енне  ĕçлекенсем валли мунча хăпартнă. Юнашар ялсенчен ĕçлеме çÿрекенсене автобус турттарнă. Хăшĕсем завод  общежитийĕнчех пурăннă. Калас пулать, вăл вăхăтра ĕçченсем йĕркеллĕ ĕç укçи илеймен, çапах та халăх тăрăшса ĕçленĕ, - пĕлтерчĕ А.Г. Никитина.

Вăхăт иртнĕçемĕн завод территорийĕнче кантур çурчĕ те хута каять, çавăнтах буфетпа столовăй та ĕçлеме пуçлать. Тĕрлĕ йывăрлăхсемпе çитменлĕхсене çĕнтерсе пырса коллектив çултан-çул ăнăçлăрхах ĕçлеме пуçланă. Хăй вăхăтĕнче таса продукци туса илсе сутмалли плана ирттерсе тултарнине те палăртмалла.

“Ĕçне кура хисепĕ”, - тенĕ ваттисем. А. Никитинана ĕçтешĕсем кăна мар, ял-йыш та хисепленĕ, вăл “Ĕç ударникĕ” ята та тивĕçнĕ. Пĕтĕм кун-çулне ĕçе халалланă темелле ун пирки, анчах та усăсăр мар. Савăнăçне те, телейне те, ят-сумне те ĕçрех тупнă вăл. 40 çула яхăн пĕр вырăнта тăрăшнă. Халĕ вара кинемее сывлăх хавшани аптăратать. “Ларсан тем вăхăт тапранаймасăр хăшкăлатăп”, - тет вăл. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, ватлăх хăйĕннех тăвать. Çапах та алă усса лармасть А. Никитина, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать ачисемпе, мăнукĕсене пулăшать.



"Пирěн пурнăç"
08 февраля 2006
00:00
Поделиться