Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачине ăс-тăн панă

Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхне кура ÿссе аталанса пыраççĕ ачасем. Ĕçкĕçсен, çулсем иртнĕçемĕн, чун тĕпренчĕкĕсем те çак çул çине тăраççĕ, йĕркене пăсаççĕ, ун пеккисене учета илеççĕ. Ачисем аслисем çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсем те пулкалаççĕ. Камсем айăплă-ха кунта; Паллах, ашшĕ-амăшĕсем.

Райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссинчен пĕлтернĕ тăрăх, эрехе пула йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесен йышĕ ÿссе пырать. 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем - 86. Вĕсенче 199 ача нушаланать. Ашшĕ-амăшĕ эрехпе туслашнăранах ачасем преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Çавăн пек йĕркене пăснă çул çитмен 23 çамрăка учета илнĕ, вĕсенчен 5-шĕ - хĕр ачасем. Темиçе хутчен те преступлени тунăшăн 2 çамрăка юсанмалли колоние ăсатнă.

Йĕркесĕр çемьесенче ачасем вĕренме пăрахаççĕ, вĕсене шкул интереслентермест. Тепĕр чух çемьери тарăхăва ашшĕ-амăшĕсем ача çинче “кăларса яраççĕ” е дисциплина тăвас тесе “чышкăпа” вĕрентеççĕ. Пурте пĕлетпĕр, тăван ача çине алă çĕкленĕшĕн ашшĕ-амăшне айăплаççĕ. Ырă сăмахпа, ырă тĕслĕхпе вĕрентнине нимĕн те çитмест те. Акă, нумай пулмасть çакăн пек тĕслĕх районти пĕр ялта пулса иртнĕ. 30 çулхи хĕрарăм 12 çулхи ывăлне “ăс-тăн” парас тесе юр çине çара уран кăларса тăратнă. Шартлама сивĕре урамра тăма ачана килĕшмен, паллах. Анчах амăшне итленĕ ача. Тепĕр кунхине ачан урисем çинче шăннă паллăсем палăрнă, хĕрарăм “васкавлă пулăшу” чĕннĕ. Медицина пулăшăвĕ вăхăтра пулнăран Алешăн (ятне улăштарнă) сывлăхĕ хăрушлăхра мар. Арçын ача хăйне лайăх туять, урисем ыратмаççĕ.

Çакна палăртас килет. Йĕркеллĕ çемье пулнă пулсан амăшĕ арçын ачана çак мелпе воспитани паман пулĕччĕ. Хăй йăнăшне ăнланĕ-ши хĕрарăм;

Ачасен телейĕ - ашшĕ-амăшĕнче. Аслисем ырă тĕслĕх кăтартса пырсан, ачасем те телейлĕ пулĕç.



"Пирěн пурнăç"
08 февраля 2006
00:00
Поделиться