Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăх-чĕрлĕх – хуçалăх тĕрекĕ

Иртнĕ эрне кун районта ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсен ертÿçисен, зооветспециалисчĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - хĕллехи тапхăрта ĕне-выльăхран продукци илессипе тăрăшса ĕçлесси. Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕ А.И. Криков ертсе пынă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕн 2005 çулхи кăтартăвĕсемпе районти  тĕп зоотехник Е.С. Сапожникова паллаштарнă.

Паллă ĕнтĕ, паян çĕршывĕпех ял хуçалăх пысăк йывăрлăхра. Çакă районта та палăрать. Çапах  та уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçе чунпа парăннă çынсем пуррипе  ял хуçалăхĕ тивĕçлĕ шайра тытăнса тăрать.

Выльăх-чĕрлĕх - хуçалăх тĕрекĕ тетпĕр. Вăл чăнах та çапла. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем  2005 çулта пурĕ 889 тонна аш-какай, ку 87 процентпа танлашать, сĕт 5694 тонна (92 процент) туса илнĕ. 2004 çулхипе танлаштарсан, аш туса илесси 135 тонна, сĕт сăвасси 466 тонна чакнă. Ку ĕнтĕ, паллах, фермăсенче ĕне-выльăхсен шутне чакарнипе çыхăннă. Çав хушăра пĕр условисенчех хăш-пĕр хуçалăхсем аш-какай, сĕт туса илессипе аван ĕçлесе пыраççĕ. Акă, “Коминтерн” ЯХПК ĕçченĕсем 2005 çулта выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине 103 процент таран пурнăçланă, “Свобода” - 113, “Аккозинский” - 101, “Нива” - 110, “Вперед” - 103. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе кая юлса ĕçлесе пыракан хуçалăхсене те асăнса хăвармалла. Иртнĕ çулта мăйракаллă шултра выльăхсене ÿт хуштарассипе уйрăмах “Искра”, “Черепановский”, “Сура” хуçалăхсенче япăх ĕçленĕ. “Асамат” хуçалăхăн та кăтартăвĕсем пĕчĕкрех. Сăмах май, 2005 çулта районти самăртма хупнă ĕне-выльăхсем талăкра вăтамран 475 грамм ÿт хушнă, сыснасем - 353 грамм. Е республикăри вăтам кăтартупа танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсене ÿт хуштарасси 80 грамм, сыснасемпе илсен - 5 грамм ытларах.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕне-выльăхсене самăртасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем чылай пысăк. Акă, çулталăкри пĕтĕмлетÿсем тăрăх, “Свобода” колхозри самăртма хупнă выльăхсем талăкра 727 грамм ÿт хушнă, “Коминтерн”  - 657, “Нива” - 604, “Санкинский” - 478, ыттисен пĕчĕкрех. Атнар тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем сысна ĕрчетессипе, унран ытларах продукци илессипе малта пыраççĕ. Кунти сыснасем талăкра 505 грамм ÿт хушаççĕ. “Вперед”  хуçалăхри сыснасем 330-шар грамм ÿт хушнă, ыттисен пĕчĕкрех.

2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 5202 пуç ĕне-выльăх шутланать, вĕсенчен сумалли ĕнесем - 1708 пуç, сыснасем - 1204, лашасем - 307. Иртнĕ çул ĕнесен шутне “Искра” (74 пуç), “Сура” (16), “Асамат” (100), “Вперед” (28), “Рассвет” (19) хуçалăхсенче чакарнă. Çавна пулах ĕнтĕ асăннă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те пĕчĕкленнĕ.

Паянхи кун тĕлне районти ĕнесем талăкра 7,7 килограмм сĕт антараççĕ. Ку япăхах мар темелле. Иртнĕ çул районти хуçалăхсенчи ĕнесен талăкри сĕт сăвăмĕ вăтамран 3170 килогрампа танлашнă. Уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем татах та пысăкрах. Акă, “Свобода” колхозра çулталăкра кашни ĕне 5015 килограмм сĕт антарнă, “Коминтерн” - 4245, “Аккозинский” - 3989, “Победа” - 3415, “Санкинский” - 3064. Шел пулин те, сĕт туса илессипе “Рассвет (945), “Искра” (1157), “Сура” (1820) хуçалăхсем япăх ĕçленĕ.

Çакна палăртса хăвармалла. 2006  çултан пуçласа сĕт туса илессипе тăрăшса ĕçлекен хуçалăхсене патшалăх укçа хушса тÿлеме палăртнă. 2005 çулхи ĕç кăтартăвĕсенчи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, сĕт сăвассипе тата ĕне-выльăх йышне ÿстерсе е пĕр шайра тытса пырассипе “Коминтерн”, “Свобода”, “Аккозинский” хуçалăхсем малта пыраççĕ. Вĕсене çулталăк хушши патшалăх енчен кашни сăвăнакан ĕне пуçне хушма укçа (кăтартусем тăрăх, паллах) тÿлесе тăма палăртнă.

Çавăн пекех канашлура йывăррăн аталанса пыракан хуçалăхсен ĕç-хĕлне тишкернĕ. Вĕсен шутĕнче - “Черепановский” ял хуçалăх кооперативĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕх шучĕ те пысăк мар. Анчах хуçалăхра утă-улăм пĕтсе çитнĕ. Çу кунĕсенче хуçалăх ертÿçи, специалистсем тата ферма ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлемелли çинчен маннă-ши; Хуçалăх ертÿçи В.Д. Волков йывăрлăхран тухмалли майсем шыраса калаçнă пулин те райадминистраци пуçлăхĕ А.И. Криков, канашлăва пухăннисем те “Черепановский” ЯХПК ертÿçин ĕçне япăх хак панă. Çавăн пекех “Аккозинский” хуçалăх ертÿçипе Ю.В. Герасимовпа “Победа” ЯХКПн тĕп зоотехникĕ Р.Ф. Давыдова хуçалăхсенче сивĕ тапхăрта пулса иртнĕ пăтăрмахсем (фермăсенче шыв çукки, вăл шăнса ларни тата ытти те) çинчен каласа панă.

“Искра” ХАО ертÿçи Ю.П. Ярабаев та вырăнти лару-тăрупа тухса калаçнă.

А.Б. Новикова (“Коминтерн” ЯХПК ертÿçи) çĕнĕлле шухăшлама, пултаруллăн ĕçлеме хушнă, выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илес тесен ĕçе мĕнле йĕркелемелли, “Агропромышленность комплексне аталантарасси” Наци проекчĕпе усă курса ăратлă çамрăк выльăх туянса юлма тăрăшмалли çинчен каланă.  Сăмах май, Наци проекчĕпе усă курса ăратлă выльăх туянассипе “Коминтерн”, “Асамат”, “Искра”, “Нива”, “Аккозинский”, “Путь Ильича” хуçалăхсем ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.

Канашлăва А.И. Криков пĕтĕмлетнĕ. Вăл районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсен ертÿçисене, унти специалистсене хуçалăх экономикине аталантарас тесен выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсе пыма, ытларах продукци туса илессишĕн тăрăшса ĕçлеме, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма чĕнсе каланă.



"Пирěн пурнăç"
07 февраля 2006
00:00
Поделиться