Ачасене - çарпа патриотизмла воспитани
Тĕл пулăва районти çар комиссарĕ В.Г. Мареев, çар ĕç комиссариачĕн 2-мĕш уйрăмĕн начальникĕн аслă пулăшуçи Л.П. Пудова тата Мускаври çар университечĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренекен А.Ф. Самылкин (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн выпускникĕ) хутшăнчĕç. Тĕл пулăва Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн вĕрентекенĕ Эдуард Васильевич Романов уçрĕ, В. Г. Мареев майора сăмах пачĕ. Владимир Геннадьевич кашни çамрăкăн Тăван çĕршыва сыхласси тĕп тивĕçĕ пулнине палăртрĕ.
Ун хыççăн А. Самылкин курсант хăй вĕренекен факультета ăс пухма кĕрес тесен мĕнле экзаменсем тытмаллипе паллаштарчĕ тата çар службинчи кулленхи пурнăç çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Курсантсен апат-çимĕçе, çи-пуçĕ пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Вĕренÿ кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем уйăхсерен стипенди илеççĕ. Икĕ çул хушши курсантсене казармăсенче пурăнтараççĕ, аслăрах курссенче вара 3-4-шарăн пурăнмалли пÿлĕмлĕ общежитие куçараççĕ. III-мĕш курсра кашни курсант уйăхсерен 3000 тенкĕ майлă стипенди илме пуçлать. Çулталăкра вĕсене 2 хут (хĕлле тата çулла) пĕршер уйăх отпускпа тивĕçтереççĕ, кайма-килме çул укçи - тÿлевсĕр.
Малалла çар ĕç комиссариачĕн 2-мĕш уйрăмĕн начальникĕн аслă пулăшуçи Л.П. Пудова сăмах илчĕ. Лилия Петровна пĕлтĕрхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. 2005 çулта районти комиссариат вăтам тата аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме яма 13 çамрăка суйласа илнĕ, анчах та çав шутран 4 каччă çеç вĕренме кĕме пултарнă: И.Данилов, А. Самылкин(Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), С. Ефимов (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ, Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕреннĕ), А. Максимов (Мăн Этменти вăтам шкул).
Çар пĕлĕвĕ паракан вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсене 16 çултан пуçласа 22 çулхи çар ретне тăман каччăсене кăна йышăнаççĕ, çар ретне вара 24 çулччен илеççĕ. Калас пулать, кунта вĕренме вăтам пĕлÿллĕ (10-11 класс е техникум пĕтернĕ), çирĕп сывлăхлă çамрăксем кирлĕ.
Районти çар ĕç комиссариачĕ 2006 çулта ку енĕпе 7-10 çамрăка вĕренме ярать. Вĕсен хăйсен кăмăлĕпе 77 вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕрне суйласа илмелле. Вĕренме каймалли йĕркесемпе тĕплĕнрех çар ĕç комиссариатĕнче паллашма пулать.
Асăннă тĕл пулу паха информаципе пуян пулчĕ, каччăсем те хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине хурав илме пултарчĕç.