Халăхпа пĕр чĕлхе тупса алла-аллăн ĕçлесчĕ
- Вырăнти хăй тытăмлăх реформине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пĕлтĕрех пурнăçа кĕме пуçларĕç. Иртнĕ çул ял тăрăхĕсен чиккисене палăртрăмăр, депутатсемпе пĕрле ял тăрăхĕн бюджет ыйтăвне татса пама май килчĕ. Устав çирĕплетрĕмĕр, аппарат структурине палăртрăмăр, çавăн пекех герблă пичет, штамп тата ытти документсем хатĕрлесси пирки чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр.
Ĕç тăвакан влаçăн киввине пăрахăçласа çĕннине кĕртме яланах çăмăл пулман. Апла пулсан турткаланса пурăнма вăхăт çук.
- Валерий Константинович, ял тăрăхĕн тĕллевĕсемпе паллаштараймăр-ши; Патшалăх политикине тытса пырас тесен малашне мĕнлерех çул-йĕрсем шыратăр;
- Тĕллевĕсем чылай. Раççей Федерацийĕн 131-мĕш саккунне пурнăçа кĕртес тесен ял тăрăхĕсен çанă тавăрса ĕçлемелле. Малтанах Чутай тăрăхĕнче çурт-йĕр тăвакансене пулăшас, хваттер илме черете тăратас, çул-йĕре юсас, культурăпа кану çурчĕсен ĕçне йĕркелес, ялсемпе урамсенче тирпейлĕх хуçалантăр тесе чылай пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттермелле пулать.
Ял тăрăхĕн ĕçĕ нумай енлĕ. Çавăн пекех ун ĕçне тĕрлĕ енлĕ курма, хаклама пулать: пĕр енчен - хут çинчи документсем, ялсенче пухусем ирттерни, уявсем йĕркелени, налук пухни, профилактикăпа административлă комиссийĕнче мĕнле ыйтусем сÿтсе явни тата ытти те* тепĕр енчен пăхсан вара ял тăрăхĕнче экономикăпа социаллă ыйтăвĕсем мĕнлерех йĕркеленсе пынине, ял халăхĕн пурнăç шайĕ ÿснине хаклама пулать. Манăн шутпа вара чи пĕлтерĕшли - экономикăпа социаллă ыйтусем. Ял аталансан, сăн-сăпачĕ çĕнелсен, çынсен пурнăçĕ лайăхлансан - патшалăх влаçĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланине пĕлтерет.
Кăçалхи çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ăс-хакăлпа этеплĕх пуянлăхне çирĕплетесси, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсене малалла аталантарасси тата пĕрлештересси пулса тăрать. Апла пулсан, йывăр пулсан та, малалла утма тăрăшăпăр, Президент лартнă тĕллевсене пурнăçлассипе активлă ĕçлĕпĕр.
- Чутай тăрăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр;
- Тăрăхри ялсен пуласлăхĕ пур тесе шутлатăп. Вĕсем аталанни куç кĕрет. Ялсенче çурт-йĕр тăвакансем, картиш-хуралтăсене çĕнетме тăрăшакансем чылай. Уйрăмах юлашки икĕ çул хушшинче Чутай сали тĕпрен çĕнелчĕ. Чуна савăнтараканни сахал мар кунта. Çынсем кил-çурта ăшăтас тесе çут çанталăк ырлăхĕпе усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕ хăйĕн ĕçĕсене халăхпа канашласа, общественноç çине таянса пурнăçлама тăрăшать. Пирĕн хушăра ырă ята тивĕçнĕ çынсем сахал мар. Вĕсем хăйсен таса чунĕпе, тăрăшулăхĕпе ял çыннисене хавхалантарса пырса, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Вĕсене уйрăммăн палăртма кăмăллă: Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакансем - Петр Григорьевич Мазуркин, Ольга Павловна Ярайкина, Зоя Матвеевна Самылкина, Александр Иванович Самышкин, Валентин Степанович Калистратов, Ишеккассинчи Роза Сергеевна Кудюковапа Владислав Иванович Мерескин, Туктамăшри Валерий Валентинович Трофимов тата ыттисем те.
Ялсенче аслă ăрури çынсемпе çамрăксем хушшинчи çыхăну пурри савăнтарать. Пĕлтĕр, Парксемпе садсен çулталăкĕ пулнине шута илсе, ветерансемпе çамрăксем сахал мар йывăçсем лартрĕç.
Чун ыратăвĕ пирки чарăнса тăрас пулсан çакна калама пулать. Уйрăмах çынсем эрех-сăрапа иртĕхни пăшăрхантарать. Уйрăм çынсем укçа тăвас шутпа, çынсене йĕркеллĕ пурăнма чăрмав кăларса тăратни тăтăшах ура хурать. Çавна пула, преступлени тăвасси те ÿсет. Паллах, çакăнпа килĕшсе ларма пултараймастпăр. Çитес кунсенче çакăн пек çынсене явап тыттарăпăр.
Çавăн пекех “Черепановский” ял хуçалăх кооперативĕн ĕç кăтартăвĕсем кăмăла каймаççĕ.
Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче тĕрлĕ предприятисем, учрежденисемпе организацисем вырнаçнă. Вĕсем районăн тĕрекĕ шутланаççĕ. Вĕсенче тĕп вăй - Чутай халăхĕ, кунта пурăнакансем. Эпир вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки те яваплă. Хамăр çинчен ку ыйтăва та сирсе ямастпăр. Çавăнпа та пирĕн вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса алла-аллăн ĕçлеме тăрăшасчĕ.