Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации района с Новым годом

Хаклă    ентешсем!

 

Сире    çулталăкри чи  чаплă, кĕтнĕ  уявсемпе  -  Çĕнĕ çулпа, Раштав  ячĕпе  чун – чĕререн ăшшăн саламлатăп! Ку вăл -  çулталăк хушшинче тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, малашлăх тĕллевĕсене  палăртмалли  яваплă тапхăр та.

  Иртсе пыракан 2005 –мĕш çул район историйĕнче тата тепĕр тарăн йĕр хăварчĕ.  Ялсен  сăн – сăпачĕ çĕнелсе улшăнчĕ:районти  63 ялта пурăнакансем  çутçанталăк газĕпе усă кураççĕ* çурт – йĕр тăвас тата çулсем сарас ĕçре те тăрăшса ĕçлерĕмĕр.

Агропромышленность комплексĕнче ырми – канми тăрăшса ĕçлекенсем те çулталăка ăнăçлă вĕçлерĕç.  Тухăçлă тырă –пулă тата пахча - çимĕç пухса илес тесе тимлерĕç, выльăх – чĕрлĕхрен ытларах продукци туса  илсе  тупăш  ÿстермелли çул -йĕрсене туптарĕç .

Коминтерн ячĕпе хиесепленекен хуçалăх республикăри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче  пĕрремĕш вырăна  тухрĕ.

  Социаллă сферăра  ĕçлекенсен те ÿсĕмсем çук мар.  Сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсемпе культура ĕçченĕсем, суту – илÿ системинче вăй хуракансем те халăхăн куллен ÿссе пыракан ыйтăвĕсене татса парас тесе ĕçлерĕç. Аслă ăру çыннисене пулăшу парасси çине те пысăк  тимлĕх   уйăртăмăр. Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа мероприятисем ирттертĕмĕр, вăрçă ветеранĕсене чысларăмăр.

  Çитĕнекен ăрăва   воспитани парса тарăн пĕлÿ илме пулăшас тĕлĕшпе  вĕрентекенсем  курăмлă ĕçлерĕç. Шкул реформин тĕллевлĕ программисене  пурнăçа кĕртсе,  вĕрентÿпе воспитани процесĕнче  çĕнĕллĕхсемпе  усă    курчĕç.

   Вырăнти влаç  тытăмĕсенче, саккунпа килĕшÿллĕн,  чылай улшăнусем пулса иртрĕç, пирĕн ума пысăк задачăсĕм кăларса тăратрĕç. Вĕсене ăнăçлă татса парасси – пирĕн тĕллев. Чи малтанах,экономикăна   аталантарассипе  витĕмлĕ ĕçлемелле, çынсен пурнăç шайне ÿстермелле.

  Эпир пĕр – пĕринпе килĕштерсе яваплăха туйса ĕçлесен, пирĕн ÿсĕмсем пулаççĕ, малашлăх аталану çул – йĕрĕ те çирĕп пулĕ.

 

   Çĕнĕ çулта сире пурсăра та  çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçусем, ырлăх – сывлăх, иксĕлми телей сунатăп!

 

 

Район  пуçлăхĕ                         А. Криков

 

 

 

 



28 декабря 2005
00:00
Поделиться
;