Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Стипендиатсене чысларĕç

Чи пултаруллисене, талантпа  палăрнисене хавхалантарсах тăраççĕ. Шкулсенче пысăк шанчăк паракан çамрăксем сахал мар. Акă, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ, ятарлă комисси пăхса тухнă хыççăн, декабрĕн 9-мĕшĕнче вĕренÿре, спортра палăрнисене (пурĕ 14 вĕренекен) ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Етĕрнери сĕт-çу  завочĕн директорĕн Н.В. Маловăн ятран паракан стипендине илме тивĕçли çинчен хушу кăларнă. Стипендиатсене савăнăçлă лару-тăрура декабрĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче чысларĕç. Николай Владимирович хăй те хутшăнчĕ.

Савăнăçлă мероприятие А.И. Тверсков уçрĕ. Вăл районти шкулсенче вĕренекенсем районта, республикăра иртекен конкурссене активлă хутшăнса лайăх кăтартусемпе савăнтарни пирки каларĕ, чи маттуррисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В. Малов стипенди парса хавхалантарасси çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсен ячĕсене пĕлтерме çав тери хавас: Вера Мадайкина (Атнар шкулĕ), Анжела Михеева (Мăн Этмен), Арина Столярова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Александра Моторина (Мишеркасси), Станислав Семенов (Çĕн Атикасси), Наталья Падюкова (Питĕркасси), Алексей Зотов (Штанаш), Максим Егоров (Серенкасси), Михаил Кузьмин (Тури Çĕрпÿкасси), Алена Горшкова (Тралькасси), Валентина Пигильдина (Пантьăк), Александр Терентьев (Хусанушкăнь), Лариса Кирикова (I Хурашаш), Кристина Кудряшова (Шулю).

Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ  Т.Н. Шереметьева районти шкулсенче пултаруллă, талантлă ачасем пурришĕн мухтанса калаçрĕ, райадминистраци ячĕпе Н.В. Малова Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи ачасене тимлĕх уйăрнăшăн чĕререн тав турĕ.  Унтан Николай Владимировича хăйне сăмах пачĕ.

Н.В. Малов Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ мĕн авалтан талантлă çынсемпе пуян пулнине палăртрĕ, ачасем пирĕн çутă малашлăх тетпĕр пулсан, вĕсене ÿссе аталанма майсем туса памалли, пур енлĕн хавхалантарса пымалли пирки каларĕ.

Н.В. Малов стипендиачĕсене саламласа Хĕрлĕ Чутай  гимназийĕнче вĕренекенсем концертпа савăнтарчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Çапла вара, 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕн­чен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен районти чи маттур та хастар вĕренекенсем Н.В. Малов стипендине, уйăхсерен 500-шер тенкĕ, илсе тăма пуçлаççĕ.



"Пирěн пурнăç"
24 декабря 2005
00:00
Поделиться