Шкул директорĕсем канашланă
Декабрĕн 20-мĕшĕнче Тури Çĕрпÿкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта районти шкул директорĕсен, вĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен черетлĕ семинар-канашлăвĕ иртнĕ.
Канашлура вĕрентÿ тытăмĕнче компьютер технологийĕ вăй илсе пыни пирки калаçнă. Чи малтанах педагогсем уçă уроксенче пулнă, кунти кашни учитель çĕнĕ технологисемпе кулленхи ĕçре мĕнле усă курнипе паллашнă, учительсен ĕçне хак панă. Семинар-канашлăва пухăннисене А.И. Скворцован (пуçламăш класс учителĕ), С.А. Илларионован (акăлчан чĕлхи), С.Н. Герасимован (вырăс чĕлхи тата литература), С.И. Кудряшовăн (илемлĕ ÿкересси), О.А. Скворцован (биологи) урокĕсем кăмăла кайнă. Вĕсем çитĕнекен ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ парассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Ÿсĕмĕсем те пур. Акă, Сергей Иванович кăçал “Çулталăк учителĕ” конкурсра лауреат ятне çĕнсе илме пултарчĕ. Тури Çĕрпÿкассинчи шкулта вĕренекенсем районта тата республикăра иртекен конкурссене активлă хутшăнаççĕ, ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ. Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вĕсем республикăра йĕркеленĕ “Школа - хранительница села” (директор çумĕ - Э.А. Смелова) конкурса хутшăнса малти вырăна çĕнсе илме пултарчĕç, пысăк парнене - компьютера тивĕçрĕç. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче асăннă шкулта вĕренекенсем, Эльвира Алексеевна ертсе пынипе, республикăра иртнĕ çула çитмен ачасен ĕç бригадисен фестивальне хутшăннă, ал ĕçĕсен куравĕнче иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă, Э.А. Смелова “Чи лайăх педагог-организатор” номинацире пĕрремĕш пулнă, Хисеп грамотине тата хаклă парнене тивĕçнĕ.
Паянхи куна Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкулта 66 вĕренекен, вĕсене 12 педагог пĕлÿ парать. Çĕнĕ пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хушнине лайăх ăнланаççĕ кунти педагогсем: уроксене çÿллĕ шайра ирттереççĕ, ачасен кану вăхăтне тĕрĕс йĕркелеççĕ, вĕренекенсем те, учительсем те компьютер технологине алла илсе пыраççĕ. Сăмахран, районĕпе 24 ачана пĕр компьютер тивет пулсан, кунта 66 вĕренекен валли 4 компьютер вырнаçтарнă.
Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕпе А.И. Тверсковпа унăн çумĕ Г.И. Возяков Тури Çĕрпÿкассинчи вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн районти вĕрентÿ тытăмĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă, шкулсене реструктуризацилессипе малалла ĕçлени пирки пĕлтернĕ, Çĕнĕ çула инкексĕр кĕтсе илмелли пирки асăрхаттарса каланă.
Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ, опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ Р.И. Мясникова ачасен прависене хÿтĕлессипе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарнă.
Шкул пурнăçĕ малалла епле аталанса пырасси, унти вĕренекенсен пуласлăхĕ пĕтĕмпех учительсен тăрăшулăхĕнчен, ертÿçĕрен нумай килет. Тури Çĕрпÿкассинчи шкул коллективĕн ку енĕпе ÿсĕмсем пур. Ырă ĕçĕн хисепĕ те пысăк, паллах. Анатолий Иванович И.Н. Живоева шкулта вĕрентÿпе воспитани ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пынăшăн Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă, шкул реформине пурнăçа кĕртессишĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме ырлăх-сывлăх, телей суннă.