Ветерансен çуртĕнчи туй
Пурнăçра кашни çын хăйĕн телейне хăй тупать. Вăл чăнах та çапла. Анчах тепĕр чухне ырă ĕмĕтрен телей сукмакĕ патне тăсăлакан çул йывăр килет. Ун пеккисем пулăшу, хÿтлĕх кĕтеççĕ. Эпĕ ку сăмахсене пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула инвалид пулса юлнисем пирки каласшăн. Вĕсен ĕмĕр тăршшĕпех çын куçĕнчен пăхса пурăнмалла-çке, пĕрмай пулăшу ыйтмалла... Пĕрре шутласан, вĕсене инвалид тесе калама чĕлхе те çаврăнмалла мар. Анчах мĕн тăвăн, кашнин хăйĕн шăпа, Турă çырса панинчен иртеймĕн. Ун пек йывăр шăпаллă çынсене социаллă хÿтлĕх пайĕ хăй хÿттине илет: киле пырса пулăшу параççĕ е Ветерансен çурчĕсене вырнаçтараççĕ. Акă, хаçат вулакансене манăн Тралькассинчи Ваттисен çуртĕнче (заведующийĕ Н.В. Еремеев) пурăннă Т.Н. Самойлован кун-çулĕпе тата унăн хальхи çемьеллĕ пурнăçĕпе паллаштарас килет.
Сăмах май, Таня Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчен. Виçĕ пĕр тăван вĕсем. Таньăн пиччĕшĕ аякри хулара пурăнать - çар çынни. Шăллĕ, Миша, Шупашкарти пĕр аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухать. Ашшĕ-амăшĕсĕр сĕм тăлăххăн ÿснĕ вĕсем. Таня 1976 çулта çуралнă, мĕн ачаранах инвалид. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă хĕр ачана Ваттисен çуртне вырнаçтарнă, ун хыççăн, пĕр тăвансене уйăрас мар тесе, шăллĕне те унта пурăнма ирĕк панă. Миша Тралькассинчи вăтам шкула çÿреме пуçланă. Унтан ăна Канаш хулинчи интерната вырнаçтарнă. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ вăл, унтан студент пулса тăрать. Таня Тралькассинчи Ваттисен çуртĕнчех кун кунлать, май килнĕ таран кунта пурăнакансене пулăшать, пахча таврашĕнче тăрмашать...
- Таня питĕ ĕçчен те пултаруллă хĕр. Юрлама, ташлама питĕ юратать, кăмăлĕ ырă. Турă пурне те мăшăрпа пурăнма сĕнет, - тет кунти заведующи Н.В. Еремеев.
Хĕр пурнăçĕ çавăн пек вăл. Ÿссе çитсен качча каймалла. Нăйкăшнипе сусăрлăха çав-çавах çĕнтереймĕн, чун ăшши кашнинех кирлĕ.
Турă çырни хапха умнех килет тени те тĕрĕсех. Таня та хăйĕн телейне тупнă. Кăçал Тралькассинчи Ваттисен çуртĕнче туй кĕрлеттернĕ. Вăрнар районĕнчи Çавалкассинчи Ветерансен çуртĕнче пурăнакан В.В. Николаев (1971 çулхискер) Таньăпа килĕштерсе пĕр çемьене чăмăртаннă. Тралькассинчи Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем, унти социаллă ĕçченсем, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕсем Таньăн туйĕнче пулса савăннă, мăшăрсене телей суннă. Халĕ Татьяна Николаевнапа Вячеслав Владимирович Николаевсем Çавалкассинчи Ветерансен çуртĕнче пурăнаççĕ. Мăшăрсен кунта хăйсен пÿлĕмĕ, кил таврашĕнче мĕн кирли веçех пур.
Çапла вара республикăри Ветерансен çурчĕсем хушшинчи туслăх кĕперĕ çирĕп пулнăран мăшăрсем хăйсен телейне тупнă. Сăмах май, районта Ваттисен çуртĕнче ку таранччен чăн-чăн туй кĕрлени пулман-ха. Республика шайĕнче илсен те кун пек тĕслĕх питĕ сахал. Эппин, мăшăрсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.