Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

РОСТО Канашĕн пленумĕнче

Юн кун, декабрĕн 14-мĕшĕнче, РОСТО Канашĕн черетлĕ пленумĕ иртрĕ. Ăна В.В. Егоров председатель уçрĕ, кун йĕркинче пăхса тухмалли ыйтусене палăртрĕ. Унтан пĕр саслă пулса пленумăн ĕçлев комиссине йĕркелерĕç, вĕсен йышĕнче: районти çар комиссарĕ В.Г. Мареев, РОСТО Канашĕн председателĕ В.В. Егоров тата РОСТО (ДОСААФ) преподавателĕ, Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ В.В. Кукушкин. Секретарь пулма асăннă организацин бухгалтерне Н.Е. Патрикеевана шанчĕç.

Чи малтанах РОСТОн (ДОСААФ) вун пĕр уйăхри кăтартăвĕсемпе Н.Е. Патрикеева бухгалтер паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа водителе 256 çынна вĕрентсе кăларнă, вĕсенчен А категорие - 19 çын, А тата В - 140, Д - 45, Е - 36, В-ран С çине - 16. Хальхи вăхăтра тепĕр 2 ушкăн пĕлÿ илеççĕ. Калас пулать, 11 уйăх хушшинче РОСТО водительсем хатĕрленинчен 380 пин тенкĕ илме пултарнă, организацин таса тупăшĕ - 40 пин. Малтанхинчен РОСТО аванрах ĕçлени куç кĕрет. Унтан В.В. Егоров сăмах илчĕ. Владимир Владимирович председатель тивĕçне пурнăçлама тытăннăранпа 8 уйăх çитрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта чылай улшăну пулнă. Сăмахран, Д, Е, В категориллĕ водительсем хатĕрлеме çăмăлрах пултăр тесе автобус, прицеп тата “Жигули” çăмăл автомашина туяннă. Пур техникăна та тĕрĕслев витĕр кăларнă, страхланă. “Тир” зданине юсанă, РОСТО çуртĕнчи пĕр пÿлĕмĕнче тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çитес çулта, В.В. Егоров палăртнă тăрăх, транспорт валли гараж тăвасшăн, мĕншĕн тесен пĕтĕм техникăна уçă вырăнта лартма тивет.

Иккĕмĕш ыйтупа республикăри РОСТО Канашĕн председателĕн çумĕ С.Н. Воробьев калаçрĕ. Вăл “РФ гражданĕсене 2006-2010 çулсенче патриотизмла воспитани парасси” программа çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, районти организацие те ку енĕпе малашлăх планĕсене хатĕрлеме сĕнчĕ, планпа ĕçлеме çăмăлрах пулнине палăртрĕ. Сергей Николаевич çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмĕсене вăйлатас енĕпе район администрацийĕпе тачă çыхăну тытса пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ. В.Г.Мареев та çак сăмахсем çумне  хушса шкулсенче Чечен тата Афган вăрçисенче пулнă арçынсемпе тĕл пулусем ытларах ирттерме чĕнсе каларĕ. В.В. Кукушкин та шкулсене тухса çÿресен аван пулнине пĕлтерчĕ. Кашни арçын ача мĕн пĕчĕкренех пăшалпа пенине евĕрлет, аслă классенчи яшсем те (пневматикăлла пăшалпа пулин те) хаваспах тĕл перессипе тупăшасси иккĕлентермест. Район шайĕнче ăмăрту ирттерме те пулĕ ун чух.

Кĕçнерни кун, декабрĕн 15-мĕшĕнче, РОСТО йĕркеленнĕренпе 78 çул çитнĕ ятпа чылай саламлă сăмахсем илтме пулчĕ. Çитес çулсенче республикăри РОСТО Канашĕн те 80 çулхи юбилейĕ пулĕ. Çавăнпа ĕнтĕ çак паллă событие хатĕрленмелли ĕçсем пирки те канашларĕç, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе, организацин пурлăхпа техника никĕсне татах та çирĕплетсе юбилее тивĕçлĕн кĕтсе илме сунчĕç.

Унтан пленум ĕçне хутшăнакансем РОСТО Канашĕн тытăмне пăхса тухрĕç, дисциплина енĕпе çитменлĕхсем пуррине палăртрĕç. Чăн та, 15 членран чылайăшĕ пленума çитме васкаман, хăшĕсем пачах çыхăну тытма пăрахнă иккен. Çакна шута илсе Канашăн активлă членĕсем Н.П. Барышниковпа В.Д. Михеркин вырăнне В.В. Дадюковпа С.В. Эзенкина кĕртме йышăнчĕç. Малашне дисциплинăна çирĕплетесси çинчен те калаçрĕç.

Юлашкинчен тĕрлĕ ыйту тавра калаçрĕç. Питĕркасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Т. Дмитриев çар профессийĕсен уявĕсемпе тăтăшах саламласан аван пулнине пĕлтерчĕ. Активлăхпа яланах Тинĕс çар флотĕнче служба ирттернисем тата пограничниксем палăрнине асăнса хăварчĕç.

Пленума çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу пĕтĕмлетрĕ.



"Пирěн пурнăç"
17 декабря 2005
00:00
Поделиться