Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

84-ра та ал ĕç тăвать

Кирек  хăш ялта та - пĕчĕк-и  вăл е пысăк - ятлă-сумлă çынсемсĕр мар. Сахалах мар вĕсем. Енкĕлт ялĕнче те çаплах. Акă, Елена Игнатьевна Михуткинана илер. Вăл тÿсĕмлĕ хĕрарăм, 84 çула çитнĕ пулин те, ĕç пăрахман-ха: çăм арлать, чăлха-нуски тата чăвашсен туй тумне капăрлатмалли хатĕрсем илемлетсе çыхать, кил таврашĕнче те ĕçлет...  “Пиçĕх хулă питех хуçăлмасть çав” тени ун пирки каланăнах туйăнать.

Кинемей кун-çулĕпе паллашма интереслĕ пулчĕ.

Е.И. Михуткина 1921 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Урикасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 8 ачана (4 хĕр тата 4 ывăл) кун çути парнеленĕ. Анчах вăл вăхăтри йывăр пурнăçа пула 3 ывăлĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Пиллĕк пĕр тăванран паянхи куна Еленапа Серафима йăмăкĕ (Урикасси ялĕнче пурăнать) çеç юлнă. Чи кĕçĕнни - Ванька, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.

- Шăпи çапла пулчĕ пулĕ, çамрăклăх мĕнне те пĕлеймерĕ, мăнтарăн, - хурланса аса илчĕ Елена аппа. - Ати эпĕ 9 çулта чухнех çĕре кĕнĕ. Хытах чирленĕ пулнă вăл. Эпĕ унăн сăн-питне те ас тумастăп ĕнтĕ халĕ.

Пирĕн çемье чухăнах пурăнман, выçăпа аптăрасах ларман. Аттепе анне ĕçчен çынсем пулнă, килте çил арманĕ те тытнă вĕсем. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра пирĕн çемьене кулак тесе айăпланă, ялтан аякка ăсатмалла тунă. Анчах çав вăхăтра атте ахаль те чирлĕскер вилсе кайнă. Аннене, 5 ачапа тăлăха юлнăскере, шеллесе ялтах хăварнă. Анчах куккасене Нижний Тагил хулине ăсатнă. Унтан килсен вĕсем Туканашра пурăнчĕç.

Атте вилнĕ хыççăн çемьене питĕ йывăр килчĕ. Апи ялти шкулта ĕмĕрĕпех техничка пулса ĕçлерĕ. Килти пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиенчĕ.

Ялта 4 класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн колхоз ĕçне хутшăнтăмăр, сивĕрен те, шăрăхран та хăраман. Лаша кÿлсе арçынсемпе тан ĕçлеттемĕр, тырă акма-вырма çÿреттĕмĕр...

Вăрçă çулĕсем асран тухмаççĕ. Эпĕ ун чухне 20 çулхи хĕрччĕ. Çамрăксене Шулю ялĕ хыçне окоп чавма илсе каятчĕç. Унтан Çĕмĕрле хулине чукун çул çине ĕçлеме илсе кайрĕç. Хĕлле ал-урана мĕн чухлĕ шăнтнă пулĕ. Çавăнтах шăналăксем карса пурăнса. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас, салтаксене пулăшас тесе колхозран Çĕмĕрле хулине лашасемпе тырă леçме çÿреттĕмĕр... Калама çăмăл, унта тата мĕн чухлĕ нуша курнă пулĕ эпир. Вăрçă вăхăтĕнче, ара, никама та çăмăл пулман. Анчах Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕрех, - йывăррăн каласа пачĕ кинемей.

Пурнăç пурăнса ирттересси, уй урлă каçасси мар çав. Çут çанталăкра та хура тĕксĕм пĕлĕтсем капланса иртсе кайнă хыççăн сар хĕвел çутатса тухать. Вăрçă чарăннă хыççăн халăх мирлĕ ĕçе пуçăнать, юхăнса кайнă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшать. Елена аппа та аякра юлмасть.

Ялти хастар та пултаруллă хĕре Енкĕлтри Иван Федорович куç хывать. Елена Игнатьевна пур ĕçре те тăрăшулăхпа палăрнăшăн  ЧАССРăн Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма шаннă. Унăн час-часах район центрне канашлусене çÿреме тивнĕ. Акă хăй çемье çавăрни пирки мĕнлерех каласа пачĕ вăл.

- Пулас мăшăрăм хăй мана килĕштерни, пĕрлешес кăмăл пурри пирки калама вăтанатчĕ. Пĕррехинче пĕр канашлу хыççăн, каç та пулса килетчĕ ун чухне, мана кĕтсе илчĕ, качча тухма ыйтрĕ. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Вăраххăн шăкăл-шăкăл калаçса пахча хыçĕпе вĕсем патне çитрĕмĕр. Мана вĕсен çемйи ăшшăн йышăнчĕ. Çапла пуçланчĕ манăн çемьеллĕ пурнăç.

Елена Игнатьевнапа Иван Федорович Михуткинсем 3 ача çуратса ÿстереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Асли, Валери, Шупашкар хулинче пурăнать. Геннадий вара Красноярск тăрăхĕнче летчик-сăнавçă пулса тимлет. Вăл унти тăрăхри вăрмансенче “хĕрлĕ автан” ташласран çÿлтен сăнаса тăрать. Питĕ яваплă ĕç унăн. Анатоли тăван килте тĕпленнĕ, амăшĕпе пурăнать. Ывăлĕсем пурте çемьеллĕ. Шел те, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕни пăшăрхантарать ăна.

Халĕ ĕнтĕ Елена Игнатьевнан 6 мăнук, мăнукĕсен ачисем 3. Ĕмĕр иртсе кайрĕ тесе кулянса-хурланса лармасть вăл. Ĕç çынна хуйха манма, ыррине шанма пулăшать тенĕ евĕр Елена аппа килти хуçалăхра тăрăшать, хаçат-журналсемпе интересленет, ал ĕç нумай тăвать.

- Эпĕ нихăçан та йывăр ĕçрен пăрăнман. Пушă вăхăтра килте çăматă йăваласа, теçетки-теçеткипе чăлха-нуски, тутăр, чĕнтĕр çыхнă. Колхоз ĕçĕнчен те нихăçан та юлман, - тет Елена аппа.

Ырă туни ырăпах таврăнать. Хаяр вăрçă çулĕсенче ырми-канми тăрăшнăшăн ăна чылай медаль парса чысланă. “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ” ят та панă ăна. 1979 çулта “Ĕç ветеранĕ” ят парса наградăланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр ларма пултарайман хĕрарăм, 70 çула пуссан та колхоз ĕçне хутшăннă.

- Кинĕм, Елена Витальевна, маншăн хĕрĕм вырăнчех пулчĕ. Вăл та мана тăван амăшне хисепленĕ пек йышăнчĕ. 23 çул пĕр килте килĕштерсе пурăнатпăр. Пур ĕçе те пĕрле çемьере сÿтсе-явса туса пынă эпир, халĕ те çаплах. Ал ĕçĕсене те пĕрле ларса тăватпăр. Ачасем мана çапла хисеплени те вăй-хал парса тăрать пулĕ, - терĕ сыв пуллашнă май ĕç ветеранĕ.



"Пирěн пурнăç"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться