Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ветерансем канашларĕç

Чи малтанах районти  Ветерансен канашĕн  председателĕ В.И. Немешкин çар комиссарне В.Г. Мареева сăмах пачĕ. Вăл  Ветерансен канашĕпе пĕрле сахал мар ырă ĕç тунине пĕлтерчĕ. Акă, Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнине халалласа пĕрле районти  шкулсенче паттăрлăх темипе тĕрлĕ уроксем йĕркеленĕ, уяв ячĕпе саламлама чылай вăрçă ветеранĕ патне килĕсене çитнĕ тата ытти те. Владимир Геннадьевич çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмне вăйлатас, тĕрĕс воспитани парас ĕçре ваттисен тÿпи пысăк пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Вăл хура-шурне сахал мар курнă аслă ăру çыннисене хăйсен опычĕпе, паттăрла ĕçĕсемпе паллаштарма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех В.Г. Мареев хальхи призывпа çара каякан яшсенчен 90 проценчĕ хăйсен ирĕкĕпе кайни савăнтарнине пĕл­терчĕ.

Унтан пленума хутшăнакансем Ветерансен канашĕн çитес çулхи ĕç планне сÿтсе яврĕç. Ун хыççăн яланхи комиссисен тытăмне пăхса тухса йышăнчĕç.

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ Чăваш Республикинчи ветерансен организацийĕн конференцийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче В.И. Немешкин тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Асăннă конференци Союз Çурчĕн Пысăк залĕнче иртнĕ. Чи малтан А.Ф. Филиппов председатель тухса калаçнă, вăл çак паллă çулта ветерансене тимлĕхсĕр хăварманни çинчен пĕлтернĕ,  хăш-пĕр вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене тÿлевсĕр карас телефонĕпе, квартирпа тивĕçтернине палăртнă. Çавăн пекех пĕтĕмпе 1 миллион тенкĕлĕх материаллă пулăшу пани те çакна çирĕплетсе парать. Акă, республикипе 500 ветеран УЗИ витĕр тухнă (пирĕн районтан - 18, 10-15-шĕ районти Ветерансен канашĕ янипе кайнă). Диспансеризаци витĕр 2600 çын тухнă. А.Ф. Филиппов Раççейри Ветерансен канашĕн ларăвĕнче Чăваш Республикинчи ветерансен организацийĕсен ĕçне пăхса тухса ырланине пĕлтернĕ. “Ас тăвăм” кĕнекене те пысăк хак панă иккен. Пирĕн районти Ветерансен канашĕ те ырă сăмахсене тивĕçнĕ.

Калаçакансем йышлă пулнă. Нумайăшне ветерансене çăмăллăхсемпе тивĕçтерес ыйтупа çыхăннă 122 № статья килĕшсех кайман, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ыйту çивĕч тăнă, чылайăшне Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн сывлăхне, вăй-халне шеллемен ватăсен пурнăçне çăмăллатассишĕн патшалăх çите­лĕксĕр тăрăшни пăшăрхантарнă.

Юлашкинчен конференцире республикăри Ветерансен канашĕн çĕнĕ тытăмне йышăннă, 65 членран 50-шне хăварнă, тĕрĕсрех каласан, йыша пĕчĕклетнĕ. Унтан ревкомиссие 3 çынна суйланă, Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата йĕрке хуралçисен ветеранĕсен V Съездне хутшăнма 2 делегат суйланă. Калас пулать, А.Ф. Филипповпа Мускава кайма В.И. Немешкина шаннă. Унсăр пуçне В.В. Путин РФ Президенчĕ  патне ямалли çырăва пăхса тухнă. Çак çырура вăрçă участникĕсемпе тыл ветеранĕсен канлĕ пурнăçĕшĕн патшалăха татах та ытларах тăрăшма, сахаллансах пыракан хисепе тивĕçлĕ аслă ăру çыннисене пысăкрах тимлĕх уйăрма, вĕсен пурнăçне çăмăллатма, Аслă Çĕнтерĕве туптанă çынсем умĕнчи яваплăха тата тивĕçе туйма чĕнсе каланă.

Владимир Иванович ноябрĕн 17-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ Съезд ĕçĕпе те пленума пухăннисене паллаштарчĕ. Съездра 4 ыйту пулнă: Пĕтĕм Раççейри ветерансен организацийĕсен Канашĕн 2000-2005 çулсенчи ĕçне, асăннă организацин ревизи комиссийĕн отчетне, çак Канашăн тытăмне пăхса тухнă тата ревизи комиссийĕн суйлавне ирттернĕ. Çавăн пекех çакна палăртмалла: калаçу ытларах вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ пурнăçпа пиçĕхнĕ çынсен шăпи çинчен пынă. Съезд ĕçĕ 5 сехет хушши тăсăлнă, хутшăнакансем пĕлтерĕшлĕ чылай ыйту сÿтсе явнă.

В.И. Немешкин хăйĕн докладне вĕçленĕ хыççăн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ З.И. Волкова сăмах илчĕ. Вăл пĕрлехи çул çÿрев билечĕ тата çăмăллăхсене укçан парасси çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, ватăсене интереслентерекен ыйтусене хуравларĕ. Райбольницăн тĕп врачĕн çумĕ Л.К. Кчеткова вара ветерансене медицина пулăшăвĕ парас ĕçе мĕнле йĕркеленине ăнлантарма тăрăшрĕ. Медицина ĕçченĕсем час-часах ялсене тухса çÿреççĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсенче ватăсене пухса вĕсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, рецептсем çыраççĕ тата  ырă канаш-сĕнÿ параççĕ. Çавăн пекех Людмила Кузьминична тухтăрсем çитменнипе йывăрлăхсем пуррине каларĕ, çулсеренех тенĕ пек направленипе çамрăксене вĕренме янине палăртрĕ (кăçал та 5-ĕн вĕренме кĕнĕ), вĕсем каялла района ĕçлеме таврăнасса шаннине пĕлтерчĕ.

Район пуçлăхĕн пĕр­ремĕш çумĕ Т.Н. Шереметьева 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕнĕлле ĕçлессине палăртрĕ, малашне 11 ял администрацийĕ вырăнне 10 ял поселенийĕ пулать. Вĕсем малтанхи пекех ĕçлесе пырĕç, анчах вĕсен хăйсен бюджечĕ пулĕ. Çавăн пекех Татьяна Николаевна районăн социаллă пурнăçĕ тата ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ еплерех пулнине тишкерчĕ. Ăна ветерансем активлă пулни савăнтарчĕ, Т.Н. Шереметьева вĕсене малашне те çĕкленчĕк кăмăллă, çирĕп сывлăхлă та хастар пулма сунчĕ. Унтан Татьяна Николаевна райадминистрацин Хисеп грамотипе тата парнепе нумай çулсем хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 70 çулхи юбилей ячĕпе Ваçкаçырминче пурăнакан Николай Яковлевич Яшина чыслама йышăннине пĕл­терчĕ.

Юлашкинчен ветерансем пленумăн йышăнăвне çирĕплетрĕç.



"Пирěн пурнăç"
10 декабря 2005
00:00
Поделиться