Аталану çулĕпе сулмаклăнта та хастаррăн
Александр Юрьевич, райпо 2005 çулхи 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Центросоюзĕн 2-мĕш степеньлĕ Дипломне тивĕçнĕ. Мĕнре-ха ÿсĕмсен çăл куçĕ;
- Çитĕнÿÿ, паллах, хăй тĕллĕн пулмасть. Пĕрлĕхре - вăй, теççĕ. Тĕллевĕмĕр пирĕн - суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсене анлăлатса, производство хăвачĕсене ÿстерсе пырасси. Кашни çулах хамăр ума пысăкрах задачăсем палăртатпăр, вĕсене туллин пурнăçласа пыратпăр. Акă, çăкăр заводне “кăвак çулăм” илсе çитернĕ. Çакă халăха валли кирлĕ пахалăхлă тавар ытларах кăларма май парать. Юлашки çулсенче райпо магазинĕсем шал енчен те, тул енчен те тĕпрен улшăнса çĕнелчĕç. Çĕнĕ цехсем хута ятăмăр. Пылак шывсене çулталăк тăршшĕпех кăларассине йĕркелерĕмĕр, вĕсем валли савăтне те кунтах хатĕрлетпĕр. Пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пырасси те тĕп вырăнта.
Кăçал райпо системине кĕрекен 5 объекта газификациленĕ. Кивĕ центрта “Хлебный” лавкка, “Бильярдный” зал çĕнĕрен хута кайнă. Мишеркассинчи лавккапа “Уют” кафене тĕпрен çĕнетнĕ тата 12 лавккара юсав ĕçĕсем пурнăçланă.
- Мĕнле “ÿкерчĕк” вăл - райпо председателĕ;
- Ертÿçĕ пулма çăмăл мар. Райпо суту-илÿпе çеç ĕçлемест. Халĕ тавар, ытти япаласем туса кăларасси сарăлса пырать. Тавар çеç сутнипе усламлă пулаймăн. Хамăра тытса тăрас, ытларах тупăш илес тесен хамăрăн ытларах тавар туса кăлармалла, производство базине çирĕплетмелле.
Юлашки 11 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 86 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутран 13 миллионĕ апатлану предприятийĕсен. Предприятисемпе тĕрлĕ цехсем пурĕ 17 миллионлăх тавар туса кăларнă. Плансене чылай енĕпе тултарса пыраççĕ.
Кăçал хурăн сĕткенне 4 пин литр чухлĕ кăларма пултартăмăр. Çак пахалăхлă шĕвеке республикăра пирĕн район çеç кăларнă.
Пĕтĕмĕшле, райпо ĕçченĕсем ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе пыраççĕ. Акă, халăхран сĕт пухассине аван йĕркелерĕмĕр. 11 уйăх хушшинче пурĕ 1 пин тонна сĕт халăхран пуçтарнă. Ку енĕпе Тури Çĕрпÿкассинчи лавкка ырă тĕслĕх кăтартать.
Эмел курăкĕсене пухасси ăнăçлă йĕркеленсе кайрĕ. Курăксене вырăнтах типĕтетпĕр, кирлĕ çĕре ăсататпăр.
- Коллектив пирки пĕр-икĕ сăмах.
- Коллективра пурĕ 437 çын тăрăшать. Вĕсенчен 320-шĕ хĕрарăмсем. Райпо Канашĕ кашни уйăхрах кунта тимлекенсен ĕç кăтартăвĕсене тишкерет, чи лайăххисене палăртать, хавхалантарать. Акă, суту-илÿ лавккисенчен (пурĕ вĕсем 58) 21-шĕ çулталăкри плана тултарнă та ĕнтĕ. Вĕсене ятран асăнса хăвармалла: Л.Г. Федотова (раймаг), М.М. Козлова (аптека), О.И. Семгайкина (“Рыбный”), Р.И. Кудюкова (Туканаш), Н.И. Башкирова (Трапай), Е.С. Филиппова (Хурапыр), Г.А. Тверскова (Ишеккасси), М.А. Тунейкина (Шулю), В.В. Михеева (Мучикасси), Г.И. Карпова (Турхан), З.Д. Можайкина (Карк-Çырма), В.И. Храмов (I Липовка), В.В. Куличева (Арайкасси), В.И. Пандакова (Çĕн Атикасси), С.В. Степанова (Вырăсушкăнь), Н.И. Андреева (“Шуçăм” бар), С.Г. Никитина (Анат Çĕрпÿкасси), А.Я. Катейкина (I Хурашаш), З.Ф. Варламова (Хусанушкăнь), М.В. Смирнова (Сĕнтĕкçырми), Н.Н. Степанова (Хуракĕсре) тата А.Д. Зверев (пулă тăварлакан, тĕтĕмлекен цех), Е.Г. Перепелкина (кăлпасси цехĕ), З.А. Картмасова (çĕвĕ цехĕ).
- Малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарсамăр;
- Тĕллевсем пысăк, тумалли нумай. Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать. Паян мĕн тунипе лăпланса лармасть райпо. Çăкăр заводĕнче пахалăхлă продукци ытларах кăларас тесен кăмака çĕнĕрен тумалла, çĕнĕрен оборудованисем вырнаçтармалла. Суту-илÿ предприятийĕсене газификацилессипе малалла ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Хальлĕхе пур ялта та лавккасем илемлĕ тум тăхăнайман-ха. Çитес çулта вĕсене те черет çитĕ. Ĕнерхин никĕсĕ çинче паян ыранхи валли илем тумалла. Çак тĕллевсемпе ĕçлет, пурăнать райпо коллективĕ.
- Александр Юрьевич, эсир пултаруллă ертÿçĕ, çав хушăрах спортран та аякра тăмастăр;
- Эпĕ спортпа мĕн ачаран туслă. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупма юрататăп. Коллективра та физкультурăпа спорта аталантарассишĕн тăрăшатăп. Ÿсĕмсем пур. Акă, иртнĕ хĕлле йĕлтĕрпе чупассипе пирĕн коллектив Чăвашпотребсоюз шайĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ, куçса çÿрекен Кубока тивĕçрĕ. Унтан каллех йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ эстафетăра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕмĕр, Кубоклă пултăмăр.
Çăмăл атлетика енĕпе те кăтартусем пур. Республикăра райпо коллективĕсем хушшинче 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултартăмăр.
- Тавах сире интереслĕ калаçушăн. Çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçусем пулччăр.