Выльăхсене ăшă вите, çителĕклĕ апат кирлĕ
- Хальхи вăхăтра тĕп ыйтусенчен пĕри - выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси. Районти хуçалăхсенче хĕле тĕплĕн хатĕрленнĕ-и;
- Паянхи куна районти хуçалăхсенче витесене хĕле хатĕрлесе çитернĕ. Ку енĕпе уйрăмах “Коминтерн”, “Свобода”, “Санкинский” хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшарах ĕçленине палăртмалла. Кунта витесене извеç шĕвекĕпе шуратнă, дезинфекци туса ирттернĕ.
Çав хушăрах хăш-пĕр хуçалăхсенче çак ĕçсене пурнăçламан. Хуçалăх ертÿçисемпе зооветспециалистсен профилактика ĕçĕсене туса ирттерни выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме май панине манмалла мар.
“Черепановский” ЯХПК-ра лару-тăру питĕ япăх: вите урайĕсем пĕтсе кайнă, выльăх апачĕ те çĕнĕ çулччен çитермелĕх çеç. Кунта ĕнесен шучĕ 14 пуçпа танлашать. Симĕс ĕççи вăхăтĕнче вĕсем обществăлла выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме пултараймарĕç, тĕрĕсрех каласан, тăрăшмарĕç темелле. “Искра” хуçалăхра та мухтанмалли сахал.
- Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илес тесен апат рационне пуянлатмалла, пахалăхлă апат çителĕклĕ кирлĕ.
- Ăшă вите пулсан, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварсан аш-какай тата сĕт ытларах туса илесси пĕрре те иккĕлентермест. Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхоз ĕçченĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăварчĕç. Кашни условнăй выльăх пуçне 24 центнер апат единици тивет. Анчах ку сахалрах. Тĕрĕссипе, пĕр условнăй выльăха хĕл каçарма 27-30 апат единици хывса хăвармалла. Кăçал выльăх апачĕ хатĕрлессипе уйрăмах “Свобода” (кашни выльăх пуçне 33 центнер апат единици), “Санкинский” (30), “Коминтерн” (27), “Победа” (24), “Путь Ильича” (24) хуçалăхсем тăрăшарах ĕçлерĕç.
Анчах пăшăрхантаракан цифрăсем те пур. Сăмахран, “Искра”, “Вперед”, “Черепановский”, “Рассвет” ЯХПК-сенче пĕр условнăй выльăх пуçне 15-18-шар центнер апат единици çеç хатĕрленĕ. Кунти ертÿçĕсемпе зооветспециалистсем хĕл хырăмĕ пысăк пулнине шута илсех кайман курăнать.
- Сĕт суса илесси мĕнле пырать-ха;
- Районĕпе пурĕ мăйракаллă шултра выльăхсем (декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне) 5157 пуç шутланаççĕ, вĕсенчен сумалли ĕнесем 1725. Питĕ шел те, çултан çул сăвăнакан ĕнесен шучĕ чакса пырать. Ку пĕтĕмпех укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе çыхăннă.
Юлашки 11 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, сĕт сăвăмĕ пĕр ĕнерен районĕпе вăтамран 2932 килогрампа танлашать. “Свобода” колхозри дояркăсем пĕр условисенчех пĕр ĕне пуçне вăтамран 4293 килограмм сĕт сунă. “Коминтерн” ЯХПК-ра - 3938 килограмм, “Аккозинский” - 3765, “Победа” - 3299, “Санкинский” - 2994.
Хальхи вăхăтра кашни ĕне пуçне вăтамран 5,8 килограмм продукци илеççĕ. “Свобода” колхозри дояркăсем кашни ĕнерен 13 килограмм сĕт сăваççĕ, “Коминтерн” ЯХПК-ри ĕнесем вăтамран 9,9 килограмм сĕт антараççĕ. “Аккозинский” тата “Победа” кооперативсенче сăвăм палăрмаллах чакрĕ. Сĕт сăвассине ÿстерме кунта условисем çителĕклĕ, анчах вырăнти ертÿçĕсемпе зооветспециалистсем тата ферма ĕçченĕсем ĕç çине сÿрĕккĕн пăхни хуçалăха каялла туртса пырать.
Сĕт туса илессипе “Искра” (1,7 килограмм), “Черепановский” (1,6), “Рассвет” (1,5) хуçалăхсем япăх ĕçлесе пыраççĕ.
Сăвăм ан чактăр тесен выльăхсене кунне виçĕ хутчен апатлантармалла, рациона тĕрлĕ витаминсемпе пуян продуктсем хушса памалла. Чылай фермăсенче выльăхсем валли тăвар, пурă (мел) çителĕксĕр хатĕрленĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Анчах хуçалăх ертÿçисем ферма ĕçченĕсемпе пĕрле канашласа ĕçлесен, вĕсене пур енлĕн хавхалантарса пулăшса пырсан ÿсĕм пулатех. Акă, “Путь Ильича” колхозри дояркăсем алă вĕççĕн сĕт сăваççĕ, ĕç условийĕсем те лайăх теме çук, выльăхсене кунне икĕ хутчен çеç апатлантараççĕ. Кунта пахалăхлă продукци туса илеççĕ тесе калама та йывăр.
- Ытларах ĕне выльăх, сысна усрани тупăшсен çăл куçĕ пулса тăрать.
- Выльăх-чĕрлĕх чĕрĕ укçа çăл куçĕ пулни каламасăрах паллă. Ку енĕпе “Коминтерн” ЯХПК (ертÿçи А.Б. Новикова) ырă тĕслĕх кăтартать. Вĕсем сыснасен шутне ÿстерсе пыраççĕ. Кунта самăртма хупнă сыснасем куллен 460 грамм, мăйракаллă шултра выльăхсем вăтамран талăкра 664 грамм ÿт хушнă. “Свобода” колхозри выльăх пăхакансем 720 грамм, “Нива” - 600, “Санкинский” - 480, “Аккозинский” 440 грамм чухлĕ ÿт хуштарнă.
Çав хушăрах “Сура”, “Черепановский”, “Рассвет”, “Путь Ильича” хуçалăхсенче выльăхсене ячĕшĕн çеç пăхаççĕ, самăртма хупнă пăрусем начарланса кайнă. Кун пек тĕслĕхсем татах та пур.
Пĕчĕк е 6 уйăха çитмен пăрусене талăкра 600-700 грамм таран ÿт хуштарса пымалла. Вара ĕне выльăхран аш-какай е сĕт илеслĕх самаях пысăкланать.
Тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе А.Б. Новикова (“Коминтерн”) нумай ĕçлет, çĕнĕ технологипе усă курса вĕсене пурнăçа кĕртессипе чылай тăрăшать. Кăçал çак асăннă хуçалăхра 1000 пуç самăртмалăх сысна вити хута янă. Çак кунсенче “Санкинский” хуçалăхра 100 пуç ĕне вырнаçтармалăх ферма хута каймалла. “Свобода” колхозпа (ертÿçи В.Ф. Бромбин) “Нива” ЯХПК ĕçченĕсем (ертÿçи Р.С.Ерофеева) те ырă ята тивĕç.
Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме майсем пур. Хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсен çаврăнăçулăхĕпе тăрăшулăхĕ çеç кирлĕ. Выльăх та хăйне пăхнине юратнине манас марччĕ.
- Тавтапуç калаçушăн.