Вутра та çунман, шывра та путман
Çак ăнланусем теприсене пач! та хумхантармаççĕ, шутлаттармаççĕ. Пурăнаççĕ те пурăнаççĕ вĕсем пĕр сăр: лăпкăн, тÿлеккĕн, канлĕн, вĕчĕрхенмесĕр - паян, ыран, виçмине...
Темшĕн манăн вуçех те урăхла: панă сăмаха тытмасан, пулнă ĕçе вĕçне çитермесен хама айăплăн туятăп, канăçсăрланатăп, çывăрайми пулатăп. Халĕ те çавах.
Акă çулталăк та вĕçленсе пырать, çĕршывăмăр пурнăçĕнчи паллă çулталăк - Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа утмăл çул çитрĕ. Чăннипех те анлăн, тивĕçлипе кĕтсе илтĕмĕр ăна халăхпа: юнлă вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене ятран асăнтăмăр, чĕрĕ-сывă таврăннисене мухтаса чысларăмăр.
Пĕлетпĕр: çак пулăм ытларах уяв кунĕсенче палăрать. Ку çителĕксĕррине туятпăр, ăнланатпăр. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн кун пирки сахалтарах шутлатпăр, калаçатпăр, çыратпăр. Юнлă тискер вăрçă мĕн чухлĕ хурлăх, асап кÿнине манас марччĕ, яланах сыхă пуласчĕ. Тепĕр чухне эпир паттăрсене аякра шыратпăр, хамăр хушăрах пулнине манатпăр, чухламастпăр. Вĕсене тупса, палăртса чыс тăвасси - пирĕн тивĕç.
Акă, вĕсенчен пĕри хамăр ентешĕмĕр - Чутай çынни, Серенкасси каччи пулнă Павел Андреевич Ямброськин. Кăçалхи çул ун çинчен калаçмасăр, çырмасăр, чысламасăр иртме май çук. Чăннипех те, шывра та путман, вутра та çунман хастар чунлă, çулăмлă чĕреллĕ чăваш салтакĕ. Нумай хутчен аманса, темиçе хут та вилсе-чĕрĕлсе малалла та малалла - Çĕнтерÿ патне талпăннă Чутай çĕрĕн харсăр каччи. Ирсĕр тăшман йăвине - Берлин хулине илессишĕн пынă хаяр çапăçура йывăр аманнипе кăна хăйĕн ятне рейхстаг çурчĕ çине çырса хурайман вăл асăнмалăх - хулана çитиччен вун сакăр çухрăм çеç юлнă-мĕн. Сталинград çывăхĕнчи хаяр çапăçăва хутшăнса Берлина çитиччен нумай юн юхтармалла пулнă чăваш ачин. Сталинград, Кировоград, Одесса хулисене, Польша çĕрне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче связист, танксене хирĕç пемелли ПТР стрелокĕ пулса çапăçнă. Нимĕçсен темиçе танкне персе çунтарать. Юлташĕпе, Ваня Коротков вырăс каччипе, 30 ытла фриуран тăракан ушкăнне тыткăна илме хал çитерет. Вăрçăри тăватă çул хушшинче миçе шыв урлă каçса, миçе хулапа яла нимĕçсенчен ирĕке кăларман пулĕ вăл хăйĕн мухтава тивĕçлĕ 47-мĕш гварди стрелковăй дивизине кĕрекен 137-мĕш гварди стрелковăй полкĕнчи паттăрĕсемпе. Полк штабĕнчен икĕ хутчен - 1943 çулхи декабрь, 1945 çулхи апрель уйăхĕсенче - çуралнă яла, Серенкассине, Ямброськин салтак паттăррăн çапăçса вилни çинчен хурлăхлă хутсем килнĕ. Мĕн кăна тÿссе ирттермен пулĕ амăшĕн чĕри.
Вилĕме парăнмасть хастар салтак - тапаçлана-тапаçлана унăн серепинчен хăтăлса тухма вăй-хал, тăван яла чĕрĕ-сывă таврăнма мехел çитерет аманса-сусăрланса пĕтнĕ, çапах та пурăнас шанăçне çухатман харсăр чунлă чăваш ачи.
Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн командовани ăна темиçе хутчен те правительство наградисене: «За отвагу» медаль, «Хĕрлĕ Ялав», 3-мĕш степеньлĕ «Мухтав», «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕсем, Мухтав хучĕсем парса чысланă.
Павел Андреевич Ямброськин Серенкасси ялĕнче хресчен çемйинче 1918 çулта çуралнă. Амăшĕ, Анна Григорьевна мăшăрĕпе пĕр хĕрпе пилĕк ывăл çуратса ÿстернĕ.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланас умĕн вăл яла таврăнать. Вăрçăна ăна тепĕр хут 1942 çулта илеççĕ. Вăрçăран аманса таврăнсан та алă усса лармасть фронтовик. «Ильич çулĕпе» хуçалăхра уй-хир бригадин ертÿçи пулса чылай çулсем тăрăшать, унтан сысна тата чăх фермисен заведующийĕ пулса ĕçлет. Ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн темиçе хутчен те медальсемпе Мухтав хучĕсем парса чыслаççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Павел Андреевича икĕ хутчен Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине (ВДНХ) хутшăнма чĕнсе илеççĕ. Çакна 1970 çулта кăларнă 229819 номерлĕ тата 1971 çулта кăларнă 271228 номерлĕ свидетельство хучĕсем çирĕплетсе параççĕ. Мускавра выставкăра пулнă вăхăтра фронтри тус-салтакне - Ваня Короткова тĕл пулать вăл. Павел Андреевич Ямброськин фронтовик ял тата хуçалăх пурнăçĕнче ĕçри хастарлăхĕпе, тÿрĕ чунĕпе, çирĕп, ырă кăмăлĕпе палăрнă, ял-йышра, хуçалăхра хисеплĕ çын пулнă. Шел пулин те, 1979 çулта фронтовик, «Ĕç ветеранĕ» Павел Андреевич Ямброськин пурнăçран уйрăлнă.