Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района с Днем матери

Хаклă аннемĕрсем!

 

Сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп!

Пире  кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕпе утма пулăшнă ырă кăмăллă çыннăмăрсем, сирĕн умăрта эпир пуç таятпăр.

Çут тĕнчере аннерен хакли, çывăххи урăх çук та пуль. Аннесен сăваплăхĕпе тĕнче тытăнса тăрать, вĕсен пилĕнчен пирĕн телей те ырлăх килет. Çынра мĕн лайăххи пур – Тăван Çĕршыва, халăха, тăван чĕлхепе культурăна юратни, тĕнче илемне туйни, пархатарлă  пулни – пĕтĕмпех амăшĕ вĕрентнинчен килет.

Анне – пурнăç тĕрекĕ, шанчăкĕ, çемье телейĕ.

Тавах Сире, аннемĕрсем, ырми-канми ĕçленĕшĕн, чăтăмлăхшăн.

Пирĕн тивĕç - ача амăшĕсене хÿтĕлесси, çăмăллăхсем парасси, пулăшса пырасси.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çемьере телей сунатăп.

 

 

 

Район пуçлăхĕ                              А.Криков                  



24 ноября 2005
00:00
Поделиться
;