Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăрăк турат пек хуçăлман

Виçĕ район чиккинчи “Свобода” колхоза кĕрекен Акташ ялĕнче вăрçă ветеранĕсем вилсе пĕтрĕç ĕнтĕ. Тыл ветеранĕсем вара, нумаях мар пулин те, пур-ха. Акă вĕсем: Елена Максимова, Вера Кузьмина, Ольга Алексеева, София Иванова, Степанида Иванова тата Мария Бурина. Калас пулать, çак ялта çуралса ÿссе унтах çемье çавăрнă Буринасăр пуçне, ыттисем кунта таврари ялсенчен качча килсе ача-пăчаллă пулнă. Сăмах май, Елена  аппа - Тури Çĕрпÿкассинче, Вера аппа - Кив Атикассинче, Ольга аппа - Çирĕккассинче, София аппа - Çĕнĕ Тинькешре, Степанида аппа Хупахушкăньре кун çути курнă.

Гитлер вăрçи кĕрлесе тухиччен пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăк та хитре хĕрсем - паян 80-ран иртнĕ ватă карчăксем. Хăйсен вăрăм ĕмĕрĕнче вĕсем таçта та çитнĕ, тем те курнă, çамрăклах пĕтĕм йывăрлăха чăтнă. Хăрушă та хаяр вăрçă çулĕсенче, Сăр юханшывĕ хĕррипе, тăшманран хÿтĕленмелли тарăн траншейăсем чавнă* салтаксем валли дзотсем туса хатĕрленĕ* Етĕрне çывăхĕнчи йывăç кĕпере тунă çĕре хутшăннă* вăрман та каснă, торф та кăларса курнă. Çапла майпа çĕнтерĕве çывхартассишĕн хĕрсем те вăй-хала шеллемен, тылри пур участоксенче те хастарлăх кăтартнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вара вĕсем каллех мирлĕ ĕç  фронтĕнче пиçĕхнĕ: çулсем тунă, колхозра вăй хунă, качча тухса ачасем çуратнă...

Шел пулин те, çак кунсенче 80 çул тултарнă Степанида Иванова, хăй ĕмĕрĕнче пĕр ача та çуратса курайман. Сăлтавĕсем,  паллах, тĕрлĕрен: вăрçă çулĕсем, ашшĕ-амăшĕ чирли, каччăсене тиркени, ватлăхра качча тухни...

- Вăрçă çулĕсенче эпĕ вăрăм уй урлă ларакан Мăн Ямашри çичĕ çул вĕренмелли шкула ăнăçлă пĕтертĕм те ялти Сталин ячĕпе хисепленекен колхозра кладовщица пулса тăтăм. Каярахпа почтальонка ĕçĕпе ял урамĕсем тăрăх утрăм. Мана, пĕчĕк те хитре хĕре, каччăсем хытах юрататчĕç. Пĕррехинче Йĕрх­кассинчи Николай Смирнов, шахтăран курма килнĕскер, мана куç хывнă иккен, савнă мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшмерĕм: те тиркерĕм, те хăрарăм. Хамăн чун-чĕрере юрату туйăмĕсем вĕренĕ пулин те каччăсемпе алхасса хĕрлĕхе çухатман, чăн таса юратушăн çунса тата ăна кĕтсе пурăннă, - кăмăллăн аса илет çамрăклăха Акташ карчăкки.

... Хупахушкăньри Ивановсен çичĕ ачаллă çемйи хуйхă-суйхăран уйрăлайман. Вăрçă çулĕсенче ялти 33 фронтовик çапăçура вилнĕ е хыпарсăр çухалнă, çав шутра - вĕсен иккĕмĕш ывăлĕ Семен та. Çирĕмри  салтак 1941 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Смоленск облаçне кĕрекен Сычевка районĕнчи Харина ялĕнче нимĕçсемпе çапăçса вилнĕ. Унран аслăраххи, Егор, Хĕрлĕ Чутайри педтехникум хыççăн Мăн Явăш шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ. Ÿпке чирне пула вăл та нумай пурăнайман. Çак усал та ирсĕр чир ашшĕпе амăшне те ураран ÿкерсе çĕре кĕртнĕ. Ытти ачисен (Степанида, Анна, Сергей, Санька) вĕсене тирпейлесе пытарма тивнĕ. Çулсем иртсен Санька та вилнĕ. Тĕп килте унăн Андрей ывăлĕ юлнă.

- “Турри парать, шуйттанĕ чарать”, - тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ çав. Ара, çамрăк чух хама качча илес шухăшлисене тиркерĕм те, 54-ра Акташри Василий Александров арăмĕ пулса тăтăм. Унăн мăшăрĕ тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ иккен. Чунтан тархасласа йĕрекен мĕскĕн арçынна шелленипе çеç манăн кăмăл çемçелчĕ. Вăл платник ĕçĕпе çынсене çĕнĕ çуртсем туса паратчĕ, эпĕ “Марксист” колхозăн уй-хирĕнче тăрăшаттăм. Вун икĕ  çул пĕрле пурăнсан, хамран тăватă çул кĕçĕнрех упăшкан кун-çулĕ сÿнчĕ. Çавăн хыççăн хуçалăхри пĕтĕм ĕç каллех ман çине тиенчĕ. Пилĕк çул каярах унăн кивĕ çурт-йĕрĕпе пурлăхĕ те çурхи пушарта тĕппипех çунса кĕлленчĕ. Юрать-ха, вăл вилнĕ хыççăн юнашар купаласа лартнă шултра хыр пĕренеллĕ йывăç пÿрте пушарниксем çăлса хăварчĕç. Ял çыннисем пире малтанах çимеллисем тата тăхăнмаллисем парса пулăшрĕç. Тавах вĕсене. Халĕ эпир упăшкан 48-ти Николай ывăлĕпе çав пÿртре иккĕнех кăштăртатса пурăнатпăр: выльăх-чĕрлĕх усратпăр, сад-пахчара апат-çимĕç лартса ÿстеретпĕр. Сывлăх пулсан мĕнле те пулин пурăнкалăпăр-ха, - терĕ калаçма тата ĕçлеме ÿркенмен тылпа ĕç ветеранĕ.

Чăнах та, хăй ĕмĕ­рĕнче çак чăваш хĕрарăмĕ çуралса ÿснĕ ялти çурт-йĕре те çĕнетнĕ, Акташри пÿрте те çине тăрса вăй хунипе çавăрса лартнă. Вăрçă çулĕсенче те, кайран та вăл хастарлăхпа палăрнă: Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тата “Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн” медале, “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕç­нĕ. Хуйхă-суйхăран уйрăлайман, çапах та çил-тăвăллă çулсенче хăрăк турат пек хуçăлса ÿкмен, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пыма вăй-хал тупнă Степанида аппана канлĕ ватлăхпа вăрăм та телейлĕ кун-çул сунасси çеç юлать.



"Пирěн пурнăç"
23 ноября 2005
00:00
Поделиться