Тав сана чăваш хĕрарăмĕ
Вăхăта пĕр вырăнта тытса чарма çук. Вăл шав малалла шăвать. Çаплах ĕмĕр иртсе пырать. Пурнăç урапи ялан пĕр йĕрпе чупмасть тата. Кашни çыннăн хăйне майлă. Япăххине кĕтместпĕр те, анчах темшĕн-çке вăл çын пурнăçне пырса кĕрет. Темĕн те курма тивет вара пурнан пурнăçра.
Йывăр килнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралакансен пурнăçĕ. Ырри, паллах, сахалтарах пулнă. Выçлăх çулĕсем, чир-чĕрсем, колхозсем йĕркеленнĕ тапхăр тата ытти те.
Çак вăхăталла, тĕрĕсрех 1925 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче, Шулю ялĕнче йышлă çемьере Анна Федоровна Храмова (хĕр чухнехи хушамачĕ Данилова) çуралнă. Çемьере сакăр пĕр тăван: 6 хĕрпе 2 ывăл çитĕннĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса пынă. Аслисене хисеплеме, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентнĕ. Анна çемьере пĕрремĕшĕ пулнă май, пĕчĕклех йывăр пурнăç тутине туйса илнĕ. Анчах та çирĕп кăмăллă, вăр-вар хĕр ача йывăрлăхсем умĕнче пуç усман. Ачаранах ĕçе кÿлĕнни пурнăçра кирлĕ пулнине ял хĕрĕ тÿрех туйса илнĕ.
- 1942 çул. Çĕршывра вăрçăн хаяр сасси кĕрлет. Çак çул пирĕн аттене, Федор Николаевич Данилова, вăрçа илсе кайрĕç. Ултă ача арçын хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлтăмăр. Анне йывăр çынччĕ, тепĕр пепкене кун çути пама хатĕрленетчĕ. Вăрçă нушине самаях курма, тÿсме тиврĕ. Çитĕннисемпе пĕрлех мĕн каçчен пилĕк авнă. Уйра ÿсекен йĕтĕне çумлама кайнине нихăçан та манаймăп. Вăрçă çулĕсене пула юлнă суран халĕ те чуна ыраттарать, - аса илет иртнине Анна Федоровна.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем А. Храмовашăн йывăр та тумхахлă иртнĕ. Çапах та вăл ăс-тăн, кăмăл-туйăм, вăй-хал тĕлĕшĕнчен чухăн та тÿрккес, йăмшак пулман, вĕренсе ăслă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Шулюри, Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче тăрăшса вĕреннĕ. Вăтам шкул пĕтерсенех Анна Федоровна, 1942 çулта, ĕçе пикенет: çитĕнекен ăрăва пĕлÿ парассишĕн ăнтăлать. Ĕç стажне Утаркассинчи пуçламăш шкулта пуçлать. 6 çул хушши кашни вĕренекенех чăн-чăн çын пулса çитĕнтерес тесе вăй-халне шеллемен. Çав хушăрах А. Храмова професси пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе Етĕрнери педагогика училищинче куçăмсăр майпа вĕренет.
Анна Федоровна тĕрлĕ шкулсенче вăй хунă. Сăмахран, 1948-1961 çулсенче - Хватукассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта, 1961-1980 çулччен - Мишеркассинчи вăтам шкулта. Пĕтĕмĕшле педагогикăри ĕç стажĕ - çур ĕмĕре яхăн. А. Храмова учитель ĕçне кăмăлласа, юратса пурнăçланине палăртса хăвармалла. Яланах вăл шыравра, тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларма пултарайман. Ахальтен мар ăна “Ĕçре палăрнăшăн”, “1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальсем, ачасене вĕрентес ĕçре тунă ÿсĕмсемшĕн “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллă парса чысланă. Нумай çулсем хушши Анна Федоровнана Пантьăк ял Совечĕн депутачĕ пулма шанни ăна халăх хисепленине пĕлтерет.
Мăшăрĕпе, Николай Федоровичпа, Анна Федоровна килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Шел пулин те, 6 çул каялла вăрçă участникĕ, виçĕ орден кавалерĕ, нумай çулсем хушши ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ Николай Федорович çутă тĕнчерен уйрăлнă.
Храмовсем 4 ачана кун çути парнеленĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Асли, Валерий, Хусанти медицина институтĕнче ăс пухнă. Паянхи кун Вьетнамра тухтăр тивĕçĕсене пурнăçлать. Валентин художество училищинче вĕреннĕ, Шупашкарти элеваторта художник-оформитель пулса тăрăшать. Вера хĕрĕ медсестра профессине алла илнĕ. Ял хуçалăх институтĕнче ăс-тăнне пиçĕхтернĕ Виктор хальхи вăхăтра районти коммуналлă хуçалăхĕнче вăй хурать. Ырă çимĕçрен паха вăрлăх пулать тени тĕрĕсех çав. Храмовсен çемйинче çуралса ÿснĕ ачасем те çĕршыва юрăхлă, ăслă-тăнлă çынсем пулса ÿснĕ.
- Ватлăхра ачасемпе мăнуксем çине пăхса савăнатăп. Хам ăс панă вĕренекенсем тав туни кăмăла хăпартать, пурăнас кăмăла çĕклет, - вĕçлерĕ сăмахне хисеплĕ ватă.
Çак кунсенче Анна Федоровна 80 çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна чунтан саламлатăп. Тайма пуç сана, чăтăмлăхшăн, чун пуянлăхĕпе ырă кăмăлушăн. Ĕçĕрсем çамрăк ăрушăн этем чысĕпе тивĕçне виçсе хакламалли ырă тĕслĕх пулччăр.