Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района с Днем милиции

Хисеплĕ милицин ветеранĕсемпе сотрудникĕсем!

Сире професси уявĕпе – Милици кунĕпе саламлатăп.

 

         Право йĕркине, саккунлăха сыхласси – кăткăс та яваплă, хăрушă ĕç. Эсир халăх лăпкăлăхĕшĕн, тăнăçлăхĕшĕн, унăн  интересĕпе чысне  хÿтĕлессишĕн тăрăшатăр, общественноçа преступниксенчен сыхлатăр.  Право йĕркин органĕнче  тăрăшакан милици сотрудникĕсем дисциплинăллă, компетентлă пулнипе, общество умĕнче хăйсен яваплăхне туйса пурнăçланипе преступленисене уçса парасси ÿсет. Эпĕ сире служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн  тав тăватăп. Уйрăмах милици ветеранĕсем, çамрăк ăрăва хăйсен опытне панăскерсем, ырă сăмахсене тивĕç.

Сире тата çывăх çыннăрсене çирĕп вăй-хал, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçупа телей сунатăп.

 

 

 

А.Криков, район администрацийĕн пуçлăхĕ



10 ноября 2005
00:00
Поделиться
;