Ÿсĕм тăрăшмасăр пулмасть
“Коминтерн” ЯХПК районта чи лайăх аталанса пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Ăна 10 çул ытла ĕнтĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Альбина Борисовна Новикова ăнăçлă ертсе пырать.
А. Новикова çĕнĕ технологипе усă курса хуçалăха пурнăç шайĕпе тан тытса пыма, ял çыннине ĕç вырăнĕ туса пама тăрăшать. Ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансене вăхăтра хавхалантарса, пулăшса тăни те ăнăçлă ĕçлесе пыма май парать. Çак ăнлавсене тĕпе хурса ĕçлесе пырать те ĕнтĕ хуçалăх ертÿçи.
Коллектив çулталăка ăнăçлă вĕçлес тесе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшать. Каламасăрах паллă, ÿсĕм тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Хуçалăхăн пурĕ 1081 гектар акса-вырса илмелли çĕр лаптăкĕ шутланать. Специалистсемпе механизаторсем тăрăшнипе кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлерĕç. Атнарсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен гектартан вăтамран 21,9 центнер тухăç илме пултарчĕç. Ку, паллах, çĕре минераллă удобренисемпе вăхăтра апатлантарса тăнинчен тата паха вăрлăхпа çеç усă курнинчен нумай килет. Çакă тыр-пул тухăçне ÿстерет те ĕнтĕ.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнăран техника çĕнетсе пырайманни пирки хурланса калаçаççĕ пулсан, “Коминтерн” ЯХПКра вара çĕнĕ техника туянасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кивĕ техникăн тăкакĕ те пысăк пулнине лайăх ăнланса ĕçлеççĕ кунта. Кăçал пурĕ 7 миллион та 479 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.
Атнарсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Кунта пурĕ 1200 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, ĕнесем - 420, сыснасем - 880, лашасем - 51. 9 уйăх кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ха; Кашни ĕнерен 3374 килограмм сĕт сунă, 185 тонна аш-какай туса илнĕ, ĕне-выльăхсем 650 грамм ÿт хушнă, сыснасем - 480 грамм. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли кунта кашни çулах çителĕклĕ апат хатĕрлеççĕ.
Фермăра тăрăшакансен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Кадрсем çителĕклĕ. Ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Çакă, паллах, ферма ĕçченĕсен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет. Паянхи куна, дояркăсем вăтамран кашни ĕнерен куллен 9 килограмм ытла сĕт суса илеççĕ. Атнарсен ĕç опытне курса савăнмаллах ĕнтĕ. Акă, пĕлтĕр сĕт-çу комплексĕнче хатĕр продукцие пăрăхсем тăрăх каяссине йĕркелесе ячĕç. Ĕçе çĕнĕлле йĕркеленипе дояркăсемшĕн те чылай çăмăллăх пулчĕ. 9 уйăх хушшинче атнарсем пахалăхлă сĕт сутса 5 миллион ытла тенкĕ таса тупăш илнĕ.
Акă, октябрĕн 29-мĕшĕнче Туканаш ялĕнче çĕнĕ технологипе ĕçлекен пĕр пин ытла пуç сысна усрамалăх ферма хута кайнă. Савăнăçлă мероприятие район хăйтытăмлăх ертÿçи А. Криков хутшăннă, атнарсене малашне те ырă ята çÿлте тытса пыма ăнăçу суннă.
Ĕçлекен, тăрăшакан, мал ĕмĕтлĕ çын яланах малалла пăхма тивĕç. Паянхи кунпа çеç пурăнсассăн рынок саламачĕ каялла çаптарасса кĕтсех тăр. “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакансем çитес çул валли çирĕп никĕс хывса хăварассипе çине тăрса тимлеççĕ. Ытти хуçалăхсен вĕсенчен тĕслĕх илсе вĕренсе пымалли çеç юлать.