Культура вучахне сÿнме парас марччĕ
- Варвара Михайловна, эсир чăн-чăн культура ĕçченĕ пулмах çуралнă пекех туйăнать. Юрă-ташă ăстин таланчĕ аçăр-аннĕртен куçнă-ши е вăл Турă пани-ши;
- Кашни çын хăйне килĕшекен професси суйласа илет, ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн çав тĕллев патне туртăнать. Кунта, паллах, Турă пани те пулмалла. Эпĕ ача чухнех юрлама-ташлама юратнă, аслисемпе тан агитбригада ушкăнĕнче çÿренĕ. Тутар ташши хытă ташлаттăм эпĕ ун чухне. Манăн анне те юрра-ташша маçтăр пулнă. Халĕ вăл ватă ĕнтĕ. Унăн çамрăк чухнехи пултарулăхĕ пирки ялти кинемейсем халĕ те мухтаса каласа параççĕ. Аннен таланчĕ манра пурах ĕнтĕ.
Эпĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ, ташă кружокне çÿренĕ (ертÿçи пулса И. Мальков учитель тăрăшатчĕ). 4 класра чухне манăн пултарулăха пысăк хак пачĕç, Хисеп грамоти парса чысларĕç. Çакă мана хăпартлантарсах ячĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн чунăм культура еннех туртăнчĕ, Çĕрпÿри культура училищин театраллă уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Алла диплом илсен тăван тăрăха таврăнтăм. Çапла вара, 1972 çултанпа, районти Культура çуртĕнче тăрăшатăп. Тĕрлĕ должноçсенче ĕçлерĕм, 1999 çулта художество пултарулăх ертÿçи пулма шанчĕç.
- Хăвăр профессипе кăмăллă-и эсир;
- Эпĕ алла урăх специальноç илес тесе пĕрре те шутламан, кулянмастăп та. Юрă-ташă маншăн - чун канăçĕ, пурнăç тĕллевĕ. Манăн ĕç хама килĕшет. Сцена çинче иртнĕ пурнăçпа эпĕ питĕ кăмăллă. Культура ĕçченĕсенчен халăх илемлĕх кĕтет, клуба вĕсем ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн канма, çепĕç юрă-кĕвĕпе, ташăпа киленме килеççĕ. Эпир вĕсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн, пушă вăхăтне культурăллă ирттерессишĕн тăрăшатпăр. Çынсем пирĕн ĕçе тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни хавхалантарать. Вĕсене пирĕн юрă-кĕвĕ, ташă-кулă килĕшет пулсан, эпир те кăмăллă.
- Эсир ĕç вырăнне улăштармасăр, хăвăра шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыратăр. Ĕмĕр тăршшĕпе пĕр вырăнта ĕçлеме мĕнлерех-ши;
- Манăн ĕç кĕнекинче районти Культура çуртне ĕçлеме кĕни çинчен çырни çеç. «Йывăр, пултараймастăп, урăх ĕçе куçатăп» ăнлавсем маншăн пулман. Эпĕ хамăн профессие чунтан юратса ĕçлетĕп, çапла малашне те пултăрччĕ, халăха илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарасчĕ.
Халăх умне спектакль-концертпа чылай тухнă. Район, республика шайĕнчи мероприятисене пайтах хутшăннă, хамăр пултарулăха кăтартнă, сахал мар наградăсем, парнесем çĕнсе илнĕ. Культура керменĕнче «Шокăль», бал ташшисен ансамблĕ (ертÿçи Н. Храмова), халăх театрĕ (Р. Галимов), ветерансен хорĕ (Г. Матюшкина) ăнăçлă ĕçлеççĕ. Сăмах май, кăçалхи сентябрь уйăхĕнче ветерансен хорĕ «Ветерансен халăх хорĕ» ята тивĕçме пултарчĕ. ЧР паллă композиторĕсем А. Никитин, Н. Зимин, А. Фандеев вĕсен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç. Юрăпа туслă ватăсенчен чылайăшĕ 70 çултан иртнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсен пултарулăхĕ иксĕлми.
Хамăн ĕçе тивĕçлипе хаклани те савăнтарать. 2003 çулта Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Хисеп грамотине парса чыс турĕç.
- Кăштах ĕç коллективĕ пирки...
- Пĕрле вăй хуракан йыш кашнишĕн хаклă. Кунта пурте пĕр çемьери пек. Эпир, культура çыннисем, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлетпĕр. Çамрăксем аслисенчен ăсталăха вĕренсе пыраççĕ.
- Варвара Михайловна, малашлăх тĕллевĕсем те пурах-тăр.
- Тĕллевсем чылай. Халăх умне çĕнĕрен-çĕнĕ сăнарсем кăларасчĕ, юрă-ташăпа савăнтарасчĕ. Чи кирли - ялсенче культура вучахне сÿнме памалла мар. Пирĕн çĕнĕ талантсене асăрхаса, вĕсене çут çăлтăр пек ялкăшма майсем туса памалла. Пирĕн хыççăн культура ĕçĕнче татах та пултаруллисем ĕçлеччĕр. Илемлĕх тĕнчене çăлатех.